Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРÇĂ ВЕТЕРАНĔ ХĂНАРА ПУЛЧĔ

27 февраля 2008 г.

"Каçал ен" вулаканĕсем хаçат страницисенче тăтăшах Рев. Рубин, Р.Моисеев тесе алă пуснă материалсене асăрханах ĕнтĕ. Район хаçатĕнче кăна мар, "Хыпарта", "Капкăнра" та ун хайлавĕсем час-часах кун çути кураççĕ. Ревокат Прохорович февральте 86 çул тултарчĕ. Çулне кура мар вăр-вар çỹрет вăл. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, кулленех йĕлтĕр сырса уçă сывлăша тухни сывлăхшăн питех те усăллă пулнине палăртать Р.Моисеев. Нумаях пулмасть вăрçă ветеранĕ Хырхĕрри тĕп шкулĕнче хăнара пулчĕ. Çамрăк ăрăва хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Вăрçă çулĕсене аса илме çăмăл пулмарĕ ăна. Сехет ытла ачасем умĕнче тăрса калаçăва тытса пычĕ ватă салтак, апла пулин те тенкел çине ларма шутламарĕ. Шурă кĕпе, хура тĕслĕ костюм тăхăннă, чăвашла яка та тикĕс, хитре те тĕрĕс калаçакан хăнана ачасем куç илмесĕр сăнарĕç, шавламасăр итлесе ларчĕç. Вĕренекенсене кăсăклантаракан ыйтусем чылай пулчĕç. Шкул ачисем хаклă хăнана тĕлпулушăн тав турĕç. Асăнмалăх сăнỹкерчĕк тума пурте хапăлласа килĕшрĕç. Ревокат Прохорович çамрăк тусĕсене тăрăшса вĕренме, спортпа туслашса çирĕп сывлăхлă пулма, туслă пурăнма кăмăлтан ырă сунчĕ. Тепрехинче ачасем хăнапа йĕлтĕр сырса вăрмана тухасси пирки калаçса татăлчĕç. Аслă ăрури юлташĕпе курса калаçни çамрăксене пурнăçа хаклама, ырă кăмăллă пулма хистерĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика