Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртнă ыйтусене сỹтсе яврĕç

20 декабря 2014 г.

Декабрĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисемпе эпир вулакансене иртнĕ номерте паллаштарнăччĕ. Информаци кунне ирттерме тĕп хуламăртан ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ. Унăн йышĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Самаркин, халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Михайлова пулчĕç.

Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе Илдус Миннетуллинпа Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Алексей Самаркин хутшăннă ушкăн Кайнлăк, Александровка тата Тукай ял тăрăхĕсенчи халăхпа тĕл пулчĕ, ял хуçалăх предприятийĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Тĕл пулусем вăхăтĕнче чи малтанах Пĕрлехи информаци кунĕнче сỹтсе явма палăртнă тĕп ыйтусене тишкерчĕç ертỹçĕсем. Çав кун Хирти Мăнтăрта пурăнакансемшĕн савăнăçлă пулăмпа асра юлчĕ - кунта модернизациленĕ культура учрежденине уçрĕç тата Культура çулталăкĕпе сывпуллашрĕç. 2014 çулта Хирти Мăнтăрти информаципе культура центрĕ çакнашкал учрежденисене çĕнетме республика бюджетĕнчен укçа уйăрмалли конкурс çĕнтерỹçисен шутне лекнĕ. Хăйсене уйăрса панă 400 пин тенкĕ укçапа Хирти Мăнтăрсем культура çуртне юсаса çĕнетнĕ, сцена тумне улăштарнă, аппаратура, сĕтел-пукан туяннă, юсав ĕçĕсем те тунă. Çĕнетнĕ культура çуртĕнче ватти те, вĕтти те хăйсен чунне кантарма пултараççĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ А.А.Самаркин Хирти Мăнтăр информаципе культура центрĕн директорне В.П.Даниловăна сертификат парса чысларĕ. Вăл тата И.Х.Миннетуллин, Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Кузьмин, культура секторĕн специалисчĕ Н.В.Антонова кунта ĕçлекенсене, ял çыннисене ăшшăн саламларĕç. Вырăнти художество пултарулăх коллективĕ уяв концерчĕпе савăнтарчĕ.

Алексей Александровичпа Илдус Хадзятович Пĕрлехи информкун темисем çинче чарăнса тăчĕç. "Каçал ен" райхаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина çырăнтару епле пынипе паллаштарчĕ, Çĕнĕ çула "район тĕкĕрĕпе" кĕтсе илме чĕнсе каларĕ. Декабрĕн 17-мĕшĕ тĕлне "Каçал ене" 2319 экземпляр çырăннă. Çырăннисен пысăк йышĕ патне ăна почтальонсем çитерсе парĕç. "Чăвашпичет" киоскĕнче тата редакцинче илсе тăрас текенсем те пур. Районти учрежденисемпе организацисем, ял тăрăхĕсемпе хуçалăхсем те çырăнаççĕ.

Министр çумĕпе - хамăр ентешпе (Алексей Александрович Луцки ялĕнче çуралса ỹснĕ) куçа-куçăн тĕл пулнă май ял çыннисем унран хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйту çине хуравсем илме тăрăшрĕç. Сăмахран, агропромышленноç комплексĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, патшалăх ял çыннисене мĕнле пулăшу, çăмăллăхсем панипе кăсăкланчĕç. Чăваш халăхĕ выльăх-чĕрлĕх усраса, çĕр улми ỹстерсе сутса укçа-тенкĕ тăвать. Çавăнпа та çак продукцисен хакĕ пирки те сăмах хускатрĕç, ыйтусем çине тĕплĕ хурав илчĕç. Килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх çăмăллăхлă кредитсем, фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме уйăракан субсидисем пирки сăмах пычĕ.

А.А.Самаркинпа И.Х.Миннетуллин Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕн Кивĕ Сĕнтĕрти ĕне фермин строительстви епле пынипе кăсăкланчĕç. Çак объекта Çĕнĕ çул умĕн хута яма хатĕрленеççĕ, çавăнпа кунта ĕçлекенсем юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ: ĕнесене тăмалли-выртмалли вырăнсене хăмаран урай сараççĕ, оборудовани вырнаçтараççĕ, тирпейлеççĕ. Фиргать Галиескерович сăвакан ĕнесем туянас ыйтупа пулăшу ыйтрĕ, строительствăна палăртнă вăхăта вĕçлеме шантарчĕ.

"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче хăнасем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа тата хуçалăхăн тĕп агрономĕпе Алексей Игнатьевпа тĕл пулчĕç. Тукайсем кăçал кĕске вăхăт хушшинчех туса лартнă çĕр улми упрамăшне кăтартрĕç. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 12 миллион тенке ларнă, çав суммăран 3 миллион тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă. А.Н.Игнатьев субсиди иртнĕ кунсенче хуçалăх счечĕ çине куçнине савăнса пĕлтерчĕ, çакă хуçалăхшăн питĕ вырăнлă та сисĕмлĕ пулăшу пулнине каларĕ. Çавăн пекех кооперативра килес çулхи çур акине хатĕрленсе минераллă удобренисем туянма пуçланине те пĕлтерчĕ. А.А.Самаркин пахалăхлă, хакĕпе тивĕçтерекен удобрени илес тесен министерство специалисчĕсемпе канашлама сĕнчĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн директорĕ Г.Воронова, Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Михайлова, çавăн пекех районти пушар надзорĕн уйрăмĕн начальникĕ А.Сорокин Хырхĕрри ял тăрăхне çитсе курчĕç. Вĕсем чи малтанах информаципе культура центрĕнче пулчĕç, унти юсав ĕçĕсемпе паллашрĕç. Ун хыççăн почта уйрăмĕнче ял çыннисем хаçат-журнал епле çырăннипе паллашрĕç.

Библиотекăра пуçтарăннă халăхпа информаци кунĕн темисем тавра калаçса ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хурав шырарĕç. Ялта пурăнакансене уйрăмах районтан яла килекен çула юсас ыйту пăшăрхантарать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев каланă тăрăх, çак çула 1980 çулсенче тунă хыççăн пĕрре те тĕпрен юсаман. Ачасене шкула турттаракан автобуса та питĕ кансĕр. Çавăн пекех ача садне хута ярасси те пăшăрхантарать халăха. Вĕренỹ енĕпе илсессĕн, ашшĕ-амăшĕсем каланă тăрăх, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче видеокамерăсем пулни, металлоискательсемпе тĕрĕслени ачасене питĕ хăратать. Çавна пула вĕсем юлашки вăхăтра ытларах чирлени курăнать-мĕн. Т.Михайлова çак ыйтăва Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствине çитерме шантарчĕ.

Малалла халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ Г.Воронова сăмах илчĕ. "Çитес çулта районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта вĕренсе пĕлĕве анлăлатса тĕрлĕ специальноç илме май пур. Енчен те çыннăн професси çук пулсассăн, кирлĕ квалификаци çуккипе ĕç вырăнĕ тупаймасан, профессие улăштармалла пулсан вĕренỹ тỹлевсĕр пулĕ. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ушкăнсем йĕркелĕпĕр, сирĕн хушшăрта вĕренсе пĕлĕве анлăлатас е урăх профессие алла илес текенсем пур пулсассăн, районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пырса заявлени çырма пултаратăр", - пĕлтерчĕ Галина Михайловна.

Информкунăн тепĕр теми те çивĕчлĕхпе уйрăлса тăрать. Кăçал çулталăк хушшинче республикăра 988 хутчен пушар тухнă (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 10 пушар чакнă), вĕсенче 87 (пĕлтĕрхи пекех) çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ А.Сорокин ку енĕпе Çĕнĕ çулта петардăсемпе, салютсемпе асăрхануллă пулмаллине, тимлĕхе çухатмалла маррине палăртрĕ. Малалла информушкăн членĕсем администраци çуртĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика