10 октября 2015 г.
Çут тĕнче пирки шутлакан кирек хăш этем те хăйне ỹстернĕ халăх историйĕпе интересленет. Чăваш халăхĕн аваллăхне пин-пин вулаканшăн çывăхлатнă ăсчахсенчен пĕри - Чăваш АССРĕн К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ Куçма Турхан писатель. Чăваш литературине вăл "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман-эпопейипе кĕреш юман пек кĕрсе вырнаçрĕ.
Çак кунсенче, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче, ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Писателĕн юбилейне республикипех анлăн паллă турĕç.
Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем çак кун Куçма Турхан çуралнă яла Вăрманхĕрри Чурачăка çитрĕç. Малтанах Хырхĕрри ялĕн библиотекинче вулакансемпе тĕлпулу иртрĕ. Уява библиотека ĕçченĕ Валентина Боровкова уçрĕ. Вăл Кузьма Сергеевич Турханăн кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова, Хырхĕрринче литературăпа вĕрентекен Ирина Степанова, Асанкасси ял библиотекарĕ Надежда Козлова писатель пултарулăхĕ çинче чарăнса тăчĕç.
Шел пулин те, Куçма Турханăн кĕнекисем библиотекăсенче сахал упранса юлнă. Çак кунсенче наци библиотекинчен илсе килнĕ "Йăмраллă ял", "Кĕтне хĕрринче", "Çĕр суранĕ" тата ытти калавсемпе, очерксемпе паллашма пултарчĕç вулакансем. Писателĕн кĕнекисемпе Елена Хораськина библиотекарь тĕплĕн паллаштарчĕ.
Хырхĕрри тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем Юля Коноваловăпа Настя Пушкина "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман сыпăкĕсене (çуркунне, кĕркунне) пăхмасăр вуларĕç. Çак сыпăксене вуланăçемĕн халиччен асăрхаман илемлĕхе куратăн, туятăн. Уява культура ĕçченĕсем хăйсен савăк юррисемпе илем кỹчĕç.
Куçма Турхан çуралнă яла, вăл пурăннă кил-çурт умне çитсе курни, ăна лайăх пĕлнĕ çынсемпе калаçни асăнмалăх юлчĕ.
В.БОРОВКОВА
Источник: "Каçал Ен"