Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере килĕшÿ хуçаланнăран пурте телейлĕ

10 июля 2013 г.

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕ — Пĕтĕм Раççейри çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ. Ăна 2008 çултанпа, Раççей Президенчĕ ятарлă указа алă пуснăранпа, паллă тăваççĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче мăшăрланупа çемье телейне хÿтĕлекен çветтуйсене — Муромри Петрпа Февронияна — асăнаççĕ. Мускав тата Пĕтĕм Руç патриархĕ II Алексий, çавăн пекех РФ премьер-министрĕн мăшăрĕ Светлана Медведева пуçарăвĕпе Раççей шайĕнчи уява çаврăннă.

Çветтуй Петрпа Феврония, XIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче пурăннăскерсем, тĕн йăлисене çирĕп пăхăннă, тасалăхпа чыслăха тĕпе хунă, хурлăхпа савăнăçа пĕрле пайланă, хăйсен юратăвне ĕмĕр тăршшĕпех сыхласа хăварнă, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă. Тĕрĕссипе вара çак пахалăхсем пирĕншĕн хальхи вăхăтра та тĕп вырăнта пулмалла, вĕсем ăруран-ăрăва куçчăр тесе тăрăшмалла. Çакăн пек мăшăрсем пирĕн районта та пур. Вĕсем суйласа илнĕ сукмакпа алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Çитĕнекен ăрăва та çакнах вĕрентеççĕ. Шăпах уяв кунĕнче районти пултаруллă та маттур мăшăрсене — Зоя Алексеевнăпа Николай Александрович Коротинсене, Надежда Васильевнăпа Александр Алексеевич Корниловсене çемье институтне çирĕплетме пысăк тÿпе хывнăшăн «Юратупа шанчăклăхшăн» орден парса чысларĕç. Вĕсене район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, ЗАГС уйрăмĕн специалисчĕ Светлана Портнова, тĕп библиотека библиотекарĕ Валентина Боровкова, хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ Валентина Курицына саламларĕç.

Надежда Васильевнăпа Александр Алексеевич çемье çавăрнăранпа июнь уйăхĕнче 34 çул çитнĕ. Корниловсем пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем — ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ, тĕревĕ. Яланах çывăх çыннисемпе пĕрле пулма тăрăшаççĕ. Çавăнпах килте çураçу, килĕшÿ, тирпейлĕх, хăтлăх хуçаланаççĕ. Аслисемпе кĕçĕннисем пĕрне-пĕри хисеплеççĕ, шанаççĕ, пĕр-пĕриншĕн тăрăшаççĕ. Çак паха енсем ачисене пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕнчен куçнă. Ахальтен мар Корниловсен тĕп килĕнче виçĕ ăрури çемьесем килĕштерсе пурăннă. Нумаях пулмасть Саша ывăлĕ çемйипе çĕнĕ вырăна уйрăлса тухнă. Мăшăрсем пĕр-пĕрне паянхи кун та савнине, килĕштернине пытармарĕç. «Çемьере юрату пулмасассăн пурăнма, ĕçлеме йывăр. Çак туйăм пурăнма хавхалантарать», — тет Надежда Васильевна.

Коротинсем 38 çул каялла çемье çавăрнă. Çак вăхăтра савăнăçĕ те, хуйхи те пайтах пулнă пулĕ, анчах та мăшăр пĕр-пĕрин хушшинчи юратăва упрать. Çемьере ăнланулăх, килĕшÿ хуçаланнăран вĕсем те, ачисем те, мăнукĕсем те телейлĕ. Зоя Алексеевнăпа Николай Александрович ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Ырă та уçă кăмăллăскерсем яланах çынна пулăшма хатĕр. Тăрăшуллă та тарават, пултаруллă çемьене ял-йыш, ĕçтешĕсем хисеплеççĕ.

Коротинсемпе Корниловсем — ял çыннисемпе ачисемшĕн çеç мар, район халăхĕшĕн те тĕслĕх пулса тăракан çемьесем. Çакна вĕсем пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илсе ун тăрăх сумлă утма, юратупа шанчăклăха упраса хăварма пултарнипе, ĕçченлĕхпе тивĕçнĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика