Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУКАЙСЕМ СПОНСОРСЕНЕ ТАВ ТĂВАÇÇĔ

03 декабря 2008 г.

Иртнĕ эрнекун Тукай ялĕнче Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ уçăлни пирки хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Строительство ĕçĕсенче, укçа-тенкĕпе пулăшнă çынсене хăшĕсене асăннăччĕ, çапах пурне те мар. Тунтикун редакцие «Рассвет» ЯХПК председателĕ М.Р.Афанасьев ятарласа килчĕ. «Чиркÿ тунă çĕрте пулăшнă «Агропромэнерго», «Нива» тулли мар яваплă организацисене, Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕн коллективне, «Слава картофелю» агрофирмăна, Çĕнĕ Мăрат лесничествине, Атласкин фермер хуçалăхне, Г.А.Краснова, И.Степанова пысăк тав сăмахĕ калас килет. Чиркÿ çурчĕ тавра тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте ял çыннисем нимелле 4—5-шер кун ĕçлерĕç. Евгений Поляков бригади ăшă памалли система турĕ. Пулăшу аллине тăсса панăшăн пурне те таймапуç»,— терĕ вăл. Паллах, тĕне ĕненекенсем Михаил Романовича хăйне те тав тăваççĕ, мĕншĕн тесен çак пысăк ĕçе шăпах Михаил Афанасьев йĕркелесе пынă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика