Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АНАТТИМĔРЧКАССИСЕМ «СОВЕТСКАЯ ЧУВАШИЯ» ПАРНИНЕ ÇĔНСЕ ИЛНĔ

15 октября 2008 г.

Октябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти «Спартак» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафетăлла чупусем иртнĕ. Çав кун çемьесемпе спорт ветеранĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен, предприятисемпе организацисен, патшалăх влаçĕн тата вырăнти самоуправлени органĕсен ĕçченĕсем, шкул ачисемпе сту-дентсем, профтехучилищĕсенче тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан заведенисенче вĕренекенсем старта тухнă. Эстафета çĕнтерÿçисене кубоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă. Анат Тимĕрчкасси шкулĕн команди те — çĕнтерÿçĕсен шутĕнче. Тĕп шкулсем хушшинче пирĕн çамрăк спортсменсем финиша чи малтан çитнĕ. Чăннипех те маттур çак шкулта вĕренекенсем. Вĕсене черетлĕ çĕнтерÿпе саламлатпăр, малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика