20 июля 2018 г.
86 çул каялла Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнче Евдокийăпа Роман Яковлевсен çемйинче Валентина ятлă хĕр кун çути курнă. Хĕрача тăххăрта чухне Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Çав вăхăтра ашшĕ председатель пулса ĕçленĕскер, хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса каять. Пĕтĕм ĕç амăшĕ çине тиенет. Пĕчĕк Валя амăшне пулăшас тесе унпа пĕрле колхоза ĕçлеме çÿрет. Часах вĕсен килне хăрушă хыпар çитет — ашшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хурать.
Амăшĕн, Евтукăн, çĕр йăтайми хуйхă пулсан та, ачисене ура çине тăратмалла. Валентинăпа унăн пĕртăванĕсене илес пулсан вĕсем те хура-шурне нумай курнă. Çапах та вĕсене çав вăхăтри сивĕпе выçлăх çапса хуçайман. Çамрăксем вăй хурса ĕçленĕ, вĕренсе çын пулнă. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Валя вĕренме кайман, Йĕпреçри район больницине санитаркăна ĕçлеме кĕнĕ.
— Эпĕ больницăра ĕçленĕ чухне хальхи пек нимĕн те пулман. Хирурги уйрăмĕнче темĕнле операци тунине те курнă. Мед-сестрасем çитменрен чирлĕ çынсене хамăрах уколне те тунă, — иртнисене аса илет Валя аппа. Больницăра ĕçленĕ чухне Валентина Романовнăна Польшăна салтака илсе каясшăн пулнă. Анчах амăшĕ пĕртен-пĕр хĕрне салтака яман. Лайăх ĕçленĕшĕн хĕре икĕ хут Хисеп грамоти панă.
Пĕве кĕнĕ хĕр пулас мăшăрĕпе больницăра паллашнă. Николай вăр-ман хуçалăхĕнче ĕçлекенскер, йывăç çапнипе питĕ йывăр аманать. Вăл тăватă уйăх Йĕпреç больницинче сипленет. Хитре те çепĕç ĕçчен хĕре Каçал каччи алăран вĕçертмест.
1955 çулта Валентинăпа Николай çемье çавăраççĕ. Воробьевсем ултă ывăл çуратса ура çине тăратнă. Вĕсен ывăлĕсем пурте салтака юрăхлă пулнă.
Чăвашăн чăн таса пилĕсене вĕсем кашниех пурнăçланă. Çурт лартнă, ача-пăча çуратса вĕсене воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Йывăç-тĕм темĕн чухлех лартнă. Николай Ефимович чылай çул вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнăран, пурнăçĕ пĕтĕмпех çутçанталăкпа çыхăннă.
Килĕшÿллĕ çемье кун-çул парнеленĕ тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн пайтах вăй хунă. «Ырă вăрлăхăн — ырă çимĕç», — тенĕ ваттисем. Аслисем ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Валя аппа хăй те «Восток» колхозра ĕçленĕ. Пенсие тухсан та вăл 72 çулччен хуçалăхра тăрăшнă. Кулленхи ĕçре ырă ята тивĕçнĕ.
Воробьевсен ачисем тахçанах çитĕнсе çитсе çунат сарнă ĕнтĕ, халĕ хăйсем çемье тытса пыраççĕ. Аслă ывăлĕ Толя мăшăрĕпе ялта тĕпленнĕ. Вăл — Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕ, Сергей Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнать. Шел пулин те, Володя вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Унăн çемйи ялтах тĕпленнĕ. Славик чылай вăхăт ашшĕ вырăнĕнче вăрман хуçалăхне ертсе пынă. Халĕ вăл Шупашкарта çемйипе пурăнать. Олег — Комсомольскинче, Рома тĕп хулара тĕпленнĕ.
Валя аппа паянхи кун пĕчченех пурăнать. «Инкек куçа курăнса килмест», — теççĕ халăхра. Чылай вăхăт чирлесе выртнă хыççăн Коля тете ĕмĕрлĕхе куçне хупать.
— Иртет ĕмĕр, ачана хамран малтан пытармалла пулчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, мăшăрăм вилчĕ. Николай утмăл икĕ çул хушшинче пĕр сивĕ сăмах та каласа курман. Эпир унпа шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнтăмăр. Çак пысăк çуртра эпĕ халĕ пĕчченех пурăнатăп, — куççульленсе каласа парать Валя аппа.
Валентина Романовна хăйĕн 5 ывăлĕпе, 11 мăнукĕпе, 11 мăнмăнукĕпе савăнса пурăнать. Валя аппа пĕрре те ахаль лармасть. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать.
— Картишĕнче выльăх-чĕрлĕх пулмасан эп чирлетĕп пуль. Ĕнепе те çын пекех калаçатăп, — сÿтĕлет сăмах çăмхи.
— Ывăлсем килсе çÿреççĕ, Мĕн ĕç тумалла пулсан та пулăшма васкаççĕ, тавтапуç вĕсене, хальхи пурнăç чăн-чăн çăтмах, хулари пек пурăнатпăр. Газ пур, ăшă шыв, туалет, ваннăй çуртра. Пурнăç пур енчен те çитет. Анчах мăшăр çукки алла хуçать, — терĕ Валя аппа хурланса.
Çитес кунсенче Валя аппа 86 çул тултарать. Апла пулин те вăр-варлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет. Пурнăç тăршшĕпе пухăннă ăс-хакăлĕ паян та çирĕп-ха. Унпа калаçма та кăмăллă. Валентина Романовнăран паянхи çамрăксен тĕслĕх илмелли нумай.
Н.ЕРШОВА
Источник: "Каçал Ен"