Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАРАВАТ КĔТСЕ ИЛЕТ

09 июля 2008 г.

— Хырхĕрри ял библиотеки модельлĕ статуса илнĕренпе унта çÿрекенсем йышланчĕç. Кĕнеке илме, хаçат-журналпа паллашма килнисĕр пуçне, хăйсене интереслентерекен тĕрлĕ ыйтупа та çитеççĕ. Уйрăмах ачасем татăлма пĕлмеççĕ. Видеофильмсем пăхаççĕ, компьютерпа выляççĕ,— тет В.А.Горбунова библиотекарь.

Чăннипех те условисем çителĕклĕ. Вăл е ку кĕнекен содержанине, вĕренÿ программине кĕнĕ материалсене çырнă дисксем пур. Компьютерпа кирлĕ информацие хăвăрт тупма пулать. Вера Анатольевна библиотекăна килекенсене тарават кĕтсе илет. Хаваспах вĕсене кирлĕ литература суйласа илме пулăшать. Унта пулмасан районти тĕп библиотекăна заказ парать.

В.Горбунова районта иртекен тĕрлĕ конкурссене те хутшăнать. Акă, кăçал библиотекарьсен кунне халалланă «ХХI ĕмĕрти библиотекарь» конкурса хутшăнчĕ. Унта пултарулăхпа палăрчĕ, виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Библиотека кĕнекесемпе, хаçат-журналпа пуян. Вера Анатольевна шучĕпе, çапах та ку пур енлĕн те тивĕçтереймест-ха. Çĕнĕ кĕнекесем, халăхăн тĕрлĕ сийне тивĕçтерекен хаçат-журнал татах та кирлĕ. Аудио-, видеокассетăсем, компакт-дисксем, электронлă кĕнекесем çителĕксĕр. Вăл библиотекăра тĕрлĕ тематикăпа стендсем, кĕнеке выставкисем йĕркелет. Çакă вулакансене çĕнĕ кĕнекесемпе çийĕнчех паллашма май парать.

В.Горбунова Хырхĕрри культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективне те çÿрет

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика