Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂРĂШСАН ŸСĔМ ПУЛАТЬ, УЙ-ХИР ТУХĂÇПА САВĂНТАРАТЬ, ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ ТЕ ĔРЧЕТ

30 августа 2008 г.

Уяр кунсем тăнă хыççăн иртнĕ юнкун тавралăха пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç. Çавăнтах çумăр пĕрĕхет, çавăнтах уяртнă пек те пулать. Апла пулин те «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕн хирĕсенче ĕç чарăнман. Аслă Чурачăкпа Вăрманхĕрри Чурачăк хирĕсемпе чикĕленекен çĕрсем çинче чи малтанах Владислав Тихонов механизатора куртăм. Вăл МВУ-5 агрегатпа удобрени сапатчĕ. Владислав трактор çинче 1992 çултанпах. Çак вăхăтра тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ. Сухаланă та, культиваци тунă, çĕрулми уйĕнче те вăй хунă. Малалла утатăп. Хăватлă «Джон-Дир» тракторпа Михаил Муллин ĕçлет. Тырпултан пушаннă хире доминаторпа сухалать. Вăл чылай çул водительте ĕçленĕ, халĕ ăна трактор шанса панă. Унăн ĕçĕпе специалистсем те, председатель те кăмăллă.

«Рассвет» ял хуçалăх коопертивĕ — районта ÿсентăран отраслĕпе те, выльăх-чĕрлĕхпе те ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта çулсеренех тухăçлă тырпул, çĕрулми, выльăх апачлĕх культурăсем туса илеççĕ. Ĕнисем сĕтлĕ, выльăх-чĕрлĕх самăр. Çамрăк выльăх илес енĕпе те тăрăшуллă.

Ял хуçалăх кооперативĕн председательне М.Р.Афанасьева правлени кантурĕнче тĕл пулма тÿр килнишĕн савăнтăм, мĕншĕн тесен лара-тăра пĕлменскер хирсене, производство пыракан ытти участоксенче тăтăшах пулать. Мĕнле-ха унсăр? Ĕç-хĕл епле пынипе интересленмесĕр унăн чун-чĕри чăтмасть. Ертÿçĕн района та, республикăри ытти вырăна та ĕçпе çитме тивет.

— Иртнĕ çул хуçалăх ĕçченĕсем 7 миллион тенкĕ ытла таса тупăш илнĕ. Уйрăмах ÿсентăран отраслĕ нумай услам кÿнĕ. Çĕрулми туса илесси кăткăс пулсан та, паянхи кун укçа-тенкĕ ытларах паракан культура шутланать, — тет Михаил Романович.

«Рассвет» хуçалăхра çумăрсем пуçланиччен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене пуçтарса илнĕ. Тырпула кăçал 526 гектар çинче çитĕнтернĕ. Тухăç савăнтарать. Кашни гектар пуçне 30 ытла центнер тырă пуçтарса илнишĕн мĕнле хăпартланмăн? Анчах та çак цифра (е тухăç тейĕпĕр) механизаторсен йывăр ĕçĕнчен, вăрлăх шайĕ пахалăхлă пулнинчен, удобренисемпе усă курнинчен, агротехника ĕçне вăхăтра пурнăçланинчен килнĕ. Уй-хир культурисенчен пысăк тухăç илес тесен вĕсемпе ĕçленĕ чухне вак-тĕвек пулма пултараймасть, пурте пĕлтерĕшлĕ. «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Ăнланаççĕ çеç мар, ку енĕпе тимлĕ ĕçлеççĕ те. Уйрăмах çурхи тулăпа урпа тухăçĕ лайăх пулнă. Куншăн тĕлĕнме те кирлĕ мар. Мĕн акатăн, çавă шăтать, тени тÿрре килет. Тукайра пахалăхлă вăрлăх хатĕрлеççĕ, районти, республикăри хуçалăхсене те сутаççĕ.

Вырмара пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене çулнă çĕрте Александрпа Алексей Хурасевсем СК-5 «Нива» комбайнпа ĕçленĕ. Тырра çапса тĕшĕленĕ çĕрте Владимир Коноплевпа Александр Павлов, Алексей Толокновпа ывăлĕ Владимир тăрăшнă. Тырпула кĕске вăхăтрах пуçтарса кĕртнĕ. Председатель «Джон-Дир» трактор хуçалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине палăртрĕ. Вăл ДТ-75 маркăллă темиçе трактора та улăштарма пултарать. Çÿлерех асăннă М.Муллин пĕчченех çĕр те хатĕрлесе ĕлкĕрнĕ, çĕртме тунă çĕрте те ĕçленĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ çĕрулмипе ăнăçлă ĕçлет. Кăçал ăна 90 гектар çинче çитĕнтернĕ. Хуçалăхăн «иккĕмĕш çăкăр» туса илмелли комплекс пур. Унпа пĕлсе усă курни пысăк тухăç илме май парать те. «Романо», «ред-скарлет», «невский», «удача» сортлă çĕрулмисем лайăх ÿсеççĕ. Маларах хирте пулса курнăччĕ те, хуçалăх кăçал та япăх мар тухăç илесси куçкĕретех. Авăрсем паркаччĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен, çумкурăксенчен хÿтĕленсе агротехника ĕçĕсене вăхăтра тунă.

Кооператив хирĕсенче улăм юлман. Ăна çийĕнчех вĕтетсе хирех сапаласа пăрахса хăварнă, пресласа халăха та çителĕклĕ таран валеçсе панă.

Ял хуçалăх кооперативĕнче мăйракаллă шултра выльăх 300, сыснасем 400 пуç ытла. Вĕсене валли выльăх апачĕ сахал мар кирлĕ. «Пирĕншĕн нихăçан та вĕсене мĕн çитермелли пирки проблема пулман тесен те тĕрĕс. Фуражлă тырă яланах кирлĕ чухлĕ уйăрнă, утă, улăм, сенаж янтăланă», — тет Михаил Романович. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте Вячеслав Портнов, Алексей Хурасев, Владислав Тихонов, Василий Киселев механизаторсем, Николай Шурин, Владимир Моторин, Владимирпа Валерий Соловьевсем тăрăшнă, ĕçе пахалăхлă пурнăçлас тесе вăй хунă. Хуçалăхра сенаж хывса пĕтернĕ, утă янтăласа хунă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха. “Рассвет” ялхуçалăх кооперативĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче палăрмаллах çитĕнÿ тунă. Пĕлтĕр çеç мар, ытти çулсенче те çакă сисĕмлĕ. 2007 çулта

пурĕ 1260 центнер аш-какай, 1005 центнер сĕт туса илнĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 169 центнер е районăн вăтам кăтартăвĕнчен 3 хут нумайрах аш-какай хатĕрлесе (çитĕнтерсе) патшалăха сутнă. Сĕт енĕпе те çакăн евĕрлĕ кăтартăвах. Каллех районăн вăтам кăтартăвĕсене илĕпĕр. Тукайсем усă куракан 100 гектар çĕр пуçне икĕ хут ытларах сĕт сунă. Кирек мĕнле цифрăсене пăхсан та вĕсем районăн вăтам кăтартăвĕсенчен пысăкрах. Çакăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха? Çакăн пирки уççăн М.Афанасьев председатель те калаймарĕ. Тулăх апат, витесенчи тасалăх, ăратлăх енĕпе ĕçлени, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен тăрăшулăхĕ... Ку списока татах та тăсса кайма пулать. Чи кирли ку отрасль çине тимлĕх уйăрни. Районта электричествăпа усă куракан “кĕтÿçе” нихăш хуçалăхра та курманччĕ-ха. Кăçалхипе 2—3 çул та ку ял хуçалăх кооперативĕнче унпа усă кураççĕ. Ĕнесем палăртнă вырăнта çеç çисе çÿреççĕ, айккине каймаççĕ. Ятарласа кĕтÿçĕ тытни те кирлĕ мар. Ĕçе пĕлсе йĕркелесен çитĕнÿсем тума пулатех.

Пĕлтĕрхи çул кунти ĕнесем кашни 6673 килограмм сĕт антарнă. Çакă районта пĕрремĕш кăтарту. Ольга Наумова доярка вара хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 7 пин килограмм ытла сĕт суса илнĕ. Пĕлĕтĕр çеç мар, ытти çулсенче те сĕт сăвассипе тукайсем районта чи ла-йăххисем пулнă. Прдседатель Валентина Павлова, Альбина Чернова, Татьяна Прокопьева дояркăсене, пăрулаттаракан уйрăмри Галина Крипцова, Галина Павловапа Надежда Прокопьева вăкăр самăртакансене ырăпа асăнчĕ. Уйрăмах Елена Крылова çинче ытларах чарăнса тăчĕ. Эпĕ те ун çинчен ыйтусем нумайрах патăм. Вăл вунă çул та пулĕ районта пăру пăхакансем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнать. Елена Кирилловна пăхакан çулталăка çитмен çамрăк выльăхсем ÿт лайăх хушса пыраççĕ, сывлăхлă ÿсеççĕ. Унăн яваплăхĕ татах та пысăкрах. Выльăх мĕнле пуласси вĕсене çамрăк чухне епле пăхнинчен килет. Сысна пăхас ĕçре Нина Матросова тăрăшать. Вăл пĕчченех амасене çăвăрлаттарать, самăртнă çĕрте те хăех ĕçлет. Шаннă ĕçе ĕлкĕрсе пырать. Фермăра хастар ĕçченсем татах та пур. Вĕсен тăрăшулăхĕпе тухăçлă тата пахалăхлă сĕт, аш-какай туса илеççĕ. Коллектива чылайранпа Мария Муллина ертсе пырать. Кооператив кассине выльăх-чĕрлĕх продукцине сутнипе аванах укçа-тенкĕ кĕрет. Анчах та кунпа çеç лăпланса ларасшăн мар. Выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерес тĕллевсем те пур. Çакна пурнăçлама çĕнĕ вите кирлĕ. Ку — председателĕн тахçанхи ĕмĕчĕ. Анчах та хуçалăхăн ăна пурнăçлама хальлĕхе май çук. Паянхи кун сĕт пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх

уйăраççĕ. Çавăнпа та «Рассвет» хуçалăхра çĕнĕ йышши сĕт провочĕ вырнаçтарасшăн. Ĕмĕчĕ чылай, ĕçченĕсем маттур унта. Çавăнпа та мĕн шутлани пурнăçланасси пирки иккĕленÿ çук.

Уй-хир, ферма ĕçĕнче техникăсăр май килмест. Çавăнпа та «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ машинăпа трактор паркне çĕнетме тăрăшать. Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен, ĕçе пахалăхлă пурнăçлама май паракан тракторсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем туянать. Юлашки вăхăтра çеç Швецире туса кăларнă акакан комплекс (унпа 7 тĕрлĕ агротехника ĕçĕ тума пулать) туяннă. Доминаторпа, косилкăпа, çĕрулми уйĕнче ĕçлемелли çĕнĕ агрегатпа пуянланнă. Унсăр май çук. «Çĕр ĕçне пахалăхлă пурнăçлас тесен эффективлă техника кирлĕ», — палăртать М.Афанасьев. Чылай чухне хаçатра çырнă май ертÿçĕсем каласа панинче ытларах механизаторсен, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен ячĕсем çеç пулаççĕ. Михаил Романович бригадăра тăрăшса ĕçлекен, кирек ăçта та çаврăнăçуллă çынсен ячĕсене те асăнчĕ. Зинаида Попова, Ольга Портушкина, Надежда Павлова — шăпах ун пеккисем.

Ĕçлекене хавхалантармалла, пулăшмалла, тÿлемелле. Çак принципа çирĕп пăхăнать кооператив правленийĕ. Хуçалăхăн налук тата ытти енĕпе парăмсем çук. Ĕçлекенсене уйăхсерен ĕç укçине вăхăтра парса пырать. Кунсăр пуçне ĕçе пахалăхлă пурнăçланисене, дисциплинăна пăсманнисене 10 процент хушса тÿлет. Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Шанса панă ĕçе кирлĕ пек пурнăçламалла. «Çавăн пекех ял çыннисем те (çĕр пайĕ пуррисем, арендăна панисем), ĕçлекенсем те тырă, улăм, утă илеççĕ. Çулсеренех эпир 450—500 тонна таран тырă ял çыннисене паратпăр», — тет Михаил Романович. Килти хушма хуçалăхра выльăх тытаканшăн çакă пысăк пулăшу.

Çумăр çукаласах тăчĕ пулин те хуçалăхăн йĕтемĕ çинче ĕç чарăнмасть. Кунта 16 çын ĕçлет. Анатолий Волков аслă машинист, ăна пулăшакан Андрей Курицын, Иван Кутузов тырă тасатакан машинăсене лайăх ĕçлеттереççĕ, пăхса тăраççĕ. Йĕтем çинчи тырра тирпейлесе кĕртнĕ хыççăн хуçалăх ĕçченĕсене тата ытти ĕçсем кĕтеççĕ. Çĕрулми пуçтармалла, тымарçимĕç кăлармалла...

Тукай ялĕнче маттур çынсем пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Кăçал та хуçалăх сахалах мар тупăш илессе шанас килет. Мĕн акни-лартни лайăх çитĕннĕ. Тырпула пуçтарса кĕртнĕ, ыттисем те юр айĕнче юлмаççех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика