Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУКАЙРА ТА ЧИРКŸ УÇĂЛЧĔ

29 ноября 2008 г.

Халиччен пирĕн районта тăватă ялта чиркÿ пурччĕ: Комсомольскипе Луцкинче, Аслă Чурачăкра тата Шурутра. Ноябрĕн 27-мĕшĕнче вĕсен çумне тепре хушăнчĕ. Çав кун Тукай ялĕнче Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ уçăлчĕ. Тукайра турă çурчĕ малтан та пулнă-ха. Ăна 1899 çулта ĕненекенсем пухнă укçа-тенкĕпе лартнă. Ватăсен асаилĕвĕсем тăрăх, вăл ял варринче, хальхи клуб çывăхĕнче пулнă. Совет саманинче вăтăрмĕш çулсенчи асар-писертен хăтăлса юлнă пулин те, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан ăна та ыттисен шăпиех кĕтнĕ: чиркĕве хупнă, чанĕсене антарнă, шăратса хĕç-пăшал тума ăсатнă.

Вăхăт хăйĕннех илет. Этеме ĕненÿсĕр пурăнма йывăр. Аслăрах çулсенчисене аякри чиркĕве кайса çÿреме те хĕнрех. Çавăнпах ял çыннисем ыйтнипе 2—3 çул каялла чиркĕве çĕнĕрен тăвас ĕç пуçланнă. Çак сăваплă ĕçе «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ, пуçару ушкăнĕ йĕркелесе пынă. Паллах, настоятелĕн тивĕçне пурнăçлакан Георгий аттен тÿпи пысăккине те палăртса хăвармалла. Вырăссен «С миру по нитке» текен каларăш пур. Кунта та укçа-тенкĕ çаплах пуçтарăннă: ял çыннисем, кÿршĕ ялсенче, çĕр шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ентешсем, предпринимательсем хăйсен тÿпине хывнă. «Рассвет», «Луч», «Пайгас» кооперативсем, «Резерв» ООО та айккинче юлман. Стройка ĕçĕсене те вăраха яман — çулталăкран вĕçленĕ. Çурта çутă, çутçанталăк газĕ кĕртсе хăтланă. Унта «Энергосервис» ООО, «Чувашсетьгаз» предприятин Комсомольскинчи газ участокĕн рабочийĕсем вăй хунă. Тирпей-илем ĕçĕсене те пуçăннă. Тротуар сарнă, пĕчĕк фонтан çуллахи шăрăх кунсенче хăйĕн сулхăнне илĕртĕ. Пĕренесене çурса тунă саксем те ларса канма йыхăраççĕ тейĕн.

Чи курăмлă пулăшу кÿрекенĕ вара — Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халь Мускав хулинче пурăнакан Геннадий Шурбин. Геннадий Васильевич пирки чăн-чăн меценат тесех калас килет. Чиркÿ хăвăртрах çĕкленсе лартăр тесе вăл 5 миллион тенкĕ ытла панă. Кунпа кăна мар, тăтăшах килсе çÿресе стройка мĕнле пынипе кăсăклансах тăнă, йĕркелÿ ĕçĕсене хутшăннă. Сăмах май каласан, ентешĕмĕр мăшăрĕн ялĕнчи (Канаш районĕ) чиркÿ тунă çĕре, Мускаври пĕр храмри юсав ĕçĕсене валли те пулăшу уйăрнă. Ырă ĕç çĕре ÿкмест, теççĕ халăхра.

Çапла вара ниме мелĕпе пуçтарăннă укçапа 67 çултан Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ çĕнĕрен ÿссе ларчĕ. Илемлĕ пулса тухнă вăл, пысăках мар пулин те, ыттисенчен хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Ноябрĕн 27-мĕшĕ Тукайра тата таврари ялсенче пурăнакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Йыхăруллă чан сасси ирех таврана янратрĕ. Ахальтен мар пурте 8 сехетех чиркĕве çитме васкарĕç. Храма уçма, сăваплама чи хаклă та сумлă хăна, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, килсе çитрĕ. Кăнтăр районĕсенчи приходсен благочиннăйĕ Анатолий атте, районти тата республикăри чиркÿсен настояте-лĕсем те йышлăн пулчĕç. Варнава владыка уяв литургийĕ ирттерчĕ. Кĕлĕ вăхăтĕнче улма ÿкме те вырăн çукчĕ, пурин те таса сăмахсене итлес, сывлăхшăн çурта çутас кăмăл пысăкчĕ. Чиркĕве килнисем хĕресе чуптуса Турăран сăвап ыйтрĕç.  

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика