12 сентября 2007 г.
Районти ял хуçалăх кооперативĕсенче выльăх-чĕрлĕх çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чылайăшĕ ăратлисене туянма та май çитерет. Çавна май вĕсен продукци пахалăхĕ те çỹллĕ шайра. Ку енĕпе "Восток" ЯХПК ĕçне палăртса хăварас килет. Иртнĕ эрнекун, авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи ăратлă выльăх енĕпе ĕçлекен "Чувашское" акционерсен пĕрлешĕвĕн территорийĕнче выльăх-чĕрлĕх уявĕ пулчĕ. Кунта пирĕн районти "Восток" ЯХПК хутшăнма кăмăл турĕ. Пĕр ĕне, пушмак пăру, çичĕ сысна выставкăна тăратрĕç. Куракансем те, жюри членĕсем те вĕсене пысăк хак пачĕç. Çавна май хуçалăх 2 пăхăр медаль çĕнсе илме пултарчĕ. 70-80 килограмм таякан сыснасене туянакансем те пулчĕç. Апла пул-сассăн вĕсен продукцине хаклаççĕ, мухтаççĕ. Кунта вара уйрăмах хуçалăх ертỹçин В.Михеевăн тỹпи пысăк. Вăл конкурса тĕплĕн хатĕрленнĕ. Сăнỹкер-чĕксемпе хатĕрленĕ планшетшăн та премие тивĕçнĕ. Çавăн пекех Г.Федорова выльăх-чĕрлĕх тухтăрне, Е.Степанова тĕп зоотехника, С.Катиков оператора, Р.Гладкинапа Г.Шикова выльăх-чĕрлĕх пăхакансене асăнса хăварас килет. Вĕсем кулленхи ĕçре тăрăшуллă та маттур. Шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Малашне те ĕçре хастар пулма, çитĕнỹсем тума сунас килет. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ те çулран-çул ỹстĕр. "Восток" ЯХПК, ытти хуçалăхсем пекех, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе чăнни- пех пуян опытлă иккенне выс-тавкăна хутшăнса çирĕплетсе пачĕ.
Источник: "Каçал Ен"