16 августа 2014 г.
Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров августăн 12-мĕшĕнче район çыннисене йышăннă. Йышăну пуçланиччен Геннадий Семенович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа тата ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕпе Петр Красновпа тĕл пулнă. Вĕсем районăн 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнчи социаллă экономика аталанăвне сỹтсе явнă.
Федераллă тĕп инспектор патне хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе тĕрлĕ ялсенчен йышăнăва килнĕ. Акă, Вăрманхĕрри Чурачăк представителĕ "Комсомольски - Тăманлă Выçли" автоçула тĕпрен юсас ыйтăва çĕкленĕ. Çак çулăн Кĕçĕн Каçал - Хырхĕрри участокĕн 5,2 километрĕ пĕтĕмпех ванса-çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. Унта лакăм-тĕкĕмсене сапласа çеç хăварнинчен усси пулас çук, укçа-тенке çилпе вĕçтерни кăна пулĕ. Элпуçсем вара Геннадий Семеновича ялта вăтам шкул çурчĕн строительствине хăвăртрах пуçлама пулăшма ыйтрĕç. Проект тăрăх (вăл хатĕр ĕнтĕ, экспертизăра), вăл 165 вырăнлă пулмалла, унтах шкул çулне çитменнисем валли 40 вырăн тума палăртнă. Çавăн пекех "Çĕрпỹ - Ульяновск" автоçулăн ял тăрăхĕнчи участокне те çула тунăранпах пĕрре те тĕпрен юсаман, шăтăк çине путăклă вăл. Урмаел тата Хырай Ĕнел ялĕсенче пурăнакансем вара ялсенче ача-пăча сачĕсем, Комсомольскисем культурăпа кану çĕнĕ центрне тăвас ыйтăва хускатнă.
Федераллă тĕп инспектор йышăнăва килнĕ çынсем çĕкленĕ ыйтусене татса парассине хăй тĕрĕслесе тăма шантарнă.
Источник: "Каçал Ен"