08 апреля 2016 г.
Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕ каçхи шăплăха путнă. Анчах вăхăт-вăхăт таçта аякра çамрăксен кулли çак канлĕ шăплăха вăратать. Кану кунĕ умĕн хулари çамрăксем ялаллах туртăнаççĕ. Ялти культура вучахĕ ан сỹнтĕр тесе юлашки çулсенче Елена Степанова нумай тăрăшать. Пĕлтĕр акă ял çыннисемпе чуна пырса тивмелле спектакль те хатĕрлерĕç, кỹршĕ ялсене çитсе лартса пачĕç. "Палан" ушкăна та çỹреççĕ ял хĕрарăмĕсем, хăйсен уçă сассисемпе мĕн чухлĕ çынна савăнтарман-ши вĕсем. Елена Николаевна пĕтĕм уява ялти халăха шкул пахчинче пуçтарса çỹллĕ шайра ирттерет, Питравра карталанса юрă шăрантараççĕ, хĕлле йĕлтĕрпе ăмăртаççĕ... Клуба çỹрекен хĕрсемпе яшсем савăннине, ташланине курсан, хĕрарăм çамрăклăхне аса илет...
Ялта сакăр çул вĕреннĕ хыççăн Лена Аслă Чурачăк вăтам шкулне утнă. Малалла кỹршĕ хĕрĕпе пĕрле Улатăрти техникума çул тытнă. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртнĕ çамрăк хĕршĕн, зоотехник дипломне те алла илнĕ, тăван киле таврăннă. Александра Ивановнăпа Николай Егорович Петровсен çемйи вара пысăк пулнă, вĕсем 9 ача ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, ачисене яланах таса тата тутă çỹретнĕ.
Яла таврăнсан зоотехник дипломĕллĕ Лена тăван колхозах ĕçлеме вырнаçнă. Çамрăк специалист фермăри ăратлă выльăхсене мĕнлерех пăхсан тухăçĕ пысăк пулассин вăрттăнлăхĕсене тишкернĕ. Çунатлă çамрăклăх... кунĕпе ĕçлесен те ывăнмастăн, каçхине клубаллах утатăн. Шкул çулĕсенчех Лена ялти каччăпа Вовăпа туслă пулнă, ăна салтакран кĕтсе илнĕ, юрату çырăвĕсене шăрçаланă. Пĕр каçхине каччă хăйĕн хĕрне ылтăн çĕрĕ парнеленĕ, мăшăрĕ пулма ыйтнă. Тепĕр уйăхранах çывăх тăванĕсем шавлă туйра савăннă. Юратнă çын çумра пулнине, пĕр-пĕринпе ăнланса тата килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр? Вова колхозра бригадирта ĕçленĕ, ĕçĕ нумай пулнипе каçченех килте пулайман. Часах çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ - Надя ят панă ăна. Каярахпа Николай, унтан Сергей хутшăннă. Çамрăк мăшăр хăйсен йăви пултăр тесе ялтах çурт илнĕ. Вĕсен çемйи ялта ăнăçуллă тата йĕркеллисен шутĕнче пулнă. Шел пулин те, Володьăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, Лена виçĕ ачапа пĕчченех тăрса юлнă. Тăванĕсем пулăшнипе çамрăк хĕрарăм ал-ура çавăрса янă, çĕнĕ çурт çĕкленĕ, ачисем те шкул пĕтерсе аслă пĕлỹллĕ специалистсем пулса тăнă: Надя - вĕрентекен, Николай - инженер-строитель, Сергей - инженер-механик. Халĕ ĕнтĕ аслисем çемьеллĕ, асламăш-кукамăшне мăнукĕсем час-часах килсе савăнтараççĕ.
Çак кунсенче Елена Николаевна 55 çул тултарчĕ. Кану кунĕсенче Надьăпа Николай çемйипех юратнă амăшне саламлама çитĕç. Чулхулара пурăнакан Сергей, час-часах килсе çỹреймест пулин те, вăхăт тупсассăнах кил ăшшине туйса илме яла васкать, амăшне хăйĕн шухăшĕсене каласа парать. Мĕн калăн, ĕмĕтленме пĕлекенсем телейлĕ теççĕ. Ленăна пурнăç тумхахĕсем мĕн чухлĕ такăнтарма тăрăшнă пулсан та, пурнăçĕ хăйĕн йĕркипех малалла шăвать, вăл телейне ачисемпе, мăнукĕсемпе пайлать.
Н.БЕЛКОВА
Источник: "Каçал Ен"