01 марта 2008 г.
Эткер ялĕнче пурăнакан Александра Петровнăпа Леонтий Николаевич Смирновсем çур ĕмĕр пĕрле хуйхи-суйхине çурмалла пайлаççĕ, йывăрлăхсене чăтса ирттереççĕ, ăраскалшăн Турра тав тăваççĕ. Çак кунсенче вĕсем ылтăн туй уявне палăртрĕç. Ылтăн туй ирттерекенсене тăтăшах тĕл пулатăп теме çук ĕнтĕ. Çак уяв çемьешĕн кăна мар, пур тăван-хурăнташшăн та паллă пулăм. Çур ĕмĕр пĕрле пурăнакансем çемье çирĕплĕхне, тăнăçлăхне, килĕшỹлĕхне кăтартса параççĕ. Юбилярсен савăнăçĕ виçесĕр: юнашарах куç тулли 10 ачи, 15 мăнукĕ тата 3 мăнмăнукĕ. Смирновсене ылтăн туя чаплă лару-тăрура уявлама ЗАГС уйрăмне чĕнтĕмĕр. "Çамрăк мăшăра" ăшă та ырă сăмахсемпе район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ Р.Суратова, хĕрарăмсен совечĕн председателĕ, социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ И.Никитина саламларĕç. 50 çул пĕрле пурăнакан хисеплĕ мăшăра ачисемпе тăванĕсем малашне те килĕштерсе пурăнма сывлăх, телей сунчĕç. "Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнсан çеç ачасене ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма пулать",- тет ялти хисеплĕ мăшăр.
Источник: "Каçал Ен"