Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савнă Каçал енĕмĕр! Сан паян уяв!

28 июня 2014 г.

Июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, Кĕтне тăрăхĕнче, кỹршĕ районсемпе хуласенче пурăнакансем, сумлă хăнасем, ют çĕршывран килнĕ артистсем юрласа, ташласа савăнчĕç. Пирĕн тăрăхра тĕпленнĕ чăвашсем, вырăссем, тутарсем пĕр-пĕринпе туслăн, килĕштерсе пурăннине тепĕр хутчен çирĕплетсе тĕрлĕ юрă шăрантарчĕç, вăйă вылярĕç, пурте пĕр чĕлхепе, туслăх чĕлхипе савăнса, хăпартланса калаçрĕç. Сумлă уява халăх йышлă пухăнчĕ. Комсомольскисене уяв ячĕпе сумлă хăнасем саламлама килни, чыс туни те хăпартлантарать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн ертỹçи Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, ЧР ял хуçалăх, культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕсем Сергей Павлов, Вадим Ефимов, Алла Самойлова, ыттисем уява хутшăнчĕç, Республика кунĕ ячĕпе саламласа ĕçре маттуррисене чысларĕç.

     Тĕрĕссипе, уяв пĕр кун маларах пуçланчĕ. Июнĕн 23-мĕшĕнче каçхине сакăр сехетре тĕп сцена çинче Пĕтĕм Раççейри тĕрĕк халăхĕсен йăлана кĕнĕ "Урмай Залида" фестивалĕ пуçланчĕ. Çак фестивале хутшăнма района çĕршывăн тĕрлĕ вырăнĕсенче пурăнакан артистсем килсе çитрĕç: Тутарстанран, Вăтам Азипе Çурçĕр Кавказран, Китай халăх республикинчен. Вырăнти талантсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çамрăксен асăннă фестивалĕнче Кабардино-Балкарирен килнĕ "Эльбрус" ансамбль Гран-при çĕнсе илчĕ.

                                Киров поселокĕнче çĕнĕ медпункт уçăлчĕ

    Июнĕн 24-мĕшĕнче уяв малтан Киров поселокĕнче пурăнакансем патне çитрĕ. Кунта ирхи 9 сехетрех фельдшерпа акушер çĕнĕ пункчĕ уçăлчĕ. Ăна уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Комсомольски районĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеевпа Михаил Афанасьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов хутшăнчĕç

     ФАП çуртне "Санар-строй" тулли мар яваплă организаци кĕске вăхăтра - икĕ уйăхра - туса пĕтернĕ, хăпартма 1,89 млн тенкĕ тăкакланă. Ял çыннисем чылайранпа кĕтнĕ объект ку, мĕншĕн тесен малтанхи çурчĕ кивелнĕ, унта медиксене ĕçлемелли условисем те пулман. Халь вара тăпăл-тăпăл та паян кунхи медоборудованипе тивĕçтернĕ фельдшерпа акушер пункчĕ аякранах хăй патне йыхăрать тейĕн. Кунта икĕ ялта пурăнакансем, виç çĕр ытла çын, сипленме пултараççĕ, çав шутран улттăшĕ - çулталăка çитмен ачасем.

     Сумлă хăнасене кĕтсе ФАП умне ватти те, вĕтти те пуçтарăннă. Савăнăçлă пухăва район пуçлăхĕ Евгений Карпеев уçрĕ. Поселокра медпункт çуртне хăпартма хыснаран укçа-тенкĕ уйăрнăшăн вăл Чăваш Ен Пуçлăхне тав турĕ.

     Михаил Игнатьев ял-йыша Республика кунĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. "Эпĕ хамăн указпа республикăра 2012-2015 çулсенче модуллĕ çĕнĕ 100 ФАП хута яма йышăнтăм, - терĕ Пуçлăх. - Вăл графикпа килĕшỹллĕн пурнăçланать. Пĕлтĕр 20 пункта ĕçе кĕртрĕмĕр. Кăçал та çавăн чухлĕ тума палăртнă".

