Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стипендипе - çĕнĕ ноутбук

18 марта 2015 г.

Вĕренỹре, бизнеса проектлес сферăра, ăслăлăхра, производствăра çитĕнỹсем тунă пине яхăн чăваш çамрăкĕ 2015 çул тăршшĕпех кашни уйăхра 1830 тенкĕ илсе тăрĕ. Çак тĕллевпе кашни çулах республика бюджетĕнчен 22 млн тенкĕ уйăраççĕ. Маттуррисенчен чи маттуррисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулса тăнă. Вĕсен хушшинче Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулĕнче 10 класра вĕренекен Максим Минин та пур. Максим, 16 çулта кăна пулсан та, хăйĕн пурнă-çĕнче нумай ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Вăл районпа республика шайĕнче çеç мар, Раççейри конкурссемпе олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕ те, лауреат та пулса курнă. Максим шутланă тăрăх, кашни çыннăн хастар та çирĕп тĕллевлĕ пулмалла.

- Максим, эсĕ ху стипендиатсем хушшине лекессе пĕлнĕ-и?

- Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра класс ертỹçи Вера Ивановна Андреева каланипе стипенди илме документсем хатĕрленĕччĕ. 8-мĕш класра çитĕнỹсем сахалтарах пулĕ тесе стипенди илекен ачасен шутне лекесси пирки шанман та. Списока лекнине илтсен малтан ĕненсех каймарăм, мĕншĕн тесен унта манран нумай çитĕнỹ тунă студентсемпе шкул ачисем документсем янă-çке. Кун хыççăн эпĕ тата та вăйлăрах ĕçлеме пикентĕм. Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухнă вăхăтра Наталья Николаевна Салмина класс ертỹçи нумай пулăшрĕ, вĕрентсе пычĕ. Çапла эпĕ тепре стипендиат пулса тăтăм.

- Стипендипе мĕн тума шутлатăн?

- Хальлĕхе эпĕ ăна тăкакламастăп. Шкул пĕтерсен хама валли ноутбук илес ĕмĕт пур, мĕншĕн тесен паянхи пурнăçра кашни студента вăл кирлĕ пулĕ тетĕп.

- Мĕнле майпа эсĕ çавăн чухлĕ ĕçе пĕрлештерме пултаратăн? Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, кашни чĕрĕке "пиллĕксемпе" пĕтеретĕн, кашни олимпиада-конкурсрах ỹсĕм пур.

- Кашни кун тулли иртет. Унсăр пуçне планри пĕтĕм ĕçе пурнăçа кĕртме, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме тăрăшатăп.

- Шкулпа вĕренỹсĕр пуçне тата мĕнпе интересленетĕн? Пушă вăхăтна мĕнле ирттеретĕн?

- Вĕренỹсĕр пуçне спортпа туслă. Волейболла, футболла, баскетболла выляма юрататăп, çăмăл атлетика чуна çывăх. Каçхи тỹпепе, çăлтăрсемпе киленме кăмăллатăп. Вĕсем çине пăхса ларнă чухне пулас пурнăç çинчен шутлатăп, ĕмĕтленетĕп. Кĕнеке вулама килĕштеретĕп. Юлашки вăхăтра аудиокĕнекесем итлеме пуçларăм. Каç кỹлĕм клуба сĕтел çи теннисла выляма е юлташсемпе уçăлма тухма тăрăшатăп. Хĕлле вара пушă вăхăт пулсан юлташсемпе йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнма çỹретпĕр. Комедиллĕ, приключениллĕ, фантастикăллă киносем пăхма кăмăллатăп. Тата, паллах, аттепе аннене килти хуçалăхра пулăшатăп.

- Халĕ эсĕ 10-мĕш класра. Кĕçех экзаменсем. Хатĕрленме пуçларăн та-и?

- Вĕренỹ çулĕ хăвăрт иртсе пырать. Хальлĕхе ытларах математика, вырăс чĕлхи, физика предмечĕсемпе хатĕрленетĕп.

- Шкул хыççăн ăçта вĕренме кайма шутлатăн?

- Халех калама пултараймастăп. Физикăпа, техникăпа çыхăннă отрасле суйласа илме шухăш пур. - Аçупа аннỹ санăн çитĕнĕвỹсем çине еплерех пăхаççĕ?

- Мана пĕтĕм ĕçре, ăçта канаш парса, ăçта чун хавалне çĕклесе, пулăшаççĕ. Ман çитĕнỹсемшĕн савăнаççĕ, хавхалантарса тăраççĕ.

- Юлташусемпе калаçма вăхăт юлать-и вара санăн?

- Ман шутпа, юлташсем яланах çумра пулмалла, мĕншĕн тесен пурнăç тĕрекĕ - юлташсем! Эпĕ вĕсемпе кашни пушă самантра калаçма, тĕл пулма тăрăшатăп. Нумайăшĕ 9-мĕш класс хыççăн Шупашкара вĕренме кайнă пулин те пĕр-пĕринпе социаллă сеть урлă çыхăну тытса тăратпăр.

- Санăн вăй-хăватупа ăс-тăнна ăмсанма пулать. Стипенди пама пикенни хăвна çирĕпрех, шанчăклăрах туйма пулăшрĕ-и?

- Хăшĕсем "пилĕк" паллă илес тесе çеç лайăх вĕренме тăрăшаççĕ. Мана вара кунран кун хама валли çĕнĕ япала пĕлме, хамăн кăмăлшăн вĕренме килĕшет. Тăрăшнăшăн мухтани епле лайăх, уншăн тата укçа-тенкĕ парсассăн икĕ хут лайăхрах.

- Санăн девиз пур-и?

- Ман шутпа, хăв умна тĕллев лартсассăн, кирек мĕнле пăтăрмахпа йывăрлăха та çĕнме пулать. Пуçăннă ĕçе пăрахмалла мар, тĕллеве тата ĕмĕте пурнăçламаллах.

- Мĕнле пурнăç тĕллевĕ лартатăн эсĕ хăвăн умна?

- Тĕп тĕллев маншăн - тĕнчене, çынсен пурнăçне лайăхрах тăвасси. Çынсене пулăшсан вĕсем те сана ырăпа тавăраççĕ тесе шутлатăп. Тата тепĕр тĕллев - çемье çавăрса ăрăва тăсакан, эп пуçланă ĕçе туса пĕтерекен ачасем çуратса ỹстересси. Манăн ăру хăйсен ашшĕпе намăсланса мар, мухтанса аса илни тĕпре пулĕ.

-Тавтапуç сана, Максим! Юлашкинчен стипендиат пулас шухăшлă шкул ачисемпе студентсене сĕннине илтес килет.

- Манăн вĕсене пăтăрмахсенчен ан хăрăр теес килет, мĕншĕн тесен çĕнтернĕ кашни чăрмав сире вăйлăрах тăвать. Умма лартнă тĕллев патне ниме пăхмасăр утмалла. Наянланса лармасассăн пĕтĕмпех пулать. "Ыттисем мĕн калĕç?" - тесе хăрамалла мар. Ку пирĕн пурнăç, ăна пире пĕрре çеç параççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика