26 февраля 2009 г.
Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат ялĕнче 18 çул каялла кивĕ шкул çуртĕнче йĕркеленнĕ тавра пĕлÿ музейĕ - чăн-чăн тупра, пурлăх арчи. Унта çак тăрăхри паллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартакан документсем, сăн ÿкерчĕксем, авалхи япаласем, ĕç хатĕрĕсем упранаççĕ.
Несĕлĕмĕрсем пилленĕ хаклă “арча”
Çĕнĕ Мăратри музее 1987 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче В.Басников пуçарăвĕпе тума пуçланă. Шăпах çав çул “Заря” колхоз йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнĕ. Çак тапхăрта колхоз правленийĕнче чылай документ пуçтарăннă. А.Токмаков, Н.Ильин, В.Кириллов, Я.Никифоров, Г.Басников тăван ялта музей тăвас ĕçе кÿлĕннĕ.
Материал пухас ĕçре Т.Игнатьевăн тÿпи пысăк. Вăл хăйĕн йăх-несĕл йывăçне тĕпченĕ. 1770 çулхи çырав материалĕсене тишкернĕ. Н.Немцев, Ю.Скворцов архивсене кайса çÿренĕ. Е.Игонин, В.Григорьев, И.Зайцев, Е.Никифоров, С.Борисов çывăхри ялсен историне çырса кăтартнă. Сăваплă ĕçре колхоз правленийĕ нумай пулăшнă. Кирпĕч тата çурт-йĕр тумалли ытти хатĕр илсе панă.
Çапла майпа 1990 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче /çак çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 45 çул çитнĕ/ Çĕнĕ Мăратра музей уçăлнă. Таврара кун пекки пулман та, ахальтен мар 1990 çулхи раштав уйăхĕнче ăна “Халăх музейĕ” ят панă. А.Токмаков историк-тавра пĕлÿçĕ ăна 15 çул ертсе пынă.
Чăваш культурине тĕпчеме музее тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çÿренĕ. Ульяновск, Иркутск облаçĕсенчен, Красноярск крайĕнчен, Германири Гамбург хулинчен... Нимĕç студенчĕсем чăваш, тутар туйĕсенче пулса курнă. Ал ăстисен ĕçĕсем вĕсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. Пирĕн несĕлсем ытарайми тупрана хăйсем тума пултарнине ниепле те ĕненесшĕн пулман ют çĕршыв çыннисем.
Музейре укçа-тенкĕпе виçейми хаклă пурлăх упранать. Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Ф.Мазова /Хветуç аппа теççĕ ăна ялта/ музее пир тĕртмелли хатĕр пама кăмăл тунă.
Шел те, пирĕн хушăра тăван культурăна, мăн асаттемĕрсен йăли-йĕркине хисеплеменнисем те пур çав. Музейрен чиркÿ чанĕ, патефон çухалчĕç.
Асран каймасть тăван кĕтес
Пĕлтĕр çулла кунта биологи наукисен доценчĕ Д.Горская тата Г.Куприянов фотограф килсе курчĕç. Шупашкар районĕнчи Мăштавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Тимофей Куприянова Патăрьел районĕнчи Турхана ĕçлеме янă. 1939 çулта кунта Гена çуралнă. Каярах Т.Куприянов Çĕнĕ Мăратри вăрман хуçалăхне ĕçлеме куçнă. Мăшăрĕ Анастасия Корниловна çак ялтах учительте тăрăшнă. Часах Куприяновсен хĕр çуралнă. Генăпа Дина Çĕнĕ Мăратри шкулта темиçе çул пĕлÿ пухнă...
Казахстанри Астана хулинче пурăнакансем Генрих Тимофеевича /ют çĕршывра сăн ÿкерчĕксем тăвас пултарулăхĕпе нумай профессионала тĕлĕнтернĕ пулсан та!/ ытларах стоматолог пек йышăнаççĕ. Генрих чаплă математик пулма пултарнă, арçын ача пушă вăхăт тупăнсанах алла киçтĕк тытнă. Тăванĕсем сĕннипе вăл Мускаври нефтьпе газ институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах çур çултанах ăна пăрахса Донбасри стройкăна тухса кайнă. Хула хаçатĕнче Гена хăйĕн çыру ĕçĕсемпе В.Труханов тĕп редактора тĕлĕнтернĕ. Тен, Тĕнче литературин М.Горький ячĕллĕ институтне кайма ăна çакă хăпартлантарнă та. Часах Генрихăн шухăшĕ улшăннă. Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультетне çитсе курсан мĕнлерех-ши? Çук. Хусанти медицина институтĕнче чарăннă çамрăк.
...Пĕрремĕш фотоаппаратне Куприянов диссертаци çырнă чухне ÿкерчĕксем вырнаçтарма туяннă. Анчах... хÿтĕлемен вăл диссертацие. Объектив линзи витĕр çĕнĕ тĕнче курăнса кайнă. Асамлăх тĕнчи. “Унтанпа фото ÿкересси - манăн тĕп киленÿ. Маншăн тĕс, ĕмĕлке, тавралăх кăмăл-туйăмĕ - пурнăç илемĕ”, - тет ентешĕмĕр. 30 çулта фотоаппаратпа туслашнăскершĕн чи çывăххи - лирика пейзажĕ. Генрих Куприянов сăн ÿкерчĕкĕсен куравĕсене шутласа та кăлараймăн..
Халĕ вăл çемйипе Казахстанри Астанара пурăнать.
Паллă фотографăн йăмăкĕ Дина Тимофеевна Горская Мускавра тымар янă. Çулсеренех çуралнă тăрăха килсе курма васкать. Аваллăх çуртне уйрăмах кăмăллать вăл. Кашни çулах укçа-тенкĕпе пулăшать. Çапла майпа несĕлсен историне упраса хăварасси пысăк пĕлтерĕшлине палăртать. Кăçал пиччĕшĕпе йăмăкĕ тăван тăрăха иккĕшĕ те килсе çитрĕç. Музей валли калама çук пысăк парне - 19 фотокартина /Г.Куприяновăн ĕçĕсем/ илсе килнĕ. Инçетре пурăнсан та тăван кĕтесе манманни, унпа çыхăну тытни чăннипех те сăваплă.
Музей - ĕлĕкхи пурнăçăн таса тĕкĕрĕ. Унта аваллăх сывлăшĕ, йăли-йĕрки, терт-нуши, савăнăçĕ... Виçесĕр мул.
Кăçал музей 19 çул тултарать. “Хальччен кунти пуянлăх “сивĕ арчара” упраннă пулсан паян Тукай ял тăрăхĕн ĕçченĕсем пулăшнипе музейре хăтлă та ăшă. Хамăр тăрăхри хаклă вырăна, кунта пирĕнтен маларах пурăннă çынсене манманни чуна савăнтарать”, - тет аваллăх управçин ертÿçи А.А.Кондратьев. Çапла пулмасăр.
Источник: "Хыпар"