Кашни çулах Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче З.В.Ефремовăна асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен район шайĕнчи ăмăртăвне йĕркелеççĕ. Кăçал та 141 спортсмен тĕп шкулăн спортзалĕнче пухăнчĕ. Ăмăрту пуçланиччен Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.А.Муллин, «Çĕрулмине мухтав» агрофирма ертÿçи А.П.Капитонов, шкул директорĕ В.А.Муллин тата ыттисем те сăмах илчĕç, спортсменсене ырлăх-сывлăх, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç. А.П.Капитонов хăйĕн йăлине тăсса вĕренÿре «5»пе çеç ĕлкĕрсе пыракансене стипенди парса хавхалантарчĕ.
Акă, кавир çинче хĕрÿ тупăшусем пуçланчĕç. Малтанах чи çăмăл виçеллисем пĕр-пĕринпе вăй виçрĕç. Пĕчĕкскерсем кĕрешнине пăхса тăма пушшех кăсăклă пулчĕ. Мĕнлерех çĕнтерÿ патне ăнтăлаççĕ-çке вĕсем; Хăшĕсем ку ăмăртура палăраймарĕç те пулĕ, çапах та вĕсем малалла тата хытăрах тăрăшса пире çитĕнÿсемпе савăнтарасса шансах тăратпăр. 22, 24, 26, 28, 30 килограмлă категорисенче турнир чемпионĕ ятне Егор Петухов (Асанкасси), Дима Андреев, Дима Порфенов (Анат Тимĕрчкасси), Сергей Тимофеев (Асанкасси), Коля Краснов (Анат Тимĕрчкасси) çĕнсе илчĕç. Çак виçесенче иккĕмĕш приза Сергей Порфенов, Володя Петров (Анат Тимĕрчкасси), Рома Исаев, Андрей Денисов (Комсомольски), Витя Яндров (Асанкасси) илчĕç. Виççĕмĕш вырăна вара Рома Мамуткин (Комсомольски), Саша Сорокин (Тăманлă Выçли), Володя Андреев (Асанкасси), Алеша Филиппов (Анат Тимĕрчкасси), Алеша Козлов (Патăрьел) тухрĕç. 34, 36, 40, 46, 50 килограмлă виçеллисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Алеша Смирнов (Патăрьел), Рома Козлов (Анат Тимĕрчкасси), Андрей Кочанов (Тăманлă Выçли), Саша Леонтьев (Аслă Чурачăк), Степа Данилов (Аслă Чурачăк) йышăнчĕç. Çĕнтерÿ-çĕсене выляса ярса иккĕмĕш вырăна Андрей Артемьев (Анат Тимĕрчкасси), Юра Степанов (Анат Тимĕрчкасси), Ваня Родионов, Максим Максимов (Асанкасси), Леня Муллин (Тăманлă Выçли) тухма пултарчĕç. Женя Козлов (Анат Тимĕрчкасси), Коля Егоров (Тăманлă Выçли), Костя Мамуткин (Комсомольски), Алеша Андреев (Тăманлă Выçли), Данил Семенов (Комсомольски) — виççĕмĕш вырăнта. Çавăн пекех кавир çинче 54, 58, 63, 69, 74 килограмлисем те пĕр-пĕринпе вăй виçрĕç. Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса Сергей Ильин (Комсомольски), Павел Данилов (Асанкасси), Ярослав Крылов (Аслă Чурачăк), Коля Миронов (Асанкасси), Саша Артемьев (Анат Тимĕрчкасси), Петя Бурмаков (Асанкасси) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Ильнар Юмаков, Илгиз Чумарев (Урмаел), Витя Максимов (Асанкасси), Азат Тукаев (Урмаел), Евгений Харитонов (Асанкасси), Саша Матвеев (Тăманлă Выçли) пулчĕç. Виççĕмĕш вырăнпа Саша Махминов (Комсомольски), Руслан Прокопьев, Саша Волков (Асанкасси), Коля Губанов (Аслă Чурачăк) савăнма пултараççĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрачасен йышĕ те çулсерен ÿссе пырать. Килĕштереççĕ çак спорта вĕсем, çулсеренех хĕрачасем кĕрешес ăсталăха татах алла илсе пырĕç-ха. 30, 34 килограмлă категорире Тăманлă Выçли спортсменкисем 1-мĕш вырăна алран вĕçертмерĕç. Ирина Егоровăпа Алена Сорокина чăннипех те маттур. Патăрьел районĕнчен килнĕ Алена Красновăпа Настя Сорокина та ăста кĕрешеççĕ. Вĕсем — иккĕмĕш вырăн хуçисем. Виççĕмĕш вырăн йышăннă Женя Никифоровăпа (Анат Тимĕрчкасси) Кристина Молочникова (Патăрьел) та — ăста кĕрешÿçĕсем. 38, 45 килограмлисенчен Анат Тимĕрчкасси хĕрачисене У.Даниловăпа И.Андреевăна çитекенни пулмарĕ. Патăрьел районĕнчи К.Смирновăпа Н.Михайлова иккĕмĕш приз çĕнсе илчĕç. В.Бархоновăпа (Тăманлă Выçли) Н.Павлова (Комсомольски) — виççĕмĕш вырăнта. 50, 52 килограмм таякансем хушшинче Марта Павловăпа (Комсомольски) Констанция Шикарева (Аслă Чурачăк) чи çивĕччисем пулса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсене çеç выляса ярса иккĕмĕш вырăна Катя Николаевăпа (Анат Тимĕрчкасси) Юлия Егорова (Аслă Чурачăк) тухрĕç. Виççĕмĕш вырăнпа Ирина Клементьевăпа (Патăрьел) Оксана Полякова (Тăманлă Выçли) савăнма пултараççĕ. 58 килограмлă хĕрачасенчен Настя Шурбинана çитекенни пулмарĕ. Тăманлă Выçли спортсменки пурне те хул калакĕ çине хучĕ. Нонна Юркинапа Ирина Кутузова — патăрьелсем, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. 65 килограмлă виçеллĕ категорире Дахия Чинкина (Патăрьел) пĕрремĕш пулчĕ. Анат Тимĕрчкасси шкулĕн вĕренекенĕ Венера Семенова иккĕмĕш вырăна юлчĕ.
Çĕнтерÿсем ахаллĕн пулмарĕç. Ăмăртăва хутшăниччен ачасем хăнăхусенче тренерсем пулăшнипе кĕрешĕвĕн вăрттăнлăхĕсене вĕренчĕç, тăрăшсах хул-çурăма çирĕплетрĕç. Анаттимĕрчкассисен тренерĕ В.Х.Денисов, Аслă Чурачăк шкулĕн Н.В.Крылов, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн Ю.Н.Емельянов, комсомольскисен В.Н.Краснов, асанкассисен Г.Н.Петухов тата ыттисем те тав сăмахне тивĕç.
Ăмăртăва ирттерме пулăшнăшăн спонсорсене чунтан тав тăватпăр. Вĕсене ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"