     Медпункт умĕнчи хĕрлĕ хăйăва касса ФАП уçăлнине пĕлтерме медицина ветеранне Альбина Деменковăна, пункт ертỹçине Ирина Корниловăна тата 4-мĕш класа куçнă, ỹссен тухтăр пулма ĕмĕтленекен Полина Яковлевăна шанчĕç. Савăнăçлă лару-тăрура уçнă медпункта пурте кĕрсе курчĕç, строительсен ĕçне пахаларĕç. Пỹлĕмсенче хăтлă та илемлĕ, кунтах - вĕри, сивĕ шыв, санузел.

     Республика Пуçлăхĕ урама тухнă-тухман ял-йыш ун патне туртăнчĕ. Пурте Чăваш Республикин Правительствине, Комсомольски районĕн тата Александровка ял тăрăхĕн администрацийĕсене, строительсене, медицина учрежденине хăпартса хăтлăх кĕртнĕ çĕрте вăй хунă пĕтĕм специалиста тав тунине пĕлтерчĕç.

                                "Уй-хир кунĕ - 2014"

     Уяв юрă-ташă, вăйă çеç мар, уяв вăл - пĕр-пĕринпе курнăçса калаçмалли, сỹтсе явмалли, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашмалли самант та. Çак тĕллевпех кăçал Р.Хайртдинов фермер хуçалăхĕн хирĕнче "Уй-хир кунĕ - 2014" Чăваш Ен куравĕ иртрĕ. Курава çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникипе тата тĕрлĕ оборудованипе паллаштарас тĕллевлĕ 15 регион хутшăнчĕ. Унпа пĕрлех ял хуçалăх культурисен тĕрлĕ сорчĕсемпе тата вĕсене хỹтĕлемелли препаратсемпе туллин паллашма майсем туса панă. Çак сферăра ĕçлекен специалистсем кăсăкланакансене сĕнỹ-канаш пачĕç, мĕн туянмаллине, вĕсемпе мĕнле усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕç. Михаил Игнатьев тата хăнасем ял хуçалăх техникин çĕнĕ моделĕсемпе - комбайнсемпе, тракторсемпе тата акмалли, сỹрелемелли, лартмалли, им-çамламалли ытти агрегатсемпе паллашрĕç. Курса тĕлĕнмелли, хак памалли чылай пулчĕ куравра. Районти, кỹршĕ районсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, инженерĕсем, механизаторĕсем кураври техникăпа туллин паллашрĕç, хăшĕ-пĕри туянас тĕллевпех килнĕ. Сăмахран, кунти хăш-пĕр хăватлă техникăпа районти хуçалăхсенче ĕçлеççĕ те. Ф.Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕнче, "Золотой колос" ООО-ра "ACROS" тата "VECTOR" комбайнсем пур.

     - Ĕçлес ĕмĕтлĕ çынсемшĕн çул яланах уçă, патшалăх пысăк пулăшу кỹни те пĕлтерĕшлĕ. 2014 çулта Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарма патшалăх 2 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Малтан шăрăх çанталăк тăнăран ял ĕçченĕсене мĕн акнине лайăх çитĕнтерсе, пахалăхлă пуçтарса кĕртме хушма пулăшу та пулмалла. Уяв ячĕпе сире, çĕр ĕçченĕсем, ывăнмасăр ĕçлĕр, - терĕ М.Игнатьев пухăннисене саламласа.

     "Уй-хир кунĕ - 2014" куравран уявăн тĕп мероприятийĕсем пыракан лапама çитиччен республика Пуçлăхĕпе хăнасен ушкăнĕ районти ял тăрăхĕсен хăна картишĕсемпе паллашрĕ. Вĕсенче мĕн тĕрлĕ экспонат кăна çук-ши? Аваллăхра килтĕрĕшре усă курнă япаласенчен пуçласа паянхи хатĕр-хĕтĕр таранах пур кунта: сăпка, пир тĕртмелли станок, çăм арлакан урапасем, салат типĕтмелли кунтăк тата ытти те. Кашнийĕнчех хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа, юрă-ташăпа кĕтсе илеççĕ, хапăл туса тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Шурутсем кĕр сăрине ĕлĕк епле ирттернине сăнларĕç, Александровкăсем чечек ăшнех путнăччĕ. Асанкассисемпе Хирти Сĕнтĕрсем хăнасене ура тупанĕнчен çулăм тухмаллах ташлаттарма пултарчĕç. Тукай ял тăрăхĕн техĕмлĕ какай шỹрпи тутлă шăршипе илĕртрĕ.

                                   Чыс та мухтав район çыннисене

     Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем сцена çине хăпарсан Комсомольскисем çулталăк кĕтнĕ уяв пуçланчĕ. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев район центрне Республика кунне паллă тума пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ. Малашне те вăр-вар та маттур, пуçаруллă пулма, ĕçре малта пыма сунчĕ. Ăна хатĕрленнĕ май Комсомольскисем республика бюджетĕнчен уйăрнă укçана тĕллевлĕ тăкакланине палăртрĕ.

     РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова Каçал енре пурăнакансене чăвашла саламлани чĕрене çу сĕрнĕнех туйăнчĕ. "Ырă кун пултăр, хаклă туссем! Сире Республика кунĕпе саламлатăп!" - терĕ вăл, уява хутшăнакансене ырă сăмахсем каласа хавхалантарчĕ.

    Республика кунне хатĕрленсе пирĕн райцентр нумай çĕнелчĕ, тирпейленчĕ. Урамсене çулсем, тротуарсем сарнă, çуртсене, картасене сăрланă-çĕнетнĕ тата ытти те. Çак ĕçе хăйĕн сăмахĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов пысăк хак пачĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Михаил Афанасьев Каçал тăрăхне кăçал Республика кунне савăнăçлăн паллă тума шаннăшăн тав турĕ.

     Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял хуçалăхĕнче тата тĕрлĕ сферăра палăрнисене чысларĕ. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн водительне Владимир Павлович Наумова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă. Хирти Сĕнтĕр ял библиотекин библиотекарĕ Ольга Васильевна Александрова, Аслă Чурачăкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ Татьяна Васильевна Макарова нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, культурăна аталантарнăшăн ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Тав хутне тата алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономне Шамиль Минуллович Зейнетдинова, "Труд" ЯХПК водителĕпе ферма заведующине Александр Дмитриевич Николаевпа Минадий Сеидович Хуснетдинова, "Агентство по пчеловодству" АУО зоотехникне Мария Григорьевна Пильщиковăна, районти мелиораци системин инженерне Галина Алексеевна Садртдиновăна ырми-канми, пархатарлă ĕçĕшĕн ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чысларĕç. "Восток" ЯХПК тĕп энергетикĕпе пăру пăхаканĕ Владимир Леонидович Белковпа Венера Семеновна Львова, "Искра" колхозри пăру пăхакан Раиса Николаевна Зайцева, "Асаново" ял хуçалăх производство кооперативĕн ветфельдшерĕ Елена Васильевна Калашникова, Анатолий Захарович Салаев механизатор, "Слава картофелю" агрофирма офис-менеджерĕ Любовь Владимировна Мамуткина Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Искусство шкулĕн вĕренекенне Ксения Гришинана Аслă Çĕнтерĕве 69 çул çитнине уявланă çĕре хастар хутшăннăшăн ЧР Министрсен Кабинечĕн Тав хутне парса саламларĕç. Анат Тимĕрчкасси ял библиотекин билиотекарĕ Любовь Витальевна Филиппова, Кивĕ Сĕнтĕр культура çурчĕн культорганизаторĕ Валерий Александрович Ванюркин, районти искусство шкулĕн концертмейстерĕ Владимир Петрович Михайлов, Ираида Владимировна Спиридонова преподаватель Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. 2013 çулхи кăтартусемпе республикăри конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă, "Чăваш Енри чи лайăх ял тăрăхĕ" ята тивĕçнĕ Чĕчкен ял тăрăхне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ятран палăртса çырнă Дипломпа чысларĕç. Савăнăçлă уявра ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăксене те хавхалантарчĕç. Сăмахран, "Труд" ЯХПК-ра тăрăшакан Алмаз Минзекиевич Миназетдинов тракториста, фермер хуçалăхĕн ертỹçине Владимир Николаевич Казакова, "Асаново" ЯХПК инженерне Геннадий Иванович Пикеева çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма сертификатсем пачĕç. Çемье фермине йĕркелеме патшалăхран укçа-тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен сертификатсене Антон Олегович Алексеев, Владимир Владимирович Белкин, Николай Васильевич Васильев, Валентина Эбдиевна Митюкова, Владимир Анатольевич Соловьев тивĕçрĕç.

                                       Ал ăстисен хулинче

     Уяв программи чăннипех те пуян пулчĕ, çитсе курас, пуринпе те паллашас килчĕ. Шăпах çак кун район центрĕ палламалла мар улшăнчĕ тесен те йăнăш мар. Мĕншĕн тетĕр-и? Çитсе курни те çаплах хуравлĕ. Центрти тĕп сцена çинче çĕр-çĕр артист юрласа ташланине, чи маттуррисене чысланине пăхса савăнтăмăр. "Маçтăрсен хулине" çитсе курнисем тĕлĕннине пытармарĕç. Кунта курмалли, хакламалли пайтах пулчĕ. Районта пурăнакансем тĕрлеме, çыхма, çĕлеме, хутран тĕрлĕ япала тума, шăхличсем йăвалама, йывăçран кĕлеткесем касса кăларма ăста иккен. Илемлĕ япаласене туянакан та чылай, хĕвĕшеççĕ çеç. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн тăрăхра ĕçчен те маттур çынсем пурăннине кашнийĕшĕ хăй курса ĕненчĕ.

     - Выставкăра пурĕ 47 ăста. Кунта республикăри тĕрлĕ районсенчен çитнисем те пур. Комсомольски районĕнчен 35 маçтăр хутшăнчĕ, - каласа пачĕ "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕн ертỹçи Алена Полякова, "Ăстасен хулишĕн" яваплăскер.

     Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Антонина Трофимовăпа калаçма май пулчĕ.

      - Килте, пушă вăхăт тупăнсанах, алă ĕçĕ тытатăп, - пуплет хĕрарăм. Сăмах май каласан, Антонина Анатольевна хăй вăхăтĕнче Хырай Ĕнел шкулĕнче учительте тăрăшнă. Мал ĕмĕтпе пурăнакан, çынна хисеплеме пĕлекен алă ăсти ĕçлеме те, савăнма та пĕлет. Елчĕк районĕнчи Курнавăшсем тĕрлесе илсе килнĕ картинăсемпе хушпу-тухьясем, йывăçран касса кăларнă кĕвĕ инструменчĕсем пурне те тыткăнларĕç. Чылайăшĕ епле ăсталани çинчен чарăнса тăрсах тĕпчеме тытăнчĕ. - Кĕрхи çумăрлă кунсемпе хĕллехи вăрăм каçсенче пĕрле пуçтарăнса тĕрĕ тĕрлетпĕр, - калаçăва тăсрĕç вĕсем. Кунта Надежда Кругловăпа Вера Воронова вĕрентекенсен ĕçĕсем те пур. Чечексене, çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне, юмахри сăнарсене шурă канва çинче кăтартма пултарнă вĕсем. Ирина Иванова бисерпа усă курса пысăк турăшсем тĕрленĕ. ]

                                               Юрлар, туссем, савăнса

     Ача-пăчашăн савăнмалли нумай пулчĕ: карусельсемпе ярăнчĕç, батутсем çинче сикрĕç, аттракционсем ĕçлерĕç, тĕрлĕ теттесемпе тутлă апат-çимĕç сутакан лавккасем нумай пулчĕç. Паркри сцена çинче ачасен хаваслă юрри-ташши куракансене пĕр йыша пуçтарчĕ. Районти искусство шкулĕн "Островок", "Калейдоскоп" ушкăнĕсем чылай ташăпа куракансене савăнтарчĕç. Аслă Чурачăкри "Тевет", Тукайри "Шăпчăксем" ача-пăча фольклор ушкăнĕсем юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕç.Çакăнтах ачасене савăнма конкурссемпе тĕрлĕ вăйăсем йĕркелени те çитĕнекен ăру кăмăлне çĕклерĕ.

     Республика кунĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивальне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçал çак фестиваль Шупашкарта çеç мар, районта та иртрĕ. Асăннă фестивале 32 регионти, республикăри 39 коллектив тата Китайран (Аньхой, Гуйчжоу провинцийĕсенчен) 2 коллектив, Италири 1 коллектив, Азербайджанран виçĕ юрăç, çавăн пекех Беларуçпа Эстонири пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Китайран килнĕ 2 ушкăн, Çурçĕр Осети-Алани республикин ансамблĕ, Тверь облаçĕнчи купăсçăсен "Завалинка", Крым республикинчи "Эльмаз", Оренбургри "Тарантасик" халăх, Санкт-Петербургри "Посолонь" вокал ансамблĕсем районти сцена çине тухса куракансене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Куракансем артистсене хапăл туса кĕтсе илчĕç, чылайччен тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Кабарда-Балкар республикинчен килсе çитнĕ "Эльбрус" халăх ташшин ансамблĕн артисчĕсем Каçалсене икĕ кун хăйсен çулăмлă ташшисемпе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем июнĕн 23-мĕшĕнче, хальхи этника культурипе тĕрĕк тĕнчин искусствин "Урмай залида" Пĕтĕм халăх çамрăкĕсен II фестивальне хутшăнса Гран-прие тивĕçнĕччĕ. Китай Халăх Республикинчен килсе çитнĕ ушкăнсем Чăваш Енре пĕрремĕш хут, района киличчен Вăрнарсене, Етĕрнесене, Çĕрпỹсене концертпа савăнтарма та ĕлкĕрнĕ. Вĕсем Чăваш Ен питĕ хитре республика иккенне, çынсем кунта кăмăллă та пултаруллă, çав тери тарават пулнине пĕрре кăна мар каларĕç. "Раççей çăл куçĕсем" фестивале пуçласа районти "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕ хутшăнни те пысăк чыс.

     Вырăнти ял тăрăхĕсен коллективĕсен "Прикубнинская сторонка" гала-концертне те куракансем хапăлласах йышăнчĕç. Вĕсем ытти çĕртен килнĕ, паллă артистсенчен пĕрре те кая мар. Сассисем хитре те уçă, ташшисем килĕшỹллĕ. Пĕри тепринчен маттур. Республика кунĕнче район 75 çул тултарнине халалласа смотр-конкурс çĕнтерỹçисене чысларĕç. Çак конкурсра Асанкасси ял тăрăхĕ 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ, Хырхĕррисемпе Урмаелсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнепе - купăспа - чысларĕç.

    Каçхине йĕркеленĕ "Кĕтне кĕввисем" эстрада концертне те халăх йышлă пухăнчĕ. Марина Волкова, Ольга Буслаева, Дмитрий Лукиянов, Алена Кузьмина, Ирина Зайцева, Ксения Гришина, Лилия Садертдинова, Альбинăпа Виктор Кокшинсем, Мария Илларионова, Лариса Носова тата ыттисем те куракансене хăйсен çепĕç юррисемпе савăнтарчĕç.

