03 октября 2015 г.
Чăваш халăхĕн пин-пин вулаканĕшĕн чи çывăх писателĕсенчен пĕри Куçма Турхан. Вăл 1915 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи ача çуртĕнче ỹснĕ.
1931-1934 çулсенче Канашри Добролюбов ячĕллĕ педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Çав вăхăтрах "Пионер сасси" тата "Çамрăк хресчен" хаçатсен хастар корреспонденчĕ пулнă. Ленинградри В.В.Воровский ячĕллĕ журналистика институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. 1935 çул вĕçнелле Шупашкарти Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиоинформаци комитетĕнче литературăпа драма кăларăмĕсен редакторĕнче ĕçлеме тытăннă. Каярахпа редактор ĕçĕсене туса пынă. 1936 çулта вăл очерксемпе калавсем çырма тытăннă. 1937-1941 çулсенче Хĕрлĕ çарта хĕсметре пулнă. Унтан таврăнсан Куçма Турхан чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ. 1941 çулта унăн калавĕсемпе очеркĕсен "Атакăра" ятлă пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухнă. Çулталăкран "Пулеметчик Иван Смирнов" кĕнеки кун çути курнă. Çак биографиллĕ очеркра К.Турхан Ленинград фронтĕнче çапăçса чапа тухнă чăваш салтакĕн кĕске те мухтавлă кун-çулĕ çинчен каласа кăтартнă. Иван Смирнов ентеш пирки автор тĕрĕс фактсемпе усă курса çырнă. 1951 çулта "Тăван Атăл" альманахра унăн "Йăмраллă ял" романĕн малтанхи варианчĕ пичетленнĕ. Çулталăкран вăл уйрăм кĕнекепе кун çути курнă. "Йăмраллă ял", "Çĕр суранĕ" романсем, "Çĕпĕрти тĕл пулусем" очерксен пуххи, "Кĕтне хĕрринче" повеç - колхозлă ял çыннисене мухтакан, вăрçă хыççăнхи кунсене сăнлакан кĕнекесем. Писателĕн чи паллă произведенийĕсенчен пĕри вăл - "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман. Унта Хусан ханстви III Мускав княжествине йĕркеленĕ çыхăнусене кăтартса халăх пурнăçне анлăн çутатнă. Тахçанхи пулăмсене питĕ тĕрĕс те ĕненмелле, илемлĕх мелĕсемпе уçса панă. Писатель Тăван çĕршыв историйĕн питех те кăткăс тапхăрне лайăх пĕлнĕ, ăна вăл романра туллин çутатнă.
Хăйĕн произведенийĕсене кун çити кăтартнисĕр пуçне пултаруллă çыравçă К.Симоновăн "Вырăс çыннисем" пьесине, Н.Гоголĕн "Тарас Бульба", С.Григорьевăн "Çирĕммĕш çул" повеçсене чăвашла куçарнă.
Литературăри пысăк çитĕнỹсемшĕн Куçма Турхана Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотипе, "Хисеп Палли" орденпа, Тăван çĕршывăн вăрçин II степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Ăна К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх премийĕпе чысланă.
Ентеше тăван тăрăхра яланах асра тытаççĕ. Унăн ячĕпе библиотекăсенче выставкăсем, вулав каçĕсем йĕркелеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ
Источник: "Каçал Ен"