Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹрĕ линие чылай ыйту килчĕ

26 января 2018 г.

Январĕн 24-мĕшĕнче "Каçал ен" хаçат редакцийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тỹрĕ лини пулчĕ. Çав кун вунпĕртен пуçласа вуникĕ сехетчен районта пурăнакансем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене ертỹçĕне пама пултарчĕç. Çак майпа чылайăн усă курчĕç, редакци телефонĕ çине шăнкăрав хыççăн шăнкăрав килчĕ. Хăшĕсем ыйтăвĕсене маларах та пачĕç, электрон почтăпа та ячĕç.

Тĕпрен илсен, район çыннисене çулсен юсавлăхĕ, урамсенче çутă çукки, çĕнĕ урамсене газификацилесси, нумай ачаллисене паракан çăмăллăхсем, çуллахи вăхăтра шыв çитменни, сĕт хакĕ чакни, 6 сотăй çĕр çинче миçе пуç шултра выльăх тытма юрани тата ытти те пăшăрхантарать. Телефонпа шăнкăравлакансене Александр Николаевич çийĕнчех хуравсем парса пычĕ. Унăн çумĕ - райадминистрацин капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Абросимов, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсем Лилия Гинатуллинăпа Вера Сумзина та тỹрĕ линие хутшăнчĕç, вĕсен ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене çийĕнчех татса пама пулăшрĕç.

Кабалин микрорайонĕнче пурăнакан Ирина Волкова вара йышăнăва килчĕ. Ăна пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртесси канăçсăрлантарать. "Çỹп-çап контейнерĕсене кирлĕ çĕре вырнаçтарсан, ача-пăча площадкисем тусан, çынсем хăй ирĕкĕпе лартнă сарай-хуралтăсене пăссан пирĕн микрорайон илемленĕччĕ, пурăнма та хăтлăрах пулĕччĕ", - тет хĕрарăм. Вăл хускатнă ыйтусене А.Н.Осипов Комсомольски ял тăрăхĕпе коммуналлă хуçалăх пайне февралĕн 15-мĕшĕччен татса пама хушу пачĕ.

Хĕрỹ линие хутшăннисем граждансен хастарлăхне палăртрĕç. Ара, халăх мĕнле пурăннине, ăна мĕн хумхантарнине пĕлни район ертỹлĕхне ытларах мĕн енĕпе ĕçлемеллине çул кăтартать, района аталантарма тата кунта пурăнакансен пурнăçне аванлатма пулăшать. Александр Осипов хĕрỹ линие килнĕ ыйтусем пĕр çынна çеç мар, пурне те пырса тивнине палăртрĕ.

Хумхантаракан ыйтусене халăх тỹрремĕн пама пултартăр тесе редакци район администрацийĕн пуçлăхĕпе, ытти организацисен ертỹçисемпе малашне те тỹрĕ линисем йĕркелеме хатĕр. Ку тĕлĕшпе хаçат вулакансенчен сĕнỹсем кĕтетпĕр.

Ку номерте тỹрĕ линие килнĕ икĕ ыйтăва район администрацийĕ хуравланине пичетлетпĕр. Ыттисем çитес номерсенче пулĕç.

Тукай ялĕнче пурăнакан Н.Белкина:

Паянхи куна Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕ каçхи вăхăтра урамра çутă парассине лайăхлатас тĕлĕшпе "Обществăлла инфраструктурăна аталантарасси" проекта пурнăçлассипе ĕçлет. Вĕсем энергие перекетлекен лампочкăсем лартаççĕ тата вăхăтпа ĕçлекен щитсем вырнаçтараççĕ.

2017 çулта ял тăрăхĕн бюджетĕнчен урамри çутăшăн 204 пин тенкĕ тăкакланă. Электроэнергишĕн тỹлеме каякан укçа-тенке перекетлес тĕллевпе ял тăрăхĕсенче урамри лампочкăсене ирхине 4.30-6.40 сехетсенче, каçхине 17.30-23 сехетсенче çеç çутма йышăннă. Палăртнă вăхăтсене ỹстересси пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавăнпа та вăхăта ỹстересси финансировани еплерех пулнинчен килет.

В.Мельдинăна:

"Çĕрпỹ - Ульяновск - Хырай Ĕнел - Кивĕ Сĕнтĕр" автоçул район администрацийĕн харпăрлăхĕнче шутланать. Кашни çулах подряд организацийĕ автоçула кирлĕ пек тытса тăрассишĕн тимлет, шăтăк-путăка юсать.

Анчах та автоçулсем çине укçа-тенкĕ сахалрах уйăрнăран район администрацийĕ 2018 çулта асăннă автоçула юсама вăй çитереймест. Чи малтанах республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ çумне район бюджетĕнчен укçа хушса (софинансировани) çулсене юсамалла. Çỹлерех асăннă автоçул çинче юсав ĕçĕсем ирттерме 2019 çул ĕç планне пăхса тухнă чухне çирĕплетеççĕ.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика