Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔРỸ ĔÇ ВĂХĂЧĔ

18 августа 2007 г.

"Восток" ял хуçалăх кооперативĕнче те хĕрỹ ĕç вăхăчĕ. Кунта халĕ тырпула пуçтарса тирпейлесси тĕп вырăн йышăнать. Кăçал хуçалăхăн 1020 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пухмалла. Августăн 14-мĕшĕ тĕлне кунта 370 гектар çинчи тырпула вырса çапса тĕшĕленĕ, çав шутра 20 гектар кĕрхи ыраш, 220 гектар кĕрхи тулă, 30 гектар пăрçа, 100 гектар урпа. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне хальлĕхе 21 центнерпа танлашать. Хире кăçал 3 комбайн тухнă. А.А.Белковпа В.А.Белков, Г.И. Черновпа В.В.Петров, В.Н.Петровпа С.В.Степанов экипажĕсем пĕр чарăнми, кунĕпе хир тăрăх "ишеççĕ". Вĕсем пурĕ 720 тонна тырă вырнă. Комбайнерсем ăмăртмалла ĕçлеççĕ. Г.И.Чернов экипажĕ хальлĕхе малта пырать. Унăн кăтартăвĕ - 286 тонна. Вырнă тырра йĕтем çине Н.Н.Хлебников, Н.А.Петров, Н.Д.Григорьев, В.Н.Ятманов водительсем турттараççĕ. В.Н.Ятманова никам та хăваласа çитеймест. Йĕтемсем çинче те ĕçĕ нумай. Унта килнĕ тырра çийĕнчех сăвăрса, алласа тасатаççĕ. Хурнайĕнчи йĕтем çинче эпĕ çитнĕ вăхăтра С.Пожеданов, Т.Пожеданова, А.Малышев, Н.Бормотина тăрăшса тырă аллатчĕç, сортировка витĕр кăларатчĕç. Вĕсем сахалăн пулсан та, ĕлкĕрсе пыраççĕ, килнĕ тырра çийĕнчех тасатаççĕ. А.Н.Петровпа М.Н.Казиков машинистсем техникăна юсавлă тытаççĕ. С.В.Белкова йĕтем çинчи ĕçсене пĕлсе йĕркелесе пырать. Тырпула вăхăтра тасатса кĕлетсене вырнаçтараççĕ. "Восток" ял хуçалăх коо- перативĕнче уй-хир кирек хăçан та пысăк тухăçпа савăн-тарать. Кăçал çанталăк шăрăх тăчĕ пулин те, тухăç япăх мар. Ĕçченсем пуçĕсене усмаççĕ, тăрăшса вăй хураççĕ. Хуçалăхра ĕçсем малалла пыраççĕ. Улăма çийĕнчех пуçтараççĕ. Ăна кăçал тюкласа çеç кĕртеççĕ. А.Н.Федоровпа Н.П.Коновалов улăма прес-лаççĕ. В.А.Сугоров вара хатĕр тюксене Р.Л.Белковпа М.В.Зайцев машинисем çине тиет. Улăма фермăна турттараççĕ, хуçалăхри ĕçченсене, пенсионерсене валеçеççĕ. Кĕрхи тырă акма 100 гектар çĕр хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Кунта С.В.Хлебников механизатор тăрăшать. Çак кунсенче кĕр тыррисене акма тухнă. "Вăрлăх çителĕклĕ",- тет хуçалăхри тĕп агроном В.Т.Петров. Кооператив 450 тонна утă, 3158 тонна сенаж хатĕрленĕ. Çак ĕç малалла пырать. Хуçалăхра ĕç самантлăха та чарăнмасть. Уяр çанталăкпа усă курса пур ĕçе те вă- хăтра пурнăçламалла, выльăх валли апат çителĕклĕ хатĕрлемелле. "Восток" ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем выр- мана вăхăтра вĕçлес тĕллевлĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика