Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимĕрчкассинче, тимĕрçĕ лаççинче

11 августа 2009 г.

Тимĕре хĕрнĕ чух туптаççĕ тенине Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинчи тимĕрçĕ лаççинче пулса курнă хыççăн ĕнентĕм. Тимĕре “пил паракан” лаçа çитсе курма, тĕрĕссипе, тахçантанпах ĕмĕтленеттĕм. Авкаланса юхакан пĕчĕкçĕ юхан шыв хĕрринче вырнаçнă уйрăм çын тытса тăраканнине шырарăм. Шел, республикăмăрта унашкаллине тупаймарăм. Тимĕрчкассинчи “Луч” хуçалăхра тимĕрçĕ лаççи упранса юлнах тесе çула тухрăмăр.

Юлашки çулсенче тимĕрçĕ профессийĕ манăçма пуçларĕ. Чылай хуçалăхра тимĕрçĕ лаççисен алăкĕсене пысăк çăрапах питĕрсе илнĕ. Çамрăксем ку ĕçпе пачах кăсăкланмаççĕ. Нивушлĕ ял çыннине тимĕрçĕ пулăшăвĕ пачах кирлĕ мар? Çапла шухăшласа пырса палăртнă яла çитнине сисмен те.

Çÿлерех асăннă хуçалăхăн тимĕрçĕ лаççи машина-трактор паркĕнчен инçех мар Хăнтăрла шывĕн хĕрринче вырнаçнă. Пире юсав мастерскойĕн заведующийĕ Николай Егоров кĕтсе илчĕ. “Тимĕрçĕн кăмаки хĕмленмест-ха паян. Унăн хуçи Анатолий Павлов килте ĕç пур терĕ. Апла пулин те ытлашши пăшăрханса ан ÿкĕр. Пирĕн Анат тата Тури Тимĕрчкассисенче тимĕрçĕсен виçĕ ăрăвĕ пурăнать. Эсир ватă тимĕрçĕсемпе курнăçнă хушăра Сергей Александров тракторист кăмакана тасатса, тирпейлесе ĕçлеттерсе ярĕ. Ку ĕçе унăн алли пырать-ха”, - терĕ Николай Васильевич.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх Комсомольски районĕнчи кашни колхозăн тимĕрçĕ лаççи пулнă. Халĕ Анат Тимĕрчассинчи тимĕрçĕ лаççине кÿршĕ ялсенчен те çÿреççĕ. Акă, сăмахран, Урмаел тутарĕсем тимĕр картасене эрешлесе тутараççĕ. Тимĕрçĕпе пĕрле хăйсем те вăй хурсах ĕçлеççĕ-мĕн.

“Тĕрĕссипе, хуçалăхра тимĕрçĕсĕр май çук. Темле хăватлă, чаплă техника та ĕç вăхăтĕнче ванать. Ял хуçалăх машинисене тÿрлетмелле-и, фермăри ĕç хатĕрĕсене юсамалла-и, çава туптаттармалла-и - тимĕрçĕ пулăшăвĕ кирлех”, - хăйĕн шухăшне палăртрĕ Николай Егоров.

Вĕркĕч “сывлани”, вучах хĕмленни

тĕлĕкре те тĕлленет

Анат Тимĕрчкассинче Октябрь урамĕнче /ялтилле Кăштипи кассинче/ урамалла пăхакан виçĕ чÿречеллĕ, сарăпа сăрланă йывăç çуртра пурăнать Ванька тете. Хăшĕсем ăна “Тимĕрç Ванька” теççĕ.

74 çулти Иван Осипович пире ăш пиллĕн кĕтсе илчĕ. Мăшăрĕпе Çинук аппапа иккĕшех пурăнаççĕ-мĕн. Тимĕрçĕ лаççинче ĕçленĕ çулсене хавхаланса аса илчĕ Иван Кузьмин.

“Тимĕрçĕ профессине ниçта та ятарласа вĕренмен. Ĕç вăрттăнлăхне йысна, Петр Григорьевич, хăнăхтарнă. Ас тăватăп-ха, темĕн тÿрлеттерме кайнăччĕ эпĕ. Хайхи вăл мана кувалда тыттарчĕ те: “Атя, шакка!” - терĕ. Унтан эпĕ тертленкеленине сăнарĕ те: “Пултаратăн эсĕ, кил ĕçлеме”, - тесе чĕнчĕ. Пулать-и, пулмасть-и тесе кайрăм та - 25 çул ĕçлерĕм çапла”.

