27 декабря 2014 г.
Раштавăн 27-мĕшĕнче Совет çарĕ кỹршĕ Афганистан çĕршывне пулăшма кĕрсе кайнăранпа шăпах вăтăр пилĕк çул çитет. Хырхĕрри ял тăрăхĕнчен те çак вăрçа тĕрлĕ çулсенче тăхăр яш хутшăннă. Вĕсем: Хырхĕрри ялĕнче çуралса ỹснĕ Сергей Щукин, Хурнай ялĕнчи Владимир Никонов, Петр Чернов, Николай Ямщиков; Кĕтне Пасарĕнчи Геннадий Андреев тата пĕр тăван Георгипе Владимир Ершовсем; Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчи Евгений Коноваловпа Александр Антонов. Вĕсенчен çиччĕшĕ Хырхĕрри тĕп шкулĕнчен вĕренсе тухнă.
Кĕçнерни кун уроксем пĕтнĕ вăхăта Хырхĕрри шкулне сумлă хăнасем çитрĕç. Истори учителĕ Г.Белкова афган вăрçи çинчен каласа пачĕ, Хырхĕрри ял тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ интернационалист салтаксемпе паллаштарчĕ. Районти афган ветеранĕсен канашĕн председателĕ Виктор Гаврилов çав вăхăтри кăткăс лару-тăру пирки чарăнса тăчĕ. Чăн малтанах сăртлă-туллă çĕршыва çитсенех унăн хăйне евĕрлĕ пурнăçĕнчен, йăли-йĕркинчен еплерех тĕлĕннине каласа пачĕ. Виктор Николаевичпа унăн юлташĕсем: Михаил Киргизов, Иван Мамуткин, Валерий Самаркин - хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Вăхăтран-вăхăта "афган" юррисене аса илсе шăрантарчĕç. Куракансене кăсăклантаракан ыйтусене те тулли хурав пама тăрăшрĕç. Тĕрлĕ вăхăтра тата тĕрлĕ чаçсенче службăра тăнă пулин те, вĕсем пĕр сăмахранах пĕр-пĕрне ăнланни курăнать. Аса илмелли, каласа памалли питĕ нумай. Анчах вĕсенчен пĕри те хăпартланса е хăйне мухтаса калаçмарĕ: чăн чăвашсем!
Вăрçă паттăрĕсемпе пĕрле Анатолий Агафонов таврапĕлỹçĕ те çитнĕ. Вăл вут-çулăмра пулса курнă ентешсем пирки кĕнеке çырма хатĕрленет. Ачасене çĕнĕ кĕнеке пичетрен тухсассăнах : "...чăн малтан сире килсе паллаштарăп!" - тесе шантарчĕ Анатолий Герасимович. Тĕл пулăва килме кăмăл тунăшăн, воспитани ĕçне хутшăнма ỹркенменшĕн ветерансене Ю.П. Алексеев шкул директорĕпе унăн çумĕ А.Я. Орлов тав сăмахĕ каларĕç. Чăн та, хальхи вăхăтра иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пулса иртнĕ вăрçă çинчен темле те калаççĕ пулин те, унта хутшăннă совет салтакĕсем хăйсен чысне яман, яваплăхне туйса сывлăхне те, пурнăçне те шеллемен. Эппин, хальхи çамрăксен те пурах вĕсенчен вĕренмелли, вĕренмелле те!
Источник: "Каçал Ен"