28 марта 2015 г.
Юр ирĕлсе пĕтсен, çанталăк ăшăтсан çураки ĕçĕсем пуçланĕç. Ăна валли техникăна юсамалла, удобрени, вăрлăх хатĕрлемелле. Кашни çулхи пекех, акана тухмалли техникăна ятарлă комисси тĕрĕслет, хак парать, çитменлĕхсене палăртать. Комисси членĕсем - патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инспекторĕ С.Н. Кокарев, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Ш.М. Зейнутдинов - мартăн 26-мĕшĕнче "Восток" ЯХПК-ра пулчĕç. С.Н. Кокарев кашни трактора, прицепа тĕплĕн тĕрĕслерĕ, тупнă çитменлĕхсене тỹрлетме хушрĕ. Хуçалăхра гусеницăллă трактор - 3, кустăрмаллисем - 12, сỹрелемелли тата акмалли ытти агрегат та чылай. Вĕсене вара яланах юсавлă тытса тăмалла. Çитменлĕхсене пĕтерменнине пула чăрмавсем, инкексем пулма пултарни пирки асăрхаттарчĕ, каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ Сергей Николаевич. Ял хуçалăх кооперативĕн тĕп инженерĕ А.Г.Насриев çитес кунсенчех çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе ĕçе пуçăнма шантарчĕ.
Паянхи куна чылай хуçалăхра механизаторсем çитменни пысăк чăрмав кỹрет пулсан, "Востокра" вĕсем çителĕклĕ. Ш.М. Зейнутдинов каланă тăрăх, улшăнмасăр пĕр коллектив ĕçлени питех те савăнтарать. Кăçал та Б.А. Иванов, Ю.А. Белков, Ю.И. Салмин, В.А. Сугоров, С.В. Хлебников, Н.П. Коновалов, А.Н. Федоров, В.К. Порфирьев, О.А. Никитин, Р.Л. Белков, Н.А. Петров, В.Н. Ятманов, Н.Н. Хлебников механизаторсем уй-хирте тăрăшĕç. Пурнăçламалли ĕç вара чăнахах та нумай: кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах тыр-пул çитĕнтересшĕн. Унсăр пуçне кĕркунне акса хăварнă уй-хир культурисен 140 гектарне апатлантарнă.
- Пĕтĕмлетсе каласан тракторсене, прицепсене аванах хатĕрленĕ. Ĕçе тухиччен юсав ĕçĕсене туса, асăрхаттарусене, çитменлĕхсене пĕтеретĕр пулĕ тетĕп. Çул çинче тимлĕ пулмаллине каласшăн, çул-йĕр правилисене пăхăнăр, техника юсавлăхне, документсене тĕрĕслесех тăрăр, - пĕтĕмлетсе тата хире тухма мĕн кирлине аса илтерсе каларĕ патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инспекторĕ Сергей Кокарев.
"Восток" ЯХПК-на ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă ирттерме, хирсенчен пысăк тухăç илме сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"