Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАР ТĂКСАН ŸСĔМ ПУЛАТЬ

19 ноября 2008 г.

Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ, теççĕ. Районти ял хуçалăх кооперативĕсем, колхозсем, фермер хуçалăхĕсем çу каçа мĕнле ĕçленине пÿлмесем, путвалсем тулли пулни, кассăна укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ кĕни çирĕплетет. Ăçта çанă тавăрса, тар юхтарса тăрăшнă — унта продукци калăпăшĕ те пысăк, тупăшĕ те сисĕмлĕ. Районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ. Унта ĕçлекенсем çулсеренех район шайĕнче çеç мар, республикăра та уй-хир культурисене тухăçлă çитĕнтернĕшĕн, выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессине ÿстернĕшĕн наградăсем илеççĕ. Кăçал та Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕнчен тукайсем парнепе таврăннă. Районти ăмăртура мала тухнисем хушшинче те ку хуçалăхра тăрăшакансем чылайăн.

К.Коноплев комбайнер, М.Муллин механизатор, Д.Соловьев водитель, О.Наумова, В.Павлова, Т.Прокопьева дояркăсем, Е.Крылова пăру пăхакан, В.Хурасева сысна самăртакан, Н.Матросова сысна пăхакан хаклă парнесем илме тивĕç пулчĕç.

Кооперативăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем те аван. Усă куракан кашни гектар çĕр пуçне шутласан 45,4 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем туса илнĕ. Ку — районта иккĕмĕш кăтарту. Кашни гектар пуçне 37,5 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем, 323 центнер çĕрулми туса илнĕ.

Н.Павлова ертсе пыракан бригадăн кăтартăвĕсем те сисĕмлĕ. Унта вăй хуракансем усă куракан кашни гектар çĕр пуçне шутласан 45,4 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем пухса кĕртнĕ.

«Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ 100 гектар çĕр пуçне 537 центнер сĕт, 132,1 центнер аш-какай (районăн вăтам кăтартăвĕнчен 2—3 хут нумайрах) туса илнĕ. Хуçалăх хастар ĕçшĕн Дипломсене тивĕçнĕ. Кăçалхи 10 уйăхра кунта кашни ĕнерен 5847 килограмм (районта чи лайăххи) сĕт суса илнĕ. Выльăхсем самăр, çамрăккисем лайăх çитĕнеççĕ.

Ÿсĕмсем кунти çынсен ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне туллин çирĕплетеççĕ. Малашне те хуçалăхăн тĕллевĕсем пысăк. Çĕнĕ техника, оборудовани туянса çĕр ĕç культурине ÿстересшĕн, фермăри ĕçе çăмăллатас, продукци пахалăхне лайăхлатас енĕпе ĕçлесшĕн.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика