04 мая 2018 г.
2018 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче йышăннă 41-мĕш номерлĕ "О внесении изменения в статью 1 Федерального закона "О минимальном размере оплаты труда" Федераллă саккун майăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн çынсен пурăнмалли чи пĕчĕк ĕç укçин виçи (МРОТ) 11163 тенкĕпе танлашмалла. Сăмах май, пурăнмалли чи пĕчĕк ĕç укçин виçинчен социаллă тỹлевсен виçи мĕнле пуласси килет, çав шута чире пула вăхăтсăр ĕçлеменнисене, йывăр çын тата ача çуратнăшăн, 1,5 çул тултарман ачапа ларакан амăшĕсене паракан укçа-тенке те кĕртмелле. МРОТ Чăваш Енре пурăнакансенчен 10 процентне пырса тивет. Çак виçепе вăтамран 30 пин ытла çын усă курма пуçлассине палăртнă.
- Ĕç укçин виçи патшалăх тата муниципалитет пайĕнче вăй хуракансен кăна мар, регионти мĕнпур предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен те ỹсмелле. Раççей Президенчĕн пуçаруллă шухăшне пурнăçа кĕртессипе мĕнпур ертỹçĕсен хăйсен организацийĕсенче ĕçлекенсен шалу укçине хăпартмалла, - уйрăммăн палăртнă кăçал регион Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура.
Источник: "Каçал Ен"