Трактор юсама, çуна тÿрлетме пулăшаттăмăр. Чипер хĕрарăмсем çава туптаттарма тимĕрçĕ лаççи умне черете тăни асрах-ха. Хăш-пĕри çурла шăллаттарма, кĕрепле тутарма килетчĕ. Шăтăк витрене тĕплеттерни, кăмака, алăк хатĕрĕсем тутарни те, çĕçĕ, хачă хăйраттарни те пулнă”, - аса илет Ванька тете. Кун пек чухне, ахăртнех, мăнаçлăх туйăмĕ те çуралнă. Ахальтен-им ялти инкесем алă пыман мăшăрĕсене: “Арçын-и ĕнтĕ эсĕ, çава туптама та пĕлместĕн. Кÿрше çăмарта парса ĕçлеттерме тивет ĕнтĕ”, - тесе мăкăртатнă.

Ялта Ванька тете пек çавана лайăх туптакан никам та çук-мĕн. Вăл “пил панă” ĕç хатĕрĕ кунĕпе ĕçлесен те мăкалмасть имĕш. Ахальтен-им халĕ те пулăшу ыйтма пыраççĕ Тимĕрчкасси хĕрарăмĕсем ун патне.

Калаçу çăмхи сÿтĕлнĕ май ял историйĕ пирки те сăмах пуçартăмăр. “Авал Кăштипи çырми айккинче, Хăнтăрла шывĕ хĕрринче, Куйран пиччен тимĕрçĕ лаççи пулнă тенине илтнĕччĕ. Ял çыннисене хаваспах пулăшнă-мĕн вăл. Сунталпа мăлатук сасси шыв тăрăх кайса ял еннелле саланнă. Тимĕрчкассисем хăйне евĕр çак кĕвĕ ытамĕнче пурăннă. Кăçал ял 405 çул тултарнине паллă турĕç. Ял пуçланса кайни пирки тĕрлĕрен сăмахлаççĕ. Пĕрисем Çĕрпÿ районĕнчи Тимĕрчкассинчен килнĕ çынсем ял пуçарнă теççĕ. Теприсен шухăшĕпе, Вăрнар тăрăхĕнчи çынсем куçса килсе тĕпленнĕ. Йĕпреçрен Чĕмпĕре пирĕн ял витĕр çÿренĕ-мĕн. Юхан шыв хĕрринче тимĕрçĕ лаççи пулнă. Унта иртен-çÿрен лашасене кантарма чарăннă. Такансене, ут хатĕрĕсене юсаттарнă”, - каласа парать тимĕрçĕ.

Иван Осипович тимĕре чун кĕртекен лаçра ĕçленине час-часах аса илет. Хушăран тимĕрçĕ лаççинчи вĕркĕч епле “сывлани”, вучах епле хĕмленни тĕлĕкре те тĕлленет. Ун пек чухне чăтса тăраймасть Ванька тете - тимĕрçĕ лаççине çул тытать...

“Тепĕр чухне шухăша путатăп та мĕнле тÿснĕ-ши тетĕп. Хăйне евĕр вĕри цех-çке вăл. Шăпăр-шăпăр тара ÿкнĕ хыççăн киле кайма тухсан шăнса пăсăлни те пулнă. Икĕ-виçĕ хут больницăра та выртнăччĕ”, - пытармарĕ Иван Осипович.

Тимĕрçĕре ĕçленĕ тесе тимĕрпе кăна кăсăкланмасть вăл. Унăн чун йăпатмăшĕ - “ылтăн” пыл хурчĕсем: тивĕçлĕ канăва кайнăранпах тытать вĕсене вăл.

Чăн тимĕрçĕн килĕнче тимĕрç лаççи пулмаллах

Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан тимĕрç Петьăпа та /Петр Александрова ялта çапла чĕнеççĕ/ курнăçма май килчĕ. 83 çулти Петр Григорьевич ялта чи ватă çын.

Тимĕрçĕ мăшăрĕпе Анастасия Петровнăпа, кĕçĕн ывăлĕпе, кинĕпе, мăнукĕсемпе пурăнать. Ытти тăватă ачи ирĕкелле саланнă. Петр Григорьевича куртăм та тĕлĕнтĕм: ман асăмри тимĕрçĕпе пĕрешкел сăнлă вăл. Сухаллă, çăра куç харшиллĕ, кăшт лутрарах кĕлеткеллĕ. Кăн-кăвак куçĕсем хăйсен “ăшшине” халĕ те çухатман-ха. “Цыган” кинофильмри Будулая аса илтерчĕ вăл.

Петя тетен килĕнче те хăйне евĕр тимĕрçĕ лаççи пур иккен. Вăл мана тÿрех унта чĕнчĕ. Кермен пек пысăк çуртпа лупас хушшинче вырнаçнă вăл. Ăна Петр Григорьевич çемье çавăрсанах /56 çул каялла/ туса лартнă. Лаççа кĕрсенех тирпей-илем хуçаланни куç тĕлне пулчĕ. Мĕн кăна çук-ши кунта? Сунталĕ, мăлатукĕ, султтанĕ... Мĕн тĕрлĕ хăйра, мотор çук-ши тата? Вучах кăна çитмест. Стена çинче курăнмалли вырăнта - ĕлĕкхи хунар. Аванах пысăк вăл. Унашкаллине халь музейсенче кăна курма пулать.

“Маларах ялта ун пек япаласем çукчĕ те выльăхсем патне тухма пултăр тесе ăсталарăм. Кăшт ирĕклĕрех чухне хĕрлĕ çăлтăрсем те тăваттăм. Мăшăрăма çăкăр формисемпе, кукăль пĕçермелли тимĕр ывăссемпе те, ухват-турчăкапа та савăнтарнă”, - каласа парать Петр Григорьевич.

Чăнах та, кунта хăйне вăл питĕ аван туять пулас. Кăмăлĕ уçăлса, çутăлса кайрĕ унăн.

“Кашни кунах тем шаккать вăл. Мĕн те пулин туса пама ыйтсан та ялан тимĕртен ăсталать. Ĕне сумалли пукан та тимĕртенех манăн”, - пĕчĕкçĕ тимĕр пукана кăтартать мана Наçтуç аппа. Вăл та тимĕрçĕ лаççине пирĕн хыççăнах кăштăртатса çитрĕ.

“Ачапча чухнех тимĕрçĕ лаççине чупма кăмăллаттăм. Лаççи вăл вăхăтра хамăр ялтахчĕ. Тимĕрçи Василий Павлов мĕн те пулин тума шансан эпĕ тĕнчери чи телейлĕ ачаччĕ. Çăмăл мар çак ĕçри мĕн пур вăрттăнлăха уçса пачĕ вăл. Çапла, шăпа пÿрнипе тăватă теçеткене яхăн тимĕрçĕ лаççинче вăй хутăм. Маларах жнейкăсене тÿрлететтĕмĕр. Каярах тракторсене юсама пулăшнă. Пайтах çурла шăлланă, çава туптанă. Тепĕр чухне 40-50 çава та туптама тиветчĕ. Малтанхи вăхăтсенче йывăç кăмрăкĕ çунтараттăмăр. Каярах çĕр кăмрăкĕ çине куçрăмăр. Вĕркĕчне те алăпа туртса вĕртермеллеччĕ... Çăмăл мар тимĕрçĕ ĕçĕ. Аллăм та типрĕ ак”, - пытармарĕ Петя тете.

Аван мар пулсан та тимĕрçĕ ĕçне епле хакланипе те, шалăвĕ мĕнле пулнипе те кăсăклантăм. Малтанах ĕç кунĕсемшĕн вăй хума тивнĕ. Унтан киле уйăхсерен 20-шер тенкĕ илсе килме пуçланă. Каярах - 50, 100 тенкĕ... Çакна та пĕлтерем: хальхи тимĕрçĕсен шалăвĕ 1500 тенкĕ. Сăмах май, тимĕрçĕсем йывăр ĕçе пула 55 çулта пенсие каяççĕ.

Петр Александрова ĕçри çитĕнÿсемшĕн “Ĕçре палăрнăшăн”, “Ĕç ветеранĕ” тата ытти медальпе наградăланă. Ватă тимĕрçĕн Тав çырăвĕпе Хисеп хучĕ те чылай.

Петр Григорьевич халĕ те хутран-ситрен хуçалăхăн тимĕрçĕ лаççине кайкаласа килет. Килĕнче пăчкă хăйраса, çава туптаса, витре тĕплесе чунне лăплантарать.

- Ачăрсем, мăнукăрсем тимĕрçĕ ĕçĕпе интересленеççĕ-и? - ыйтмасăр тÿсеймерĕм эпĕ.

- Лаççа нихăçан та çăрапа питĕрмен, - терĕ вăл манпа сыв пуллашнă май.

Тимĕр чĕрепе

мĕн тăвас...

Тăнк-танк, тăнкки-танкки, чăнк-чанк тунă сасă аякранах илтĕнчĕ. Апла тимĕрçĕ лаççинче кĕтеççĕ мана! Чăнах та, лаçра вучах хĕмленет. Ванька тете /вăл маларах тимĕрçĕ лаççине каçса мĕн те пулин туса кăтартма шантарнăччĕ мана/ темĕн тĕрмешет. Сергей Александрова вара йĕтем çине чĕнсе илнĕ иккен...

Çуркунне Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçлисен тимĕрçĕ лаççине йăпăрт кĕрсе курма май килнĕччĕ. Унччен ун пек лаç алăкне уçман. Анчах Тимĕрчкассисен лаççи вĕсеннинчен чылай пысăкрах, хăтлăрах пек туйăнчĕ. Сăмах май, ăна Иван Кузьмин пуçарăвĕпе 1978 çулта хута янă. Горн çывăхĕнче /вучаххине çапла калаççĕ/ пресс-молот, сунтал вырăн тупнă. Тĕрлĕ хăйра-мăлатук, хĕскĕчсем... Алăк çывăхĕнче - алă çумалли кĕтес, тимĕре сивĕтме ятарлă савăтпа шыв ларать, таса витрере - ĕçмелли шыв. Ванька тете, ятарлă саппун çакса алса тăхăннăскер ман еннелле çаврăнчĕ те: “Ну, асăнмалăх мĕн ăсталăпăр-ха?” - терĕ ăшшăн. Хĕмленекен вучах умĕнче тăнăран унăн сăнне кĕрен тĕс çапнăччĕ ĕнтĕ. Тен, чĕре? Е... чечек? Анчах тимĕр чĕрепе мĕн тăвас? Шухăша путнине кура ăста тимĕрçĕ хăйех: “Атя, эппин, пăру вĕренлемелли тимĕр шалча тăвар. Ялта кирлĕ япала вăл”, - тесе сĕнчĕ. Вара çавра тимĕр татăкне вучаха хурса хĕртрĕмĕр. Унтан шаккаса шĕвĕртрĕмĕр. Ахаль чухне тимĕр татки чул пекех чунсăр туйăнать. Хĕртсен вăл та “йăвашланать” иккен. Ăна та чун кĕрет тейĕн...

Эпир ĕçленине юсав мастерскойĕн заведующийĕпе Николай Егоровпа “Луч” хуçалăхăн агрономĕ Аркадий Осипов та сăнарĕç. Ĕлĕкрех, хĕллехи вăхăтра, çак вучаха /кăшт сивĕнсен ĕнтĕ/ ачасем кĕрсе ларнине аса илчĕç вĕсем. Тимĕрчкассинче тимĕрçĕ ăсталăхĕ ламран лама куçса пынине те каларĕç. Акă, сăмахран, пур ĕçе те пултаракан Владимир Фомин тракториста та тимĕрçĕ лаççи “кăчăк туртать”. “Самолет парсан та вĕçсе хăпараять пуль вăл”, - теççĕ ун пирки ял çыннисем. Сергей Александров та шанăç кÿрекен çамрăк.

“Пирĕн патăмăрта тимĕрçĕ лаççисем пĕлтерĕшне çухатман. Ăна хупас, салатас шухăш та çук”, - терĕç Тимĕрчкассисем.

Уçă кăмăллă Ванька тете юлашкинчен пăру вĕренлемелли шалчана парнелесех ярасшăнччĕ... “Юрĕ-çке, хăвăр патăртах юлтăр”, - терĕм. “Хыпарăн” музейĕ пулнă тăк, тен, илеттĕм те-и?

Акă ĕнтĕ шухăшăма пĕтĕмлетме те вăхăт. Паянхи ялта тимĕрçĕ кирлех. Ял хăйĕн саккунĕсемпех пурăнать. Тимĕр хатĕр-хĕтĕрсĕр те май çук. Техникăна та юсамалла. Шел, асăннă профессие республикăмăрти пĕр училищĕре те вĕрентмеççĕ. Ятарлă курссем те йĕркелемеççĕ. Тимĕрçĕ лаççи упранса юлнă хуçалăхсене çитсе курсан кăна...

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика