28 июля 2017 г.
"Туслăх кăшăлĕ" фестиваль-конкурс пирки калас пулсан, вăл - ырă йăласенчен пĕри. Ăна халăх юрри-ташшипе, унсăр пуçне фольклор коллекти-вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашас, халăх йăли-йĕркине упрас тĕллевпе çулсерен йĕркелеççĕ.
Акă кăçал та Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпỹ, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенчи фольклор коллективĕсене, амăшĕ чĕпписене хăй çуначĕ айне пуçтарнă пек, "Туслăх кăшăлĕ" пуçтарнă. Конкурс 5 номинаципе иртнĕ: "Чăваш историне пĕлекенсем", "Чи лайăх визит карточки", "Чи лайăх концерт пани", "Хăнасене хапăл коллектив", "Чи лайăх хăна çурчĕ". Асăннă конкурс-фестивале Комсомольски рай-онĕнчи "Палан" фольклор ансамблĕн коллективĕ те хутшăннă. Вĕсем пухăннисене анатри чăвашсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Жюри членĕсене Хырхĕррисен ăсталăхĕ питĕ килĕшнĕ. Çавна май "Палан" ансамбль "Чи лайăх концерт пани" номинацире 1-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
Источник: "Каçал Ен"