11 октября 2008 г.
...Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ иртсе пырать. Йĕтем çине çын йышлăн пухăнать: пĕр урамран та, тепринчен те велосипед çине “утланнă” хĕрарăмсем ĕçе васкаççĕ. Туххăмрах тырă упрамалли складсен çумĕнче сахалтан та пĕр 20 “урапа” пуçтарăнчĕ. Çапла, ку енчи харсăр халăх вăхăта перекетлес тĕллевпе ĕçе велосипедпа çÿрет - ватти те, çамрăкки те.
Тукайсен харсăрлăхĕ ĕçре те самай палăрать: “Рассвет” ЯХПК Комсомольски районĕнче чи малтан - çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне - çĕр улми кăларса пĕтернĕ! Кунта тĕш-тырă гектартан 32 центнер пухса илнĕ. Хуçалăхра çулталăкне 7 пин литр сĕт сăвакан маттур доярка та пур.
ЭПИР пынă чух /иртнĕ эрнерех пулнăччĕ унта/ хуçалăхра хĕрсех выльăх кăшманĕ кăларатчĕç. Хиртен тиенĕ машинăсем пĕрин хыççăн тепри йĕтем çумĕнчи тараса çине пыра-пыра ларатчĕç. “Вăтамран гектартан 600 центнер тухать”, - кăмăллăн пĕлтерет Надежда Павлова бригадир. Çĕр улми сортлакан агрегат вырнаçтарнă кĕлетре те хĕрсех ĕçлеççĕ. Кусем ĕнтĕ - чĕкĕнтĕр пайĕнче ĕç вĕçленисем. Çапла куллен 30-40 çын таранах пуçтарăнать-мĕн “иккĕмĕш çăкăра” сортланă çĕре. Агрегат шавне пăхмасăрах пĕр-пĕринпе хаваслăн калаçаççĕ, шÿтлеççĕ. “Ĕç ăнса пынă чух кирек камăн та кăмăл çĕкленÿллĕ пуль. Кая юлса, аран-çуран, кăлтăк-сăлтăкпа пыраканни пулсан, паллах, вĕчĕрхентерет”, - шухăшне палăртать Вячеслав Попов механизатор, çĕр улми пуçтаракан комбайнпа сатурлăхне кăтартакансенчен пĕри.
Сăмах май, “Рассветăн” кунашкал техника - иккĕ, пĕри - кăçал туяннăскер. Çакă ĕçе самай ансатлатни куç кĕрет: шăп та лăп икĕ эренере Тукайсем уйра çĕр улми хăварман. Тухăç та аван: вăтамран гектар пуçне - 250 центнер. “Удача”, “Невский”, “Скарлетт” - пурте хальлĕхе кивелме ĕлкĕреймен сортсем.
- Куратăп: хуçалăхра кирек мĕнле ĕç те кал-кал пырать. Мĕнре-ши вăрттăнлăхĕ? - кăсăкланатпăр эпир, журналистсем.
- Ертÿçĕрен нумай килет. Тилхепене майне пĕлсе тытсан... Халăха хавхалантармалла - этемĕн ĕçлес килни ан çухалтăр, - акă мĕнле хурав кĕтсе илтĕмĕр Надежда Павловăран.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем те Михаил Романович Афанасьев хуçалăха аталантарассишĕн вăй-хал, укçа-тенкĕ шеллеменнине асăнчĕç. Акă сĕт-çу ферминех илер. Кунта кĕç-вĕç сĕте тÿрремĕнех пăрăхсем тăрăх кухньăна ăсатмалли меслет çине куçĕç. Пăрăхсене вырнаçтарса çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Сĕт пухăнмалли колбăсем, холодильник та хăйсен кĕтесне тупнă. Хăш-пĕр кăлтăка вĕçлемелли çеç юлнă.
Ольга Наумова доярка, районта чи пултаруллисенчен пĕри, çулталăкне кашни ĕнерен 7 пин литра яхăн сĕт сăвать. Пултарулăхне кура Ольга Васильевнăна Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне пама сĕннĕ. Елена Крылова пăру пăхакан вара хисеплĕ çак ята пĕлтĕр тивĕçнĕ.
- Выльăх-чĕрлĕх тытăмĕнче 400 пуç сысна та пур. Вĕсене ÿт хуштарасси пирĕншĕн çав тери тăкаклах мар: комбикорм хамăр хатĕрлетпĕр. 7-8 уйăхра 120-130 килограма çитеççĕ, - калаçăва Мария Муллина тĕп зоотехникпа тăсатпăр.
Кăçал Тукайсем Раççейри çĕр улми туса илес енĕпе ĕçлекен чи пысăк та эффективлă хуçалăхсен йышĕнче /«Çĕр улми-100» Клуб/ 18-мĕш вырăн йышăннă. “Рассвет” ЯХПК малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем тăвасса шанатпăр.
Источник: "Хыпар"