Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔТНĔ УЯВСЕНЧЕН ПĔРИ

06 декабря 2008 г.

Кăçалхи çул Аннесен кунне 10-мĕш хут уявларăмăр, пĕрремĕш хут 1998 çулхи ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тунăччĕ. 10 çул хушшинче аннесен кунĕ кĕтнĕ уявсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кашни çул эпир ăна тĕрлĕрен уявлатпăр. Кăçалхи çул çавра сĕтел хушшине пуçтарăнтăмăр. Чи малтанах уяв историне аса илтĕмĕр.

Аннесен кунне Рим хулинче пирĕн ĕмĕр пуçланиччен 250 çул каялла Кибела турă амăшĕ ячĕпе ирттернĕ. Вăл виçĕ куна тăсăлнă. Паянхи анне кунне йĕркелекенĕ Анна Джервис американка пулнă. Амăшĕ вилнĕ хыççăн çулталăкри пĕр куна аннесене халаллама ыйтнă вăл. Анна Джервис ĕмĕчĕ 1910 çулта пурнăçа кĕнĕ. Кун хыççăн тĕрлĕ çĕршывра тĕрлĕ вăхăтра Аннесен кунне ирттерме тытăннă. Çак уяв кашни çыннах савăнтарать, ачисем вара амăшне ырă та ăшă сăмахсем калама тăрăшаççĕ, парнесем хатĕрлеççĕ, çирĕп сывлăх сунаççĕ. Сывлăха мĕнле çирĕплетме пулать-ха; Ку ыйту çине Н.Н.Герасимов туллин хуравларĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май хамăрпа юнашар пурăнакан çынсене пулăшни, савăнтарни çинчен те аса илме манмарăмăр, анекдотсемпе, сценкăсемпе пуянлатрăмăр. Художество пултарулăх коллективĕ аннесем çинчен юрăсем шăратрĕ. Хăнасем пуринчен ытла В.Николаева юрланă «Çуркуннехи кунĕ» юрра кăмăлларĕç. «Анне патне хăнана» сценкăна пăхса ларма питĕ кăмăллă пулчĕ, «Çемье тата ачасем» темăна тарăннăн уçса пачĕç. Ку Раççейре палăртакан Çемье çулĕшĕн питĕ вырăнлă пулчĕ. Анне рольне Культура çурчĕн директорĕ К.Полякова ăста вылярĕ, кÿршĕ хĕрарăмĕ — М.Петрова, хĕрĕсем — Г.Захарова, Л.Филиппова, З.Степанова — чуна çĕклекен сăнарсем калăпларĕç. Уяв программине В.Галкин баянист тĕрлĕ кĕвĕсемпе пуянлатрĕ. Конкурса та Çемье çулне халалларăмăр. Ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшакан ваттисен сăмахĕсене М.Плешкова, Е.Плешкова, К.Капитонова, Г.Муратова аннесем аван пĕлеççĕ. Анне çинчен çырнă сăвăсене, юрăсене А.Яковлева, Е.Сергеева, И.Андреева тулли кăмăлпа вуларĕç, юрларĕç. Тĕрлĕ халăх ташшисене ташлама та ăста аннесем. Çар çынни пулнă Николай Герасимов гитарăпа каласа, юрă юрласа аннесене саламларĕ. Чи пĕчĕк артист Кристина Степанова анне çинчен сăвă вуларĕ, садике çÿрет вăл. Е.Лукова, пĕчĕк çеç пепке амăшĕ, юрлама, ташлама та ăста.

Уява çемьепе килнисем те пулчĕç. Акă, А.Крылова хĕрĕпе тата мăнукĕпе, Нина Полякова кинĕпе уява хутшăнчĕç. Аннесем çине пăхатăн та чун савăнать. Çамрăк аннесемсĕр пуçне тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур уявра. К.Капитонова выльăх тухтăрĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ, П.Тимофеева, Н.Полякова, А.Яковлева, Н.Степанова фермăра вăй хунă. Е.Сергеева колхозра экономист пулса ĕçленĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă.

Шăкăл-шăкăл калаçрĕç уява килнисем, хуйхи-суйхисене пайларĕç, пĕр-пĕрне канашсем пачĕç.

Библиотекăра чылайччен ташă кĕвви янăрарĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика