13 октября 2007 г.
Çак кунсенче Хырхĕрри культура çуртĕнче аслă ăру çыннисен уявне савăнăçлă лару-тăрура палăртрĕç. Ăшă салам сăмахĕсемпе район пуçлăхĕн çумĕ Б.М.Каринкин, "Восток" ЯХПК ертỹçи В.Г.Михеев, ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев тухса калаçрĕç. Вырăнти ветерансен совечĕн председательне А.Д.Ятманова та пуçтарăннисем тимлесех итлерĕç. Уяв программи пуян та интереслĕ. Сцена çинчен Леида Макаровăпа Елена Топтыгина пенсионеркăсем шăрантарнă вырăс халăх юррисене итлесе куракансем вăрахчен алă çупрĕç. Асламăш-кукамăшсене саламласа 3-мĕш класра вĕренекен Диана Ятманова та илемлĕ юрăсем хатĕрленĕ. Шывланнă куçĕсене шăла-шăла ватăсем юратнă мăнукне юратса тав туса укçан "преми" парса хавхалантарчĕç. Чăвашăн ытарайми çепĕç кĕввисемпе культура çурчĕ çумĕнчи "Палан" художество пултарулăх ушкăнĕ савăнтарчĕ. "Шупашкарти артистсенчен кая мар",- тесе киленсе пăхса ларчĕç вĕсем çине ватăсем. Хуçалăх правленийĕн ĕçченĕсем тивĕçлĕ канăва тухнисене, хăнасене кĕреке хушшине лартса сăпайлăн сăйларĕç. Савăнма нумаях та кирлĕ мар. Хисеплесе чĕнни, саламлани кашни ватă çыннăн чунне çемçетрĕ, кăмăлне çĕклерĕ. Аслă ăру çыннисене сума суса йĕркеленĕ уяв нумайлăха асра юлĕ.
Источник: "Каçал Ен"