24 декабря 2014 г.
Эткер ялĕнче пурăнакан Елена Максимовна Синицына (Валетова) декабрĕн 17-мĕшĕнче 90 çул тултарнă. Çак ятпа ăна Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Михайлова, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн директорĕ Галина Воронова, районти пушар надзорĕн уйрăмĕн начальникĕ Алексей Сорокин, Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев саламласа тата асăнмалăх парнесем парса çирĕп сывлăх сунчĕç.
Елена Максимовна 1924 çулта Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче кун çути курнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Канаш хулине бухгалтер специальноçне алла илес тесе тухса каять. Анчах та, йывăр саманана пула, хĕр ачана вĕрентме ашшĕпе амăшĕ вăй-хал çитереймен. Çак сăлтавпа унăн каялла таврăнма тивет. 16 çулти хĕр ачан ыттисемпе пĕрле вăрман касма çỹрет. Сивĕ-и, çил-тăман-и, çумăрлă-и - вăйне шеллемесĕр аслисемпе тертленет вăл.
"Пĕррехинче вăрманта лав туллиех кĕреш касса тултартăмăр та мана яла çитиччен пĕчченех ячĕç. Малтан аванах пыраттăмччĕ, сасартăк лав тайăлма пуçланине сисрĕм. Лашана чартăм çеç, кĕрешĕ-мĕнĕ тỹнсе кайрĕ. Кама та пулсан чĕнес - кăшкăрсан та усси çук, ыттисенчен самай инçе кайса ĕлкĕрнĕ çав. Мĕнле йывăр пулин те, шăла çыртса тирпейлерĕм лава, юлашкинчен пилĕк хытă ыратнипе кĕрешсем çине тỹнсе кайрăм. Çавăн пек мана лаша хăех яла илсе çитерчĕ", - каласа парать Елена Максимовна.
Елена Максимовна вăрçă пуçланнă куна лайăх астăвать. Çамрăк хĕр, колхоз ĕçне кỹлĕннĕскер, вăрçă тухнине илтет, арçынсемпе каччăсем фронта кайсан вăл ялта юлнисемпе пĕрле окоп чавнă çĕре хутшăнать. Сахал мар нуша курма, тỹсме тивнĕ Елена Максимовнăн. 18 çул хушши вăл колхозра трактористра вăй хурать, ун хыççăн фермăра пăру пăхакан пулса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать.
1944 çулта вăрçăран аманса таврăннă каччăпа, Иван Валетовпа, çемье çавăраççĕ. 2 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем. Анчах та пурнăç урапи çăмăл мар теççĕ çав. Ывăлĕ Володя 25 çула çитсен куçне вăхăтсăр хупать. Пĕр инкек хыççăн тепри те тупăнсах пырать... Елена Максимовнăн мăшăрĕ те ир уйрăлса кайнă вĕсенчен. Мĕн кăна тỹсмен-ши вăл? Сиввине те, выçлăхне те, хурлăхне те, нуши-асапне те чăтса ирттернĕ. Йывăрлăха пăхмасăр Елена Максимовна ачисене мĕн пултарнă таран пулăшса пултаруллă та ăста, ĕçчен те сăпайлă, тараватлă та ăш пиллĕ пулма вĕрентсе çитĕнтернĕ.
Елена Максимовна - ĕç тата тыл ветеранĕ, нумай-нумай Хисеп хучĕпе медале тивĕçнĕ. Акă унăн 90 çулхи юбилейне уявлама амăшĕ патне мĕнпур ачипе мăнукĕсем пуçтарăннă. Елена Максимовнăн куçĕнче вара вĕсем çумра чух тулли телей çеç курма пулать.
Источник: "Каçал Ен"