Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИ САМАНТ ХАКЛĂ

01 июля 2009 г.

Хальхи вăхăтра ял ĕçченĕсем тăрăшсах выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлеççĕ. «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ те пуçăннă çак ĕçе. Кунта обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли 85 тонна утă типĕтсе кĕртнĕ, ку ĕç малалла тăсăлать. Паянхи кун вара сенаж хывас ĕç хĕрсех пырать. Çак паха апата июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне 900 тонна хунă. 20 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксем аван çитĕннĕ. Вĕсене çулса вĕтетнĕ çĕрте комбайнсемпе В.Коноплев, А.Красновпа В.Попов вăй хураççĕ, М.Муллинпа А.Хурасев «Джон Дир» хăватлă тракторпа ĕçлеççĕ. Н.Шуринпа В.Соловьев водительсем, С.Пыркин, А.Тихонов механизаторсем симĕс массăна турттарса тăраççĕ.

А.Игнатьев агроном каланă тăрăх, ытти çулсенче сенажа 1000—1200 тонна хывса хăварнă. Тукайсем кăçал та ăна çавăнтан кая мар янтăласшăн. Ара, çак сĕтеклĕ, витаминсемпе пуян апат ĕнесемшĕн питĕ усăллă, ытларах сĕт антарма та пулăшать.

Сенаж хывнă çĕрте тăрăшакан водительсемпе механизаторсем апата киле е столовăйне çÿресе вăхăт ирттермеççĕ. А.Матросовăпа Т.Иванова поварсем кăнтăрла тата каçкÿлĕм хире апатпа хăйсем тухаççĕ. Уçă сывлăшра сĕтеклĕ апат çисе кăштах каннă хыççăн татах ĕçе пуçăнаççĕ. Кашни самант хаклă-çке утçи тапхăрĕнче. Хуçалăхра 200 гектар ытла нумай çул ÿсекен курăксем акнă. Вĕсене пуçтарса кĕртнĕпе пĕрех. 180 гектар кĕрхи тулă, 76 гектар çурхи тулă, 249 гектар урпа, 15 гектар вика, 160 гектар çĕрулми аван çитĕнеççĕ. Вăл лаптăксем çинче вăхăтра агротехника ĕçĕсем пурнăçланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика