Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ спортзалта пысăк çитĕнỹсем пулаççех

09 сентября 2015 г.

Хырхĕрри тĕп шкулĕн учителĕсемшĕн, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн сентябрĕн 7-мĕшĕ хаваслă пулăмпа асра юлнă. Кунта савăнăçлă лару-тăрура çĕнетнĕ спортзала хута янă.

Спортзала çуллахи каникул вăхăтĕнче тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Кунта ĕçченсемсĕр пуçне Алексей Гаврилов физкультура учителĕпе аслăрах классенче вĕренекен арçын ачасем те тăрăшнă. Халĕ вара çĕнĕ спортзала паллама та çук: чỹрече, алăк хашакĕсене, урайне ылмаштарнă, салтăнса тăхăнмалли пỹлĕмсене çĕнĕ сĕтел-пукан лартнă. Физкультура урокĕсем ирттермелли зала юсама 1180 пин тенкĕ укçа тăкакланă.

Çĕнĕ спортзалпа паллашма хаклă хăнасем - район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова - килсе çитнĕ. Вĕсем ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулĕпе саламланă, юсаса çĕнетнĕ спортзалта пысăк çитĕнỹсем тума суннă.

- Ăçта спорт, унта савăнăçпа хастарлăх хуçаланать, питсенче ăшă-кулă çиçет. Апла пулсассăн юлташăрсене, ĕçтешĕрсене спортпа туслаштарăр. Эпир - сывă пурнăç йĕркишĕн, - ырă суннă Алексей Самаркин.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика