05 сентября 2007 г.
Авăнăн 1-мĕшне - Пĕлỹ кунне - уйрăмах ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем, вĕрентекенсем хумханса та савăнса кĕтсе илеççĕ. Ара, пепкисене шкула хатĕрлесе яма самаях тăрăшма тивет аслисен. Ачисене ыттисенчен "катăкрах" çỹретес мар тесе хăшĕ-пĕри юлашки укçи-тенкине кăларса хурать. Ахальтен мар пирĕнтен чылайăшĕ шкул çулĕсене ятарлă тумпа ирттернине ырăпа çеç аса илет: пурте пĕр пек, никам та пĕр-пĕрне ăмсанмасть, йĕкĕлтешмест. Хăйсемшĕн çапла тăрăшнине çамрăксен хаклама вĕренмеллех, тарăн пĕлỹ илсе пĕр-пĕр професси суйласа алла илме, йĕркеллĕ çын пулма тăрăшмаллах. Учительсен пăшăрханăвне те ăнланма пулать. Çĕнĕ ĕмĕр таппи çĕнĕлле ĕçлеме хистет те, ыйтать те. Пурнăç аталанса улшăнса пынă май ỹсекен ăрăва вĕренỹпе кăсăклантарса яма çăмăлах мар. Çакă вара çĕнĕ йышши технологисене вĕрентỹ ĕçĕнче пĕлсе усă курмасăр май килместех. 2007-2008 вĕренỹ çулĕн пĕрремĕш кунĕ Хырхĕрри тĕп шкулĕнче савăнăçлă линейкăран пуçланчĕ. Пĕлỹ кунне уявлама ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ, чĕннĕ хăнасем килсе çитнĕ. Пуçтарăннисене ăшă сăмахсемпе саламласа та ырă сунса Комсомольски район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн методисчĕ В.Г.Петрова, "Восток" ЯХПК ертỹçи В.Г.Михеев, Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев, шкул директорĕ Ю.П.Алексеев тухса калаçрĕç, Çуллахи вăхăтра тăван кооперативра тăрăшса ĕçленĕ ачасем парнесем илме тивĕç пулчĕç. Акатуя хутшăнса ăсталăх кăтартнă 9-мĕш класс вĕренекенĕсене Костя Мининпа Никита Васильев çамрăк ỹнер-çĕсене район администрацийĕн культура пайĕн грамотисене парса чысларĕç. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлỹ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре тунă пысăк çитĕнỹсемшĕн П.И.Родионова, Г.В.Храмов, Г.А.Белкова, Г.Н. Петров педагогсене те Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕç. Уяв саманчĕ юрă-сăвăсăр иртместех, паллах. Кĕçĕн класра вĕренекенсен уçă та илемлĕ сасси пурне те тыткăна илчĕ. Пĕлỹ кунне уявлама Р.Т.Морозова тата В.И.Андреева вĕрентекенсем ачасемпе чылай малтан хатĕрленме тытăнни куç умĕнчех пулчĕ. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан Настя Горбуновăпа Настя Исаева шкул çинчен хывнă илемлĕ юрăпа савăнтарчĕç. - Эп те çак шкултах вĕренсе пĕлỹ илнĕ, ачана та юратнă учительсен аллине паратăп, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа тата юратса пурнăçлаççĕ,- терĕ налук ин-спекцийĕнче ĕçлекен С.В.Горбунов. Ача çулталăкне халалланă юмах евĕр выляв сывлăха упрас темăна çутатрĕ. Софья Никонова, Артем Бормотин (2-мĕш класс) питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. Ялти моделлĕ библиотека заведующийĕ В.А.Горбунова, культура çурчĕн директорĕ Т.И. Бормотина та уяв çỹллĕ шайра ирттĕр тесе чылай вăй хунă.
Источник: "Каçал Ен"