25 июня 2021 г.
Ялсенче унта та кунта çÿп-çап куписем выртни, вĕсем кунран-кун тата та ÿссе пыни темиçе çул каялла чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Çак ыйтăва республика ша- йĕнче татса парас тĕллевпе йăлари хыт каяша пуçтарса тирпейлеме регионаллă оператора çирĕплетрĕç. Кăçал июнĕн 25-мĕшĕнче «Экоцентр» регионаллă операторпа йăлари хыт каяша турттарса тухма килĕшÿ тунă «Чистый город» организацин пĕрремĕш машини пирĕн район тăрăх çула тухнăранпа 2 çул çитет. Çавна май çак организацин Комсомольскинчи участокĕн начальникне Александр Степанова хаçатăн тĕпелне йыхравласа ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕсене сÿтсе яврăмăр.
— Александр Михайлович, «Чистый город» тин çеç ĕçе пикеннĕ пекчĕ. Халĕ вара, сисмерĕмĕр те, унтанпа икĕ çул та иртрĕ. Çак хушăра мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç;
— Районти экологи лару-тăрăвĕ мана тахçантанпах шухăшлаттарать. Пĕр 20 çул каяллах çырмасене тирпейлесси çинчен халăхпа калаçнăччĕ. Ун чухне çынсем полигон тăвассине хирĕç пулчĕç. Халăх кăмăлне тĕпе хурса полигон тăвас шухăша пăрахăçларăмăр. Халĕ вара йăлари хыт каяша турттарса тухассине йĕркелесе пырас ĕçе эпĕ хаваспах пикентĕм. Паянхи куна, çитĕнÿсем, паллах, пур. Унччен çулсем хĕрринче, вăрмансенче, çырма-çатрара выртса çÿрекен çÿп-çап час-часах куç тĕлне пулатчĕ пулсан, халĕ ун пеккисем питех курăнма пăрахрĕç. Вăхăтран-вăхăт çакăн пек тĕслĕхсем çинчен систерекенсем халĕ те пулаççĕ. Кун пек чухне эпир тÿрех çула тухса санкцилемен свалкăсене тирпейлес ĕçе йĕркелетпĕр.
— Районти ялсенчен йăлари хыт каяша турттарса тухассине паянхи куна мĕнле йĕркеленĕ?
— Кашни ял тăрăхĕнче халĕ хыт каяш валли вырнаçтарнă контейнерсемлĕ ятарлă площадкăсем пур. Вĕсене пушатса йăлари хыт каяша Патăрьелĕнчи полигона илсе кайма пирĕн район территори- йĕнче икĕ çÿп-çап машини ĕçлет. Вĕсемпе Евгений Малышевпа Вячеслав Иванов водительсем тата Николай Алексеевпа Юрий Терентьев грузчиксем вăй хураççĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене яланах тăрăшса пурнăçлаççĕ, лайăх ĕçленĕшĕн час-часах укçан премие тивĕçеççĕ. Графикпа килĕшÿллĕн çÿп-çап машини кашни ял тăрăхне эрнере пĕрре килсе каять. Комсомольски ял тăрăхĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсем тата магазинсем таврашĕнчи контейнерсене эрнере виçĕ хутчен пушататпăр. Çакă Роспотребнадзор хушăвĕ- пе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Сăмах май, çакна та каласа хăварас килет: хăш-пĕр магазинсемпе организацисем хыт каяша турттарса тухмалли çинчен ятарласа килĕшÿ туман, ял тăрăхĕн контейнерĕ- семпе усă кураççĕ. Ман шутпа, ял тăрăхĕ- сен ертÿçисен, депутатсен ку енĕпе ыйту тăратмалла, хыт каяша турттарса тухас ĕçе кирлĕ пек йĕркелемелле.
— Контейнерсене мĕн пăрахма юранипе юраманни район çыннисене чылай калаçтарать. Çак ыйтăва та уçăмлатса парсамăр.
— Контейнерсем лартса хунине кура халăх унта темĕн те пăрахма пуçларĕ. Эпир çакăншăн кашни уйăхра тÿлетпĕр тесе мĕн кăна тултармаççĕ. Апла пулин те, контейнерсемпе усă курмалли йĕркесем пур. Сăмахран, хăмасене, строительство материалĕсен пысăк калăпăшлă юлашкисене, йывăç тураттисене, дивансене тата ытти сĕтел-пукан пайĕсене унта пăрахма юрамасть. Контейнера 70 сантиметртан вăрăмрах япаласем хумалла мар. Вăрăм хăмасем, пысăк калăпăшлă япаласем вĕсене тиенĕ чухне çÿп-çап машинине çĕмĕрме е контейнерăн тĕпне шăтарса тухма пултараççĕ. Сĕтел-пукан таврашĕ- сене, хăмасене пайăн-пайăн вакласа çунтарса яма та пулать. Енчен те пысăк калăпăшлă япалана турттарса тухмаллах пулсан, шăнкăравласа ятарлă 6 тоннăлăх контейнер илсе килтерме пулать. Анчах çакă хака ларать.
— Ялсенче выльăх пусакансем йышлă. Кун пек чухне выльăх ăш-чиккисене, ури-мăйракисене ăçта хумалла-ха?
— Контейнерсем кун йышши каяшсем валли мар. Апрель уйăхĕнче выльăх юлашкисене контейнерсене пăрахнă тĕслĕхсемпе эпир районта пурĕ 4 хутчен акт çыртăмăр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку енĕпе халăхпа калаçусем ирттерчĕç. Пурте ăнланчĕç пулĕ тетĕп — юлашки 2 уйăхра çакăн пек хирĕçÿллĕ самантсем пулмарĕç. Патăрьел полигонне эпир мĕн турттарса килнине Роспотребнадзор ĕçченĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Унта выльăх юлашкисене, вилнĕ выльăха турттарма юрамасть. Çакăн пек тĕслĕхсем пулсан пире хамăра явап тыттараççĕ. Çавăнпа та кун пек каяшсене çĕре чавса чикмелле. Çавăн пекех Тукай Мишер ялĕнче ятарласа выльăх юлашкисене пуçтаракан пур. Унта кайса пама та пулать.
— Хăш-пĕр чухне контейнерсем йĕри-тавра çÿп-çап выртнине асăрхама пулать. Площадка тавра- шĕнчи тирпейлĕхе камăн сăнаса тăмалла, камăн йĕркене кĕртмелле?
— Контейнерсене тирпейлесе, йĕркелесе тăрасси — ял тăрăхĕсен администрацийĕсен тивĕçĕ. Çавăн пекех вĕсен çул хĕрринче ларакан контейнерсене санитари йĕркисемпе килĕшÿллĕн тасатса тăмалла. Пирĕн тивĕç — хыт каяша турттарса тухасси. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче контейнерсем патне çÿп-çап машинипе пырса кĕме питĕ кансĕр. Çаврăнса çÿреме вырăн çителĕксĕр, хăш-пĕр контейнер патне çитме чăрмавлă — пылчăк çăрса е канав урлă каçса çитмелле. Çапла пĕр ялта çÿп-çап машини лачакара путса ларни те пулчĕ. Асанкасси, Элпуç, Шурут ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене контейнер площадкисен таврашне, кĕрсе тухмалли çулсене йĕркене кĕртме сĕнесшĕн. Хыр- хĕрри, Александровка, Чĕчкен ял тăрăхĕсенче вара площадкăсене уйрăмах лайăх пăхса тăраççĕ. Ялсене кĕрсе тухма та питĕ кăмăллă.
— Йăлари хыт каяша турттарса тухни çинчен калаçнă май çакăншăн тÿ- лесси çинчен те каласа хăварас килет. Ку енĕпе чылай тавлашуллă самантсем пулчĕç. Сăмахран, пĕр çыншăн икĕ адреспа квитанцисем килни…
— Паллах, пĕр çыннăн икшер квитанци тăрăх тÿлесе пурăнмалла мар. Кун пек ыйтусене уçăмлатма «Экоцентр» регионаллă операторăн Шупашкарти уйрăмне шăнкăравламалла е çыру ямалла.
Çын вилнĕ хыççăн та ун ячĕпе квитанци килет текенсем пур. Кун пек чухне вилнине ĕнентерекен хутăн копине регионаллă оператора ярса памалла. Хыт каяша турттарса тухнăшăн питĕ хаклă тÿлеттереççĕ текенсене те илтме пулать. Ку хака эпир мар, Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх служби палăртать.
— Калаçăва пĕтĕмлетсе район çыннисене мĕн каланă пулăттăр?
— Чи малтанах пурне те пире ăнланнăшăн, тавлашуллă самантсене пĕрле калаçса татса панăшăн тав сăмахĕ калатăп. Пурне те контейнерсемпе тирпейлĕн усă курма, çÿп-çапа унта та кунта пăрахса çÿрессинчен пĕр-пĕрне асăрхаттарма ыйтатăп. Тавралăх тирпейлĕ пулсан пирĕн район тата та илемлĕрех, хăтлăрах пулĕ.
— Калаçушăн пысăк тав.
Н.КАЛАШНИКОВА
Источник: "Каçал Ен"