Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасчĕ

01 апреля 2021 г.

Пирĕн Хырхĕрри тăрăхĕнче мĕн авалтанпа чăвашсемпе вырăссем килĕштерсе пурăнаççĕ. Икĕ халăхăн йăли-йĕркисем те пĕрлешсе пĕрпекленнĕ темелле. Чăваш халăхĕ, вырăссем пекех, мĕн авалтан тĕрлĕ йăла-йĕркене пăхăнса-упраса пурăнать. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ манăçа тухса пырать. Хăшĕ-пĕрисем вара паянхи электроника тĕнчинче те упранса юлнă. Çак сыхласа хăварнă йăласем хушшинче — Çăварни уявĕ. Вырăссем ăна «Масленица» ятпа пĕлеççĕ. Пирĕн çĕршывра ăна пĕчĕк ялсенче çеç мар, пысăк хуласенче те анлă паллă тăваççĕ. Уява ватти те, вĕтти те хаваспах хутшăнать.
Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекенсем те айккинче тăрса юлма шутламарĕç, тĕрлĕ ĕçсем ирттерчĕç. Тăваттăмĕш класра ăс пухакансем технологи урокĕнче тĕрлĕ тĕслĕ хутран çăварни пуканисем ăсталарĕç. Вĕсене класс ертÿçи Н.М.Лукиянова хавхалантарса пулăшса пычĕ. Надежда Михайловна хăй те алă ĕçне кăмăллать, район уявĕ валли те çутă, илемлĕ икĕ хĕвел кÿлепи ăсталаса хатĕрленĕ. Шкулта вĕренекен Д.Лепешкина тата В.Белкова районти «Çăварни пуканисем» /масленичная кукла «Краса Масленица-2021»/ конкурса хутшăнчĕç. Шкулта вĕренекен ачасем пурте тенĕ пекех акăлчан чĕлхин «эрнелĕхĕнче» пултарулăхне кăтартрĕç. А.В.Корнилова вĕрентекен ертсе пынипе вĕсем тĕрлĕрен тупăшусем ирттернисĕр пуçне çăварни ячĕпе ятарлă илемлĕ стена хаçачĕсем те калăпларĕç. Чи маттуррисем 7—8-мĕш классенче ăс пухакансем пулчĕç. Шăматкун тăххăрмĕш классем класс ертÿçипе пĕрле икĕ халăхăн çăварнипе çыхăннă йăли-йĕркине тишкерчĕç. Хыççăн урама тухса тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, сăмахран, «вĕрен туртасси» — «перетягивание каната», «хăрах уран тупăшасси» — «петушиные бои», «Паттăр» —«Царь горы», çунашкапа ярăнасси тата ыттисем те. Вĕçĕнче пурте пĕрле хĕл кÿлепине çунтарса ячĕç, сивĕсемпе чир-чĕрсем унпа пĕрле çунса каясса шанса ун тавра карталанса çаврăнчĕç.
Г.БЕЛКОВА,
Хырхĕрри тĕп шкулĕнче тăван ен культурине вĕрентекен

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика