08 апреля 2009 г.
Иккĕмĕш çул ĕçлет çак кружок Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче. Ăна В.В.Басникова ертсе пырать. Нумайăн çÿреççĕ кунта. Ара, эпир вăрман хĕрринче пурăнатпăр, пире çывăх вăл. «Çутçанталăка юрататпăр, уншăн тăрăшатпăр, кĕрешетпĕр»,— теççĕ кружока çÿрекенсем. Тĕрлĕ сăнавсем, ĕçсем тăваççĕ ачасем занятисенче. Хăйсен ĕçĕпе ыттисене те паллаштараççĕ, çитĕнÿсем те сахал мар çак икĕ çул хушшинче. Кăçал çеç Пĕтĕм Раççейри экологи олимпиадинче харăсах икĕ ача çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ: А.Андриянова тата А.Борисова. Республикăра иртнĕ çамрăк вăрманçăсен олимпиадинче Анна Борисова 1-мĕш вырăн йышăннă: «Таса планета — пирĕн пуласлăхшăн» конкурсра А.Шуряшкина республикăра 3-мĕш вырăн йышăннă. «Симĕс планета-2009» конкурсра Настя Павлова малти вырăна тухма пултарчĕ. Унсăр пуçне шкулта та тем тĕрлĕ ĕç тăваççĕ кружока çÿрекенсем: йывăç лартмалла-и, çÿп-çапран çырмасене, пĕчĕк юханшывсене тасатмалла-и, е шкул тулашĕнче ĕç ирттермелле-и, вĕсем яланах малта. Çутçанталăка чунтан юратакан, уншăн тăрăшакан ачасем çÿреççĕ çак кружока. Ăнăçу сире, кружок членĕсене, малашнехи сăнав ĕçĕсенче
Источник: "Каçал Ен"