07 октября 2008 г.
Хĕл хырăмĕ пысăк: пурте ытлă-çитлĕ пултăр тесе çĕр ĕçченĕ çуркунне акана тухать те... Çапла, хăçан каннине мансах каять. Ĕнтĕ кĕрхи хитре кунсен шучĕ чаксах пырать - пуçтарса ĕлкĕрейменнине часрах тирпейлесе кĕртесшĕн хыпаланать ял çынни. Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассине эпир пулнă кун шăпах çĕр улми кăларса пĕтернĕччĕ. Уйри пурлăха тирпейлĕн пуçтарса кĕртнĕ ятпа така шỹрпи пĕçернĕччĕ - йăли çапла кунта: Турă парни пархатарлă упрантăр тесе уяв тăваççĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" тухăçĕ пирки ыйтсан "Луч" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи (сăмах май, ку должноçа вăл иртнĕ хĕлле кăна йышăннă-ха (Николай Иванов пăшăрханса пĕлтерчĕ: "Лайăхрах кăтарту кĕтнĕччĕ. Çĕртме уйăхĕнче Ял хуçалăх министерствин вырăнти семинарĕ пирĕн хуçалăхра та пулнăччĕ. "Хальлĕхе районти çĕр улми лаптăкĕсенчен чи пахи сирĕн", - тенĕччĕ М.Игнатьев министр ун чухне. Шел, кĕркунне кăтартупа мала тухаймарăмăр: вăтамран гектартан 180 центнер çеç тухрĕ". Танлаштарма: 2005 çулта çав лаптăкрах тухăç 270 центнера яхăн пулнă. Тĕпрен илсен кунта "Невский" сорта лартса çитĕнтереççĕ. "Ред Скарлетт", "Удача", "Рамона" сортсем те пур. Ир пулакан "Тима" - Голландирен килнĕ çĕр улми - кăçал 6 гектар çинче çитĕннĕ, хăйне кура аван тупăш панă. Асăннă пахча çимĕçе темиçе çул ĕнтĕ Голланди меслечĕпе çитĕнтереççĕ (йăрансем çỹллĕ, хушши сарлака). Пуçтарса кĕртмелли пĕр комбайн пур. Унпа Александр Туйдуков аван ĕçлет. Паллах, çĕр улмин ытларах пайне алă вĕççĕн пуçтарма тивет, ку енчен шкул ачисем пысăк пулăшу кỹреççĕ. - Чăн та, 8-9 кунлăх вĕренỹ çинчен "манма" тиврĕ. Анчах "иккĕмĕш çăкăра" тирпейлесе кĕртессинче хамăрăн интерес та пур-çке: пуçтарнă пахча çимĕçĕн 10 процентне хуçалăх хамăра паратьĕ Ачасене стловăйĕнче апатлантарма чухах ку. Унсăр пуçне ĕç калăрăшне кура укçан тỹлет, - каласа парать Анат Тимĕрчкассинчи тăхăр çул вĕренмелли шкул директорĕ Владимир Муллин. - Хальхи вăхăтра ял хуçалăх кооперативне чи пысăк тупăш параканĕ - çĕр улми. Акă пĕлтĕр çак пахча çимĕçе сутса 7 миллион та 548 пин тенкĕ укçа илнĕ, - калаçăва хутшăнать "Луч" аграномĕ Аркадий Осипов. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче паянхи кун тупăш илмелли тĕп çăл куç - сĕт-çу производстви. Сĕт сутса пĕлтĕр хуçалăх кассине 5 миллион тенкĕ ытла укçа кĕнĕ. - Выльăха - пахалăхлă апат, пахча çимĕçе, тыр-пула кирлĕ пек çитĕнтерме им-çам сахал мар кирлĕ. Вĕсене тăтăшах туянма мехел çитеретĕр-и? - ыйтатăп хуçалăх ертỹçинчен. - Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕпе килĕшỹ йĕркеленĕ. Тыр-пул, аш-какай паратпăр та - им-çамлă пулатпăр. 3-4 çул çапла ĕçлет кооператив, - палăртать Николай Михайлович. "Луч" икĕ ял - Анат тата Тури Тимĕрчкассисене пĕрлештерет. Икĕ бригада, пурĕ - 120 çынна яхăн. Ĕçлекенсен йышĕ чакса пыни сисĕнет. Сăлтавĕ-и? Чылай-ăшĕ аякри çĕрсене тухса каять - пысăк укçа шыраса. Çемйине уйăхĕ-уйăхĕпе курмаççĕ пулин те çамрăксем çак меслете кăмăллăрах йышăнаççĕ. Теприсем вара ĕççи вăхăтĕнче - ялта, хĕлле - "шапашра". - Паллах, йыш пĕчĕк чухне ĕç кăткăсланать. Калăпăр, çĕр улми пуçтарассинех илер. 7-8 çул каялла пĕр бригадăран кăна хире 100 çын тухнă. Халĕ пурĕ те 40-45 çеç, - йывăрлăхсене асăнать А.Осипов. Виктор Чернов, Николай Поляков комбайнерсене вара тăван çĕр çинчех ĕçлеме килĕшет. "Тырри ăнса пулсан (гектартан вăтамран 30 центнер. - Авт), çанталăк уяр тăрсан эпир уй-хире савăнсах тухатпăр, - теççĕ вĕсем. - Пилĕк авсан, тар кăларсан ĕç укçи те аванах ỹкет".
Источник: "Хыпар"