Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔРŸ ТУПĂШНĂ, ВИÇÇĔМĔШ ВЫРĂН ЙЫШĂННĂ

12 августа 2009 г.

Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче вĕренекенсен республикăри ăмăртăвĕсенчи çĕнтерĕвĕсенчен тĕлĕнме те пăрахрăмăр ĕнтĕ. Юлашки çулсенче кашни ăмăртурах унти спортсменсем малти вырăнсене алăран вĕçертмеççĕ. «Орленокпа» «Зарницăн» республикăри ăмăртăвĕсем иртнĕренпе уйăх ытла пулин те, тăманлăвыçлисем мĕнле пултаруллă пулни пирки каласа парасах килет.

— Вăйăсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн республикăри 23 команда стройпа юрласа иртрĕç. Пирĕн командир Артем Фадеев тĕрĕс командăсем парса ушкăна йĕркелесе пычĕ. Сергей Тумаков юрă пуçараканни пулчĕ, — каласа парать Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн директорĕ Ю.Н.Емельянов.

1-мĕш кун çамрăк армеецсен право, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн, гражданла оборонăпа, çарпа тата унăн историйĕпе çыхăннă теориллĕ ыйтусене хуравламалла пулнă. Оля Андреевапа Наташа Яковлева тарăн пĕлÿпе палăрнă. Команда 8-мĕш вырăн йышăннă.

«Сила и ловкость»конкурсра арçын ачасем турник çинче алă вăйĕпе туртăннă, хĕр ачасем алă вăйĕпе кĕлеткене çĕкленĕ, хырăм пресĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Артем Фадеев 18 хутчен туртăнма пултарнă. Икĕ Сергей Перьевпа Тумаков та лайăх енчен çеç палăрнă. Оля Андреевапа Катя Зверева та аван кăтартусем тунă. Çакă тăманлăвыçлисене 2-мĕш вырăн йышăнма май панă. Тинĕс-çарпа çыхăннă конкурс виçĕ пайран тăрать. Легость ывăтса Андрей Кураков 2-мĕш пулнă. Саша Матвеев та япăх мар ăмăртнă. Ялавсемпе тĕрлĕ паллăсем туса унта кăтартакан сăмахсене тĕрĕс вуламалла. Кунта вара Сергей Перьев (сигнал параканĕ), Настя Шурбинапа Катя Яковлева (ăна йышăнакансем) пĕр-пĕрне тĕрĕс ăнланнă, 1-мĕш вырăна алăран вĕçертмен. Ольга Андреева, Катя Зверева, Андрей Кочанов тĕрлĕ тĕвĕсене çыхас енĕпе ăсталăхне туллин кăтартнă, 4-мĕш пулнă. Пĕтĕмĕшле вара ачасем виçĕ енлĕ тупăшусенче 3-мĕш вырăн йышăннă. ЧР РОСТО кубокне тата Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

«Çар полоси» конкурс та кăткăс. Кунта çамрăк армеецсен 1, 3 километрлă дистанцие чăрмавсене çĕнтерсе чупса тухмалла. Сергей Перьев, Алексей Шингалов, Александр Матвеев, Владислав Сорокин, Сергей Тумаков палăртнă тĕллевсене ăнăçлă парăнтарнă.

Пирĕн районта бассейнсем çук. Апла пулин те Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнчи çамрăк армеецсем шывра ишессипе 3-мĕш вырăн йышăннă. Çакă чылайăшне тĕлĕнтернĕ те. Уйрăмах Сергей Тумаковпа Настя Шурбина 25 метрлă дистанцире хăйсем пултаруллă ишевçĕсем пулнине кăтартса панă.

Алă вăйĕпе çапăçасси конкурс 4 пайран тăнă. Ачасен «тăшмана» хирĕç алă вĕççĕнех хирĕç тăрас ăсталăха кăтартмалла пулнă. Автоматпа çыхăннă упражненисен комплексне пурнăçланă. Настя Шурбина, Артем Фадеев, Сергей Перьев, Алексей Андреев, Алексей Шингалов 1-мĕш вырăн йышăнса ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Кубокне çĕнсе илнĕ.

Çар ăсталăхĕн нумай енлĕ-хĕ 17 этапран тăнă. Кунта çамрăк армеецсен автомата тата унăн магазинне вăхăтпа тата тĕрĕс салатса пуçтармалла пулнă. Çавăн пекех гранатăсене тĕл пăрахма тивнĕ. Бронежилетсем тăхăнса хĕçпăшала йăтса чупнă... Кунта та пирĕн районтан кайнă ачасем 1-мĕш вырăн йышăннă. Алексей Емельянов, Ольга Андреева, Артем Фадеев, Сергей Перьев, Саша Матвеев çĕнтерÿшĕн тар тăксах кĕрешнĕ.

Тăманлăвыçлисем туристсен республикăри ăмăртăвĕнчен те иртнĕ çул çĕнтерÿпе таврăннăччĕ. Çавăнпа та вĕсем кунта çухалса кайман, 1-мĕш вырăн вĕсенчех пулнă. Карта çинче условнăй паллăсене, турист тĕввисене çыхма тата вĕсен ячĕсене Андрей Кочанов, Михаил Краснов, Наташа Яковлева пĕлеççĕ. Александр Матвеева, Сергей Тумакова, Сергей Перьева, Артем Фадеева, Ольга Андреевана çырма урлă вĕренпе каçасси, вĕренпех сăрт çине хăпарасси те çăмăлах пулман. Вĕсем йывăрлăхсене парăнтарнах.

Тепĕр конкурс — велосипедсемпе тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнасси. Андрей Тарасовпа Алена Николаева 4-мĕш пулнă.

Ачасем кашни кунах боевой листоксем кăларса тăнă. Унта командăн кулленхи ĕç-хĕлне, пурнăçне çутатнă. Шкулта та вĕсем стена хаçачĕсем тăтăшах кăлараççĕ. Наташа Яковлева, Катя Яковлева, Алена Николаева, Алексей Емельянов ĕçĕсене куллен чи лайăххисем тесе палăртнă. 1-мĕш вырăна та вĕсенех панă.

Пĕтĕмĕшле илсен вара республикăри çамрăк армеецсен ăмăртăвĕсенче III вырăн йышăннă. 8 енĕпе приз çĕнсе илнĕ, нумай-нумай Хисеп грамотипе таврăннă.

— Ачасене ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова саламласа Кубоксемпе парнесем пачĕ. Ăмăртусенчен ачасем хавасланса таврăнчĕç. 3-мĕш вырăн та çĕнтерÿ-çке. Ачасене малашне те хастар пулма вăй-хал сунатăп, — тесе вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне Юрий Николаевич.

Районти кашни вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта, паллах, пултаруллă, анлă тавракурăмлă, вăй-хал енчен çирĕп ачасем пур. Вĕсемпе çине тăрса ĕçлемелле. Çĕнтерÿ нихăçан та тар тăкмасăр пулмасть. «Хатĕрленÿре йывăр, çапăçура çăмăл», тенĕ вырăссен чаплă полководецĕ. Ку чăнлăх. Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче вĕренекенсене çăмăл пулман тĕрлĕ енсенче çĕнтерÿ тума. Кунта хатĕрленÿ пулăшнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика