19 августа 2009 г.
Ялтан тухатăн та йĕри-тавра сарă тата хура тĕс хуçаланать. Тырпул пулса çитнĕ, ăна пухса илнĕ хыççăн хуçалăхсем çĕртме тунă е кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ. Эпир «Луч» ял хуçалăх кооперативне пынă чухне кунта ĕç вĕресе çеç тăратчĕ. Пĕрисем хирте, теприсем йĕтем çинче тăрăшатчĕç.
«Луч» ял хуçалăх кооперативĕн кăçал 628 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса илмелле пулнă. Августăн 17-мĕшĕ тĕлне 536-шне çулнă, вĕсене пурне те çапса тĕшĕленĕ. Уй-хирте çитĕнтернĕ тыррăн 85 процентне пуçтарса илнĕ. Апла пулсан вырма ĕçĕ вĕçленсе пырать тесен те тĕрĕсех. Тырпул пуçтарса кĕртнĕ çĕрте 3 «хир карапĕ» тăрăшать. «Енисей» комбайнпа Анатолий Егоров пĕчченех вăй хурать. Вăл 510 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Виктор Черновпа Сергей Леонтьев «Полесье» комбайнпа 717 тонна тĕштырă пухса илнĕ. Николай Поляковпа Сергей Васильев 330 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ.
Тухăç тенĕрен, вăл хуçалăхĕпе хальлĕхе кашни гектартан 29 центнер тухса пырать. 1-мĕш бригадăра вара кĕр тыррисем 41, 7 центнер тухнă. Урпа кашни гектар пуçне 33 центнер тухăç панă.
Комбайнерсем пирки асăнтăм-ха, водительсем те хастар. Николай Захаров, Михаил Чебоксаров уй-хиртен йĕтем çине тырă турттарса тăраççĕ. Юрий Григорьевпа Илья Плешков йĕтем çинче тĕштырă куçараççĕ. Кунта ĕçе 2 сменăпа йĕркеленĕ. Пĕри ирхине 8 сехетрен 18 сехетчен пырать. Каçхине вара ĕçсем 12 сехетчен, тепĕр чухне ирхи 1 сехетчен те тăсăлаççĕ. Пăхса çаврăнтăмăр та, уçă çĕрте выртакан тырă купине курмарăм. Апла пулсан хуçалăхра ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ. 1-мĕш бригадăра йĕтем çинчи ĕçсене Александр Ананьев, 2-мĕшĕнче Алексей Терентьев йĕркелесе, ертсе пыраççĕ. Сергей Андреев, Анатолий Фомин, Анатолий Борисов тырă тасатакан машинăсене пăхса тăраççĕ. «Ĕçлекенсем çителĕклĕ», — палăртрĕ Валерий Ефремов агроном.
Çитес çулхи тухăç валли 200 гектар çинче кĕр тыррисене акса хăварасшăн. Вăрлăх та, çĕр те хатĕр. Виталий Чернов, тивĕçлĕ канура пулин те, ÿркенмесĕр ĕçлет. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ, халĕ çĕртме тунă çĕрте тăрăшать. Вăл 100 гектар çĕре сухалама та ĕлкĕрнĕ.
Улăма çийĕнчех пуçтарса пыраççĕ. Валерий Белков, Михаил Герасимов ку ĕçре тăрăшуллă. Александр Туйдуков механизатор тюкласа пырать.
Источник: "Каçал Ен"