                                               Вăйăсем хĕрỹ иртрĕç

     Спорт ăмăртăвне хутшăнас текенсем çулсерен йышлансах пыраççĕ. Хĕрсемпе каччăсем, аслăрах çулхисем те хастар. Кăçал та спорт мероприятийĕсен программи анлă та пуян пулчĕ. Тĕрлĕ хуласемпе районсенчен килсе çитнĕ спортсменсем ăмăртусенче вăй виçрĕç, унпа пĕрлех халăх вăййисене те хастар хутшăнчĕç. Мини-футболра "Кубня" команда çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕ, пурне те парăнтарса 1-мĕш вырăна тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта - Хирти Сĕнтĕр ялĕн команди, Элĕкрен килнĕ хăнасем - виççĕмĕшсем. Вĕсемех пляж волейболĕнче те палăрчĕç, арçынсен команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Районти А.Ивановпа А.Горнев иккĕмĕш пулчĕç. Хĕрсенчен М.Задоновăпа Д.Юмановăна çитекенни пулмарĕ. Стритбол вăййинче каччăсенчен Ф.Филиппов, В.Козлов, Д.Фарахиев команди, хĕрсенчен Д.Галкина, О.Львова, Е.Индюкова мала тухрĕç. Кĕрешỹри тĕрлĕ виçесенче хĕрсенчен Р.Школьникова, С.Школьникова, А.Лапшина (Елчĕк) , каччăсенчен К.Данилов, С.Григорьев, И.Чернова, А.Лапшин (Елчĕк) мала тухрĕç. Тĕрлĕ дистанцие чупассинче те хĕрỹ тупăшу пулчĕ. 100 метра чупса М.Карсуновăпа Д.Гайнуллов чи маттуррисем пулчĕç. 800 тата 1000 метра чупса И.Андреева тата А.Мартынов палăрчĕç. Тăршшĕне сикессинче М.Капсуловăпа Э.Иванова çитекенни пулмарĕ, вĕсем - пĕрремĕшсем. Армспорт вăййинче те чи çирĕпписем çĕнтерчĕç - Канаш районĕнчен килнĕ А.Марзуков тата районти А.Зарипов. Патăрьелĕнчен килнĕ Н.Васильев тата районти В.Калашников кире пуканĕ йăтассипе палăрчĕç. Автомашинăна вырăнтан куçарассинче Р.Шакуров çĕнтерчĕ, М.Гайнутдиновпа Е.Кокшин иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Калуш ывăтассинче тата кĕвентепе чупассинче Патăрьел хĕрĕсем - Л.Алексеевăпа Л.Шашкина - маттур.

     Аслă çул хĕрринчи ипподрома вара лаша спортне кăмăллакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Кунта малтанах джигитсен вăййисем пулчĕç. Каччăсемпе хĕр-сем лашасем çинче темле хусканусем те турĕç, урхамахĕсене çунакан кашта урлă сиктерчĕç. Кайран кỹлнĕ лашасем ăмăртса чупрĕç. Чупăва тĕрлĕ çĕртен килнĕ 15 рысак хутшăнчĕ. Çак ăмăртăва лаша спорчĕн 75-ри, 87 çулти ветеранĕсем хутшăнса хăйсем халĕ те çаврăнăçуллă пулнине çирĕплетсе пачĕç.

     Районта кăçал пуçласа хутăш мăшăр çар кĕрешĕвĕн Пĕтĕм халăхсен турнирне йĕркелени те пысăк утăм. Унта хутшăнас текенсем те йышлăн пулчĕç. Ăмăртăва районти спортсменсемпе пĕрле Чăваш Енри ытти хуласемпе районсенчен, Мускавран, Дагестан тата Кăркăсстан республикисен спортсменĕсем хутшăнчĕç. Асăннă тупăшăва район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Афанасьев, "Панкратион" федерацин вице-президенчĕ О.Захаров, С.Никитин тăрăшнипе йĕркеленĕ.

                                            Тăван шкул, ялан асра эс

      Кăçал шкул пĕтерекенсене пуçласа Республика кунĕнче пурне те пĕрле пухса чыслани те - пысăк пулăм.

    - Сирĕнте - çĕршыв пуласлăхĕ, эсир шкултан вĕренсе тухса пурнăçăн анлă çулĕ çине ура ярса пусатăр. Çак çул çинче яланах ăнăçу, телей, юрату пултăр! Эсир хăвăра килĕшекен профессие алла илĕр, тăван района таврăнăр. Тăван тăрăха, шкула нихăçан та ан манăр, - терĕ ăшшăн саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Романович Афанасьев.

    Вĕренỹре чи маттуррисене, спортра, обществăлла ĕçре хастаррисене район администрацийĕн Дипломĕсемпе, Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç. Районти 30 вĕренекен шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Вĕсем: К.Безменова, К.Долгова, И.Пыркина, Т.Козлова, К.Катрамова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Е.Баранова, А.Ефремова, Г.Идиатуллина, О.Карсакова, И.Кондратьева, Ю.Кокшина, А.Шингалова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Д.Акшова, Э.Мухаматшина, Р.Шайдуллина, А.Гейнетдинова, А.Гималдинова, Д.Гибатдинова, А.Салахова, Р.Хайртдинова (Урмаел вăтам шкулĕ), Л.Шакирова, А.Гинетуллина, З.Гибатдинова, А.Зинетуллина, А.Гелимзянова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), А.Ванюркина, А.Зайцева, Н.Мукшина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), А.Антонова (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Д.Кондратьева (Шурут вăтам шкулĕ) вăтам шкула "5" паллăпа пĕтернĕ, экзаменсене ăнăçлă тытнă.

                                   Суту-илỹ

      Республика кунĕнче сутă тума тĕрлĕ тăрăхран "Чăвашпотребсоюз" тытăмне кĕрекен райпосен магазинĕсем, уйрăм предпринимательсем питĕ йышлăн килсе çитнĕ. Вĕсене райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсем ир-ирех кĕтсе илчĕç, кашнине вырнаçтарса тухрĕç. Тумтирпе сутă тăвакансене хăйсене, ача-пăча тетти, апат-çимĕç, шашлăкпа шывсем сутакансене уйрăмшар вырăн уйăрса панă. Çавăнпа тавар туянакансене те вăл е ку япалана тупса илме йывăр пулмарĕ. Сутуçăсем те çакăн пек йĕркепе кăмăллă юлнине, тав тунине пĕлтерчĕ экономика пайĕн ертỹçи Светлана Ульдина.

    Уява эстрада çăлтăрĕсем çамрăксемпе дискотекăра савăнса вĕçлерĕç. Салют яни уяв ăнăçлă вĕçленнине палăртакан пулăм пулчĕ. Çамрăксем çурçĕрчченех ташласа савăнчĕç. Халиччен пирĕн тăрăхра кун пекки пулманнипе-и, кăпăклă дискотека пурне те хăйĕн патне йыхăрчĕ. Йĕпенесрен те хăрамасăр кăпăк ăшне чăмрĕç хĕрсемпе каччăсем, аслăраххисем, иртсе пыракан уяв ĕмĕрлĕхе асра юлтăр терĕç пулас.

    Чылайранпа кĕтнĕ Республика кунĕ кĕрлесе те шавласа иртсе кайрĕ. Килнĕ хăнасемпе район çыннисенчен вăл çỹллĕ шайра, питĕ аван иртнине илтме тỹр килчĕ. Республика кунне йĕркеллĕ хатĕрленсе ирттерес тесе район администрацийĕ, оргкомитет ырми-канми тăрăшнă. Çав кун ятарлă футболкăпа бейсболка тăхăннă волонтерсем (райадминистрацинче тăрăшакансем) хăнасене кĕтсе илес, вырнаçтарас, апатлантарас, вĕсен ытти ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе пысăк яваплăхпа тăрăшнине те палăртас килет.

                                                                                                                                                                                            Л.ШУРЯШКИНА, А.ЕФРЕМОВА, А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика