16 июня 2017 г.
Кăçалхипе 66-мĕш хут иртнĕ районти Акатуй - чăваш халăхĕн йăли-йĕркинче мĕн авалтан упранса юлнă çĕр ĕçченĕн сумлă уявĕ. Вăл Раççей кунĕ умĕн, Раççейри Экологи, Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче иртни унăн пĕлтерĕшне, ят-сумне тата та çỹле çĕклет. Июнĕн 10-мĕшĕнче йĕркеленĕ ĕçпе юрă тата спорт уявне халăх чăннипех те йышлă пухăнчĕ. Çанталăкĕ те çак кун аван тăчĕ, кунĕпех хĕвел хĕртрĕ. Савăнма та, канма та аван пулчĕ.
Район çыннисене саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Попов, Петр Краснов, "Кĕтне" ентешлĕхĕн представителĕсем тата ыттисем те килсе çитрĕç.
Сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа, савăк юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Хăнасем хăйсем те уява тĕплĕн хатĕрленнĕ тейĕн: чăваш тĕрриллĕ кĕпесем тăхăннă. Районта чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ пурăнать, ахальтен мар район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин - тутарла, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин - вырăсла, Петр Красновпа Юрий Попов чăвашла тăхăннă. Акатуй уявĕнче çакă чăннипех те илемлĕ курăнчĕ. Районта пурăнакансем туслăхра тата килĕшỹре пурăннине çирĕплетсе пурте пĕрле, йышпа утса иртрĕç. Камсем пулчĕç-ха йышра? Чи малтанах çамрăксем ялавсемпе пычĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, кашни çул тулли пỹлме тыр-пул пухса кĕртекен, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе маттур ĕçлекен, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессине малти вырăна хуракан ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ертỹçисемпе маттур ĕçченĕсем, ытти отрасльсенче чи хастаррисем хисепе чăннипех тивĕçлĕ. Кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май çемьесем ачисемпе пĕрле, илемлетнĕ коляскăсемпе утни вара район çыннисемпе хăнасен кăмăлне уйрăмах тыткăнларĕ пулĕ. Ачасен хаваслă сасси, амăшĕсемпе ашшĕсен савăнăçлă кулли, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем уява илем кỹчĕç. Культура, вĕренỹ ĕçченĕсем, пултарулăх коллективĕсем, спортсменсем - пурте пĕрле утрĕç. Пирĕн иксĕлми пуянлăх - маттур ĕçченсенче, хастар спортсменсенче, ачасене пурнăç парнелекенсенче.
Уявăн савăнăçлă пайне пуçласа яриччен хăнасем ял тăрăхĕсем йĕркеленĕ хăна çурчĕсемпе паллашрĕç. Кашниех кил-çурта хăйне евĕр йĕркеленĕ. Кунта чăваш, тутар, вырăс халăхĕсен йăли-йĕркине, килти хуçалăхра усă куракан япалисене, ĕлĕкхи савăт-сапана туллин кăтартса панă. Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне шута илсе сăнỹкерчĕксен выставкисене йĕркеленĕ, тăван тавралăха упрамаллине анлăн çутатса панă. Ăстасен хули вара алă ĕçĕсемпе чăннипех пуян пулчĕ. Кунта хушпу-тухья, тĕрленĕ, çыхнă, çĕленĕ, гипсран, тăварлă чустаран ăсталанă япала, ỹкерчĕк чылай. Курса киленмелли пайтах пулчĕ. Кăмăла каякан алă ĕçĕсене туянакансем те пулчĕç. Искусство шкулĕн ỹнер уйрăмĕнче пĕлỹ пухакан ачасенех илер, мĕн кăна ăсталаман-ши вĕсем: вазăсем, алкасем, шăрçасем, кăшăлсем тата ытти те.
Кану паркĕнче йĕркеленĕ тĕп мероприятие Комсомольски район пуçлăхĕ - районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Хасиятулла Идиатулин уçрĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ял хуçалăх предприятийĕсемпе колхозсенчи, хресченпе фермер хуçалăхĕсенчи çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене кĕскен пĕтĕмлетрĕ. Тăрăшуллă ĕçченсене хакланине, вĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултарнине палăртрĕ. Малалла та çакăн пек ăнăçлă ĕçлеме, Акатуйра вара кăмăл туличчен канма сунса вĕçлерĕ сăмахне Алексей Александрович. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов çăкăр çитĕнтерекенсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав турĕç, малашне те хальхи пекех малти ретре пулма, Комсомольски район чысне çỹлте тытма ăнăçусем сунчĕç.
Çын ĕçпе илемлĕ
Малалла ĕçре малта пыракансене чысларĕç. Ял хуçалăхĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Слава картофелю" агрофирма соучредительне Александр Капитонова "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Комсомольские овощи" агрофирма бухгалтерне Вера Яковлевăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçрĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист экспертне Кияметдин Гимальтдинова "Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" паллăпа наградăларĕç. Финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Зульфия Айнетдинова, Григорий Атласкин фермер, ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Шамиль Зейнутдинов, районти ветерансен канашĕн председателĕ Юрий Тимофеев Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
"Труд" ЯХПК тĕп агрономне Геннадий Кузьмина, Анатолий Потемкин фермера Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чысларĕç. "Искра" колхоз агрономне Татьяна Мартыновăна, Алина Зайцева бухгалтера, Сергей Мартынов водителе, "Асаново" ЯХПК водительне Анатолий Никифорова, Геннадий Николаев арманçа, Надежда Николаева пăру пăхакана, Людмила Школьникова ĕçчене, "Родина" фермер хуçалăхĕн механизаторне Андрей Баранова, "Слава" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакан Ольга Ефимова дояркăна, Валентина Игнатьева осеменатора, "Труд" ЯХПК механизаторне Минефенил Ямалдинова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене пачĕç. Комсомольски ял тăрăхĕн тĕп специалистне Елена Атласкинана Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Уявра çавăн пекех ялта ĕçлекен çамрăк çемьесене, "Ялăн социаллă аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн, социаллă тỹлевĕн свидетельствисене пачĕç.
Ĕçре уйрăмах палăрнисем тата ыттисем Хисеп хучĕсене, Дипломсене тивĕçрĕç. Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхне Геннадий Герольдович Ракчеева район аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, обществăлла ĕçре хастар пулнăшăн "Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ятпа чысларĕç.
Юрри-ташши кăмăлтан
Тĕп сцена çинче йĕркеленĕ савăнăçлă концерт куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем пухăннисене илемлĕ юрăпа, хаваслă кĕвĕ-çемĕпе хавхалантарчĕç. "Каçал" халăх фольклор (ертỹçи В.Павлов) тата "Кубняночка" (ертỹçи А.Кокшина) халăх вокал ансамблĕсем шăрантарнă юрăсем хыççăн пухăннисем чылайччен алă çупрĕç. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Т.Иванова ертсе пыракан "Островок" ушкăн илемлĕ ташăсемпе савăк кăмăл парнелерĕ. Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчен килнĕ "Шанăç" ушкăн пултарулăхне хапăлласах йышăнчĕç.
Кăçал райпон суту-илỹ çурчĕ çумĕнче ачасем валли уйрăм уяв сцени йĕркеленĕ. Шкула, ача садне çỹрекенсем унта кăмăл туличчен савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, тĕрлĕ вăййа хутшăнчĕç. Мультфильмсенчи юратнă сăнарсемпе пĕрле савăнма та, сăн ỹкерттерме те меллĕ пулчĕ вĕсене.
Спортра вăйлисем çĕнтереççĕ
Акатуй уявĕ тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе те пуянччĕ. Уйрăмах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене хавхалантаракансем нумайăн пулчĕç. Спортсменсем те ăмăртăва йышлă хутшăнчĕç. Çакă районта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем нумай пулнине, вĕсем çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тунине çирĕплетет. 61 килограмлă виçере Максим Емельянов (Асанкасси) - пĕрремĕш, Владимир Петровпа (Асанкасси) Анатолий Родионов (Анат Тимĕрчкасси) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 65 килограмлисенчен Юрий Степанов, Дмитрий Парфенов (Тури Тимĕрчкасси), Андрей Козлов (Асанкасси) пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 70 килограмм таранчченхи виçеллисенчен Роман Козлов (Анат Тимĕрчкасси), Ильмир Яфизов (Патăрьел районĕ), Михаил Яковлев (Асанкасси) малти вырăнсене йышăнчĕç. 74 килограмран ытларах таякансенчен Станислав Григорьев (Аслă Чурачăк) пĕрремĕш пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Александр Артемьев (Асанкасси), Александр Павлов (Анат Тимĕрчкасси). Игорь Николаев, Станислав Григорьев (Аслă Чурачăк), Эдик Иванов (Анат Тимĕрчкасси) 80 килограмлă виçере чи маттуррисем пулчĕç. Никита Крылов (Аслă Чурачăк), Александр Александров (Елчĕк), Максим Максимов (Асанкасси) 80 килограмран ытларах виçере малти виçĕ вырăна çĕнсе илчĕç. Абсолютлă чемпион ятне Никита Крылов тивĕçрĕ.
Пляж волейболĕнче чи ăстисем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕш вырăна Чĕчкен ял тăрăхĕн команди çĕнсе илчĕ, виççĕмĕшсем Хырхĕррисем пулчĕç.
Футбол та хăй тавра нумай çынна пухрĕ. Чăваш Республикин чемпионатĕнче "Кубня" команда Вăрнар районĕн "Альмень-Санары" командипе тĕл пулчĕ, вăйă 2:2 шутпа вĕçленчĕ. "УАЗ" автомашинăна вырăнтан хускатассинче Вăрманхĕрри Чурачăкри Александр Хлебникова çитекенни пулмарĕ. Руслан Михеев - иккĕмĕш, Валерий Нямуков виççĕмĕш пулчĕç.
Кире пуканĕ йăтассипе арçынсенчен Николай Агусев, Владимир Дяткин, Михаил Фролов чи ăстисем пулчĕç. Хĕрсенчен Виктория Кузьмина, Елена Козина, Диана Данилова - чи харсăррисем.
Каçхине вара район çыннисем валли пысăк уяв концерчĕ иртрĕ. Тĕп хуламăртан, Шупашкартан, килсе çитнĕ "Дуняша" ушкăн илемлĕ сассипе тыткăнларĕ. Дискотекăра ташласа савăнни, уяв фейерверкĕпе киленни нумайлăха асра юлĕ. Уяв савăнăçлă самантсемпе пуян пулчĕ. Тепĕр çулччен, Акатуй!
Уява хак пани
Валентина Тарават,
"Шанăç" юрăпа ташă ансамблĕн ертỹçи, чăваш халăх писателĕ:
- Эпир Каçал ене пуçласа килтĕмĕр. Вĕсем пире, Чĕмпĕрсене, "Шанăç" юрăпа ташă ансамбльне, хапăл туса кĕтсе илчĕç. Хăнана чĕннишĕн ентешсене чĕререн тав тăватăп. Районти тĕп вулавăша асăнмалăх хамăн кĕнекесене те парнелерĕм. Акатуй пирки калас пулсан, вăл çỹлти шайра иртрĕ. Вырăнти культура ĕçченĕсемпе юрра-ташша кăмăллакансем профессиллĕ артистсенчен пĕртте кая мар. Кунта питĕ уçă кăмăллă та тарават, унсăр пуçне талантлă çынсем пурăнаççĕ иккен. Килсе курнишĕн чунтан савăнатăп.
Василий Сергеев,
Хирти Ĕнел ялĕ:
- Ытти çулсенчипе танлаштарсан, кăçалхи Акатуй уйрăмрах, интереслĕрех, мероприяти тĕлĕшĕнчен - пуянрах. Эпĕ вара юрă-ташăпа кăмăла килентерес тĕллевпе кăна мар, хамăн ĕçсемпе ыттисене паллаштарас тесе района çитрĕм. Выставкăна хам алăпа ăсталанă, юсаса çĕнетнĕ автотранспорта тăратрăм: мотоблока сỹтсе унран минитрактор калăпларăм. Сваркăпа акапуç, культиватор, сажалка тата ытти хатĕрсене ăсталарăм. Вĕсемпе килти хуçалăхра усă куратăп, кỹршĕ-арша та пулăшатăп. Ача чухне "Юный техник" кружока çỹренишĕн халĕ пачах та ỹкĕнместĕп.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"