Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслăхра чикĕсем ан пулччăр

03 февраля 2010 г.

Александр Капитонов ял ачисем хушшинче спортпа туслисем йышланччăр, çамрăксем сывă пурнăç йĕркине суйласа илччĕр тесе нумай тăрăшать. Ахальтен мар вăл ултă çул каялла тăван ялĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирне пуçарса ячĕ. Унтанпа хăшĕ-пĕрисем шкултан вĕренсе тухса кайнă ĕнтĕ, теприсем аслă классенче ăс пухаççĕ. Паянхи кун шкулти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине 24 арçын ачапа 8 хĕрача çÿрет. Вĕсене Валерий Денисов тренер хатĕрлет. Çак хушăра кĕрешÿçĕсем район, республика шайĕнче те палăрма ĕлкĕрчĕç. Малашне кунтан, тен, Раççей чемпионĕсем те тухĕç-ха.

Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче январĕн 31-мĕшĕнче иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕнче пулнă хыççăн спортпа туслăхра чикĕсем чăнах çук тесех калассăм килет. Канмалли кун пулнине пăхмасăрах Асанкассинчен, Аслă Чурачăкран, Комсомольскинчен, Хирти Явăшран, Тукай Мишерĕнчен, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчен 80 яхăн спортсмен тата вĕсен тренерĕсем ăмăртăва килнĕ. Шел пулин те, пĕр кун маларах Йĕпреç поселокĕнче Чăваш Республикинче мала тухассишĕн ăмăртусем пулнипе ытти районсенчи кĕрешÿçĕсем килеймерĕç. Çамрăксем Александр Капитонов призĕсене çĕнсе илессишĕн кавир çине тухрĕç. Çав кун шкулта такама та курма пулчĕ – вĕренекенсенчен пуçласа предприяти-организаци руководителĕсем, Шупашкарти бизнесменсем, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, Чăваш Республикинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ таранах.

Ăмăрту пуçламăшĕнче район пуçлăхĕн заместителĕ – ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Георгий Киргизов, «Слава картофелю» компани президенчĕ Александр Капитонов, Чăваш Республикинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ Владимир Семенов, «Луч» ЯХПК председателĕ Николай Иванов спорт уявĕпе саламласа ăнăçу сунни çамрăксене кĕрешме вăй-хал пачĕ. Савăнăçлă самантпа усă курса А.Капитонов шкулти отличниксене, вĕсем пурĕ саккăрăн, ятарлă стипендисем пачĕ. Çакă ачасене малалла тата та тăрăшса вĕренме хистетех ĕнтĕ.

Арçын ачасемпе хĕрачасем тĕрлĕ виçе категорийĕнче тупăшрĕç. Килте тăван стенасем те пулăшаççĕ теççĕ, те унпа, те ăсталăхĕ ытлараххипе, чылай виçере Анат Тимĕрчкасси спортсменĕсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Д.Андреев, Н.Краснов, Е.Козлов, Ю.Степанов, А.Леонтьев, Е.Никифорова, У.Данилова тата Е.Николаева, А.Сакмаров пĕрремĕш вырăнсемпе савăнтарчĕç. С.Тимофеевпа (Асанкасси, тренерĕ Г.Н.Петухов) В.Трофимов (Аслă Чурачăк, тренерĕ Никита Крылов) 30 тата 58 килограмлисем хушшинче çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Çавăн пекех Комсомольскинчи И.Галзанов, Асанкассинчи М.Максимовпа А.Родионов, Анат Тимĕрчкассинчи Д.Парфенов, С.Данилов, Р.Козлов, Хирти Явăшран килнĕ Д.Феткуллин иккĕмĕш вырăнпа савăнтарчĕç. Виççĕмĕш вырăн йышăннисем: С.Пурлушкинпа Д.Лукин, С.Григорьев (Аслă Чурачăк), К.Калашников, Е.Павлов (Асанкасси), А.Андреевпа И.Андреева (Анат Тимĕрчкасси), И.Зинетуллин (Хирти Явăш). Аслă Арапуç спортсменĕсем те чылай категорире малти вырăнсене йышăнчĕç.

Командăсем хушшинче вара Анат Тимĕрчкасси кĕрешÿçисем пĕрремĕш пулчĕç, Александр Капитоновăн кубокне çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç шкулĕн спортсменĕсем (тренерĕ – М.Х.Зейнетдинов). Асанкасси кĕрешÿçисем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Малти вырăнсене йышăннисене Александр Петрович тата паллă спортсменсем медальсем, Хисеп грамотисем, асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.

Кавир çине тухнă çамрăк спортсменсене куракансем мĕнпур чунтан хавхалантарма тăрăшрĕç. Ашшĕ-амăшĕсем, пĕртăванĕсем, асламăш-кукамăш таранах килнĕ кĕрешекенсене курма. Анаттимĕрчкассисем çеç мар, кунта асанкассисем те, аслăчурачăксемпе аслă-арапуçсем те çитнĕ. Вĕсем «чирлени» чылайăшне вăй-хал хушрех ĕнтĕ, çухалса кайма та памарĕ пуль.

Турнир иртсе кайрĕ, анчах вăл унта хутшăннисен асĕнчен часах тухмĕ. Пĕрремĕш çĕнте-рĕве е выляса янине, пăшăрхану куççульне, кунта паллашнă çĕнĕ туссене епле-ха манăн; Ачасен куçĕсем çунса тăни вĕсем татах та пысăк çитĕнÿсем патне ăнтăлассине палăртать. Хĕрачасем те кавир çинче вăйсăрах маррине çирĕплетсе пачĕç. Кĕрешÿ хĕрсем валли мар пек туйăнать пулин те, Анат Тимĕрчкасси хĕрĕ Ульяна Данилова хăй çак спорт енĕсĕр пурăнаймасса пĕлтерчĕ калаçура. «Мĕн парать сана кĕрешÿ;» тесе ыйтсан вăл пĕр иккĕленмесĕр çапла хуравларĕ: «Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине мана, пĕчĕк хĕрачана, пирваях пичче çавăтса килчĕ. Темле самант та пулнă пуль çак хушăра, çапах кĕрешме пăрахас шухăш пуçа кĕмен. Спорт вăй-хал кÿрет, кĕлеткене илемлĕ аталантарма май парать, вĕренÿре пулăшать, паллах, туссем те кунтах тупатăн».

Турнир иртнĕ кун Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче пурнăç пур çĕрте те вĕресе çеç тăчĕ. Коридорта Шупашкарти профессионаллă стоматологин «Дент-а-мед» центрĕн тĕп врачĕ Юрий Зорин сĕтелçи теннис вăййине кăмăллакансене хăй тавра пуçтарчĕ. Кĕçĕн çулхисем те, аслăраххисем те тупăшрĕç кунта. Çав кунах шкул картишĕнче хĕллехи футболпа туслăх матчĕ те йĕркелерĕç. Унта Асанкасси, Анат Тимĕрчкасси, Шупашкар командисем вăй виçрĕç. Спортсменсене шкул столовăйĕнче тÿлевсĕр апат çитерчĕç. Чăн-чăн спорт уявĕ иртрĕ ялта январь уйăхĕн юлашки кунĕнче. Çакăншăн хăнасем Александр Капитонова, «Луч» ЯХПК правленине, шкул дирекцине, ытти спонсорсене тав сăмахĕ каласа уйрăлчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика