Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçал ен юррисем, кĕввисем инçетрен илĕртеççĕ пире

29 января 2014 г.

Иртнĕ тунти кун районти культурăпа кану центрĕнче Культура çулталăкне уçнă май савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев уçрĕ.

— Культура кашни тытăмра ĕçлекен çынна пырса тивет, çавăнпа та 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе палăртни — паха пулăм. Çулталăк нумай-нумай мероприятипе пуян пулĕ, унпа пĕрлех çĕнĕлĕхсем те сахал мар пулĕç, — терĕ Михаил Романович пухăннисене саламласа.

Чи малтанах курма килнисене «Каçал» халăх фольклор, «Кубняночка», «Мишар» ансамбльсем уяв ячĕпе савăк юрă-ташă парнелерĕç. Каçал тăрăхĕнче чăннипех те маттур, пултаруллă, юрра-ташша ăста çынсем пурăнаççĕ.

Культура çулталăкне уçса ял тăрăхĕсенчи фольклор ансамблĕсем «Юр юрлар-и савăнса!» фестивале хутшăнчĕç. Тукай ял поселенийĕнчен килсе çитнĕ «Шурăмпуç» халăх фольклор ансамблĕ «Ай тур, лайăх хăнара» юрăпа сцена çине тухрĕ. Нĕркеçсем салтак юррине чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç. Элпуç тăрăхĕн пултаруллă хĕрĕсем кашăкпа выляма ăста. Вĕсем уява тĕртнĕ чăваш кĕписене тăхăнса килнипе çеç мар, урисене çăпата сырнине палăртса хăварас килет. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене упраса хăварас тесе сахал мар тăрăшаççĕ ĕçченсем. Маттур.

Ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ фольклор ушкăнĕсем нумай-нумай савăк юрă парнелерĕç. Репертуар та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Пĕрле пухăнса юрламалли юрăсем, такмаксем чылай шăрантарчĕç ушкăнсем.

Коллективсем пĕринчен тепри маттур та пултаруллă, уçă саслă. Вĕсем юрăсене чун хавалĕпе юрлаççĕ, паянхилле фонограмма мĕн иккенне пĕлмеççĕ. Çакă вара савăнтарать, вĕсене пăхас, итлес кăмăла çĕклет. Фольклор ушкăнĕсенче вăтам çулхи çынсем киленĕç тупнă, юрă-ташă вĕсемшĕн — пурнăçăн пĕр пайĕ. Çамрăксем вара ушкăнсенче çук тесен те тĕрĕс. Малашне камсен пултарулăхне курса савăнăпăр;

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика