12 марта 2008 г.
Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе Хырхĕрри тĕп шкулĕнче уяв каçĕ пулса иртрĕ. Ăна тивĕçлĕ шайра ирттерес тесе кашни класс тĕрлĕ ĕç тума хутшăнчĕ. Зала илемлетес енĕпе 9-мĕшсем питĕ тăрăшнă. Ỹкерчĕксен выставкине алла кăранташпа, киçтĕк тытма юратакансен ĕçĕсене тăратнă. Денис Ваннеев, Илья Ятманов (иккĕшĕ те 7-мĕш класс), Катя Ятманова (6-мĕш класс) тунă ỹкерчĕксем илĕр-тỹлĕхпе уйрăмах палăрса тăчĕç. Ăста алăллă пикесем çыхнă, тĕрленĕ япаласене пăхса савăнма тỹр килчĕ. Саша Федорова, Аня Белкова (6-мĕш класс), Снежана Морозова (5-мĕш класс) ĕçе чун туртнипе пур кăмăлтан пурнăçлаççĕ. Уяв ячĕпе хатĕрленĕ салфеткăсем юратнă амăшĕсемшĕн, учительсемшĕн темрен те хаклă парне пулчĕç. Пуçламăш классенче вĕренекенсем вара юрă-ташăпа, сăвăсемпе савăнтарчĕç. 4-мĕш класс "шăпчăкĕ" Диана Ятманова юрă хыççăн юрă шăрантарса илемлĕ сассипе пурне те тыткăнларĕ. Уява килнĕ амăшĕсене пĕчĕккисем хăйсем ăсталанă парнесемпе чысларĕç. Анчах хăшĕ-пĕрин юратнă çынни килеймен, куншăн вара ачасен пит-куçĕнче пăшăрхану палăрчĕ. "Атьăр-ха, хĕрсем!" конкурса 5-9-мĕш классенче вĕренекен пĕрер хĕр ача хутшăнчĕ. "Шкул мисĕ" ята илме тем туса та пăхмалла пулчĕ вĕсен. Хитре тум, тутлă салат, илемлĕ ташă хатĕрлеме конкурсантсем питĕ тăрăшнă. Тăхтав саманчĕсенче арçын ачасем çĕрулми шуратса, тỹме лартса ăмăртрĕç. Кашни класс тупăшăва тухнă пикене пулăшса очко тума хатĕр пулчĕ. Конкурсăн юлашки тапхăрĕнче хĕрсем 10 ыйтăва хăвăрт тата тĕрĕс хуравлама пултарни çĕнтерỹçе палăртрĕ. Чи нумай очко пуçтарса 7-мĕш класра пĕлỹ пухакан Мария Минина "Шкул мисĕ" ята çĕнсе илчĕ. Çак ятпа ăна тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Надя Паширова (9-мĕш класс), Алена Хлебникова (5-мĕш класс), Люба Паширова (8-мĕш класс), Марина Ершова (6-мĕш класс) тĕрлĕ номинаци лауреачĕсем пулса тăчĕç. Шкул ачисем уява пухăннисене чăннипех те çурхи уяв ячĕпе саламласа хаклă парнепе - хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.
Источник: "Каçал Ен"