Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂМАНЛĂВЫÇЛИСЕМ РЕСПУБЛИКĂРА ЧЕРЕТЛĔ ÇĔНТЕРŸ ТУНĂ

18 октября 2008 г.

Пирĕн районта Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче çеç спорт ориентированийĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ку енĕпе тăрăшакан шкулсем çукпа пĕрех. Ĕçлеççĕ тесе калани çеç çителĕксĕр, çитĕнÿсем те тăваççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ çак енĕпе иртекен республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Кăçал та вĕсем çĕнте-рÿсемпе таврăннă. Çĕнтерÿсем терĕм те — йăнăшмарăм. Мĕншĕн тесен ăмăртусем 12, 14, 16 çулчченхи ÿсĕмри ачасем хушшинче иртнĕ. Калама хавас — 12 çулхисем — 3-мĕш, 14 çулхисем — 2-мĕш, 16 çулхисем 4-мĕш вырăнсем йышăннă. Пĕтĕмлетсе, пур кăтартусене те шута илсен тăманлăвыçлисем 3-мĕш вырăн йышăнни паллă пулнă. 20 команда хушшинче асăннă шкул ачисем лайăх енĕпе палăрни чăннипех те вĕсем чыс-хисепе тивĕçлине палăртать.

Ăмăртусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха. Чи малтанах ачасен компаспа усă курса тата тĕрлĕ паллăсемпе команднăй пунктсене (КП) шыраса тупмалла пулнă. Ку конкурсра Таня Молокина (14 çулхисем хушшинче) 1-мĕш вырăн, Оксана Поляков (16 çул) — 2-мĕш вырăн, Алена Полякова (12 çул) 3-мĕш вырăн, Андрей Тарасов (16 çул) арçын ачасенчен 2-мĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех Ирина Зверева (12 çул), Мария Сорокина (14 çул) лайăх енчен палăрнă.

Тепĕр конкурс условийĕсем татах та кăткăсланнă. Карта çине питĕ нумай КП ÿкерсе кăтартнă. Кам вĕсене палăртнă вăхăтра нумайрах шыраса тупать, вăл çĕнтерÿçĕ пулать. Кунта Алексей Шингалов (16 çул) 2-мĕш пулнă. Оксана Полякова (16 çул) тата Ирина Зверева (12 çул), Маша Сорокина (14 çул), Арнольд Тарасов (12 çул), Максим Яковлев (12 çул), Радий Шингалов (14 çул), Алексей Андреев (14 çул), Алексей Киргизов (14 çул) хăйсене лайăх енчен кăтартнă, йывăрлăхсенче çухалса кайман.

Иккĕмĕш кунхине Таня Молокина 14 çулхисем хушшинче чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Ирина Зверева (12 çул), Оксана Полякова (16 çул) 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Маша Сорокина (14 çул), Алексей Шингалов (16 çул) 3-мĕш вырăнсене тухнă. Дмитрий Елимов (14 çул), Александр Сорокин (12 çул), Алена Полякова (14 çул), Андрей Тарасов (16 çул) хастарлăх, тавçăрулăх кăтартнă.

Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн ачисен команди 5 медаль тата нумай-нумай Диплом çĕнсе илнĕ. Ачасемпе Е.Г.Басников тренировкăсем ирттернĕ. Вăл чылайранпа çак енĕпе ĕçлет. Ачасене çарпа патриотизм пĕлĕвĕ парассишĕн тăрăшать. Шел, районти чылай шкулта çавăн пек çынсем, «фанатсем», хăйсен ĕçне юратса, пĕлсе тăвакансем çук. Тăрăшсан, вăй хурсан Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнчи пек ачасем çитĕнĕç. «Зарницăпа» «Орленокра» та вĕсем палăрса тăраççĕ, республикăра та мала тухаççĕ. Шупашкартан туризм спорчĕпе те, спорт ориентированийĕ енĕпе те хисеплĕ вырăнсăр таврăнмаççĕ. Вĕсемех вăтам шкулсем хушшинче «Каçал ен» район хаçачĕн Кубокне те çĕнсе илчĕç. Ку ÿсĕмсенче ачасен çеç мар, вĕсене ертсе пыракансен тÿпи те пысăк.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика