Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăх аван ĕçленĕ

09 февраля 2013 г.

Февралĕн 5-мĕшĕнче «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Ăна хуçалăх ертÿçи В.Г.Михеев уçрĕ, пурнăçланă ĕçсен отчечĕпе туллин паллаштарчĕ. Çавăн пекех пухура кооперативра тăрăшакан специалистсем тухса калаçрĕç. Хуçалăх çулран-çул аталанса пынине, ÿсĕмсем аваннине палăртма вара чăннипех те кăмăллă. Кооператив çулсеренех пысăк тухăçпа ĕçлени те савăнтарать. Тĕслĕхрен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем аван çитĕннĕ. Кунта вĕсене вăхăтра минераллă удобренисемпе апатлантарни те витĕм кÿнĕ, паллах. Çавна май 2011 çулхинчен тухăç палăрмаллах пысăк, пĕлтĕр пурĕ 1634 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ.

«Восток» — районта чи нумай выльăх-чĕрлĕх тытакан хуçалăхсен йышĕнче. Кунта пурĕ 695 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 758 пуç сысна пур. Хуçалăхра иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 5727-шер килограмм сĕт сунă. Ку — районти чи лайăх кăтартусенчен пĕри.

Валерий Геннадьевич ял çыннисем тăрăшуллă пулнине палăртрĕ: «Сирĕн ĕçченлĕхрен тĕш тырăпа ÿсен-тăран тухăçлăхĕ, выльăх-чĕрлĕхрен илнĕ продукци калăпăшĕ нумай килет. Эсир тăрăшнипе хуçалăх ÿсĕмĕсем курăмлă». Анчах та хуçалăхра специалистсем çителĕксĕр пулни те чылай чăрмав кÿрет иккен. Паянхи куна кооперативра ертсе пыракан ветеринар, агроном, инженер, зоотехник вырăнĕсем пушă. Хуçалăхра чи кирлĕ специалистсем çукки чăннипех те шухăшлаттарать.

Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х. Миннетуллин ял хуçалăх предприятийĕ районта çеç мар, республика шайĕнче те лайăххисен йышĕнче пулнине цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Çакă ял хуçалăх ĕçченĕсенчен те, çĕре мĕнле апатлантарнинчен, пăхнинчен, вăхăтра çум-курăкран тасатнинчен те нумай килнĕ. Хуçалăхăн пурлăхпа техника бази пуян пулни палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама май парать. Пĕлтĕр «Восток» хуçалăх пур продук-цие 29 миллион та 459 пин тенкĕлĕх сутнă. Таса тупăш 2 миллион та 45 пин тенкĕпе танлашнă. Ку 2011 çулхинчен пысăкрах.

«Восток» хуçалăх тилхепине 15 çул ытла тытса пыракан ертÿçĕне, Валерий Михеева, ял халăхĕ пĕр саслă пулса тепĕр 5 çул ĕçлеме суйларĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика