26 июня 2013 г.
Ачасен çуллахи канăвне аслисем усăллă йĕркелеме тăрăшаççĕ. Çавна май шкулсенче çуллахи лагерьсем ĕçлени питĕ усăллă. Акă, Хырхĕрри тĕп шкулĕнчи «Хĕвел» лагерьте 15 ача сывлăхне çирĕплетет. Вĕсемпе В.Ф.Лепешкина, Г.А.Белкова педагогсем ĕçлеççĕ. Нумаях пулмасть лагерьте бантиксен кунне ирттерчĕç. «Бантиксен мисĕ» конкурса хĕрсем хаваспах хутшăнчĕç. Люба Михеева, Таньăпа Наташа Лепешкинасем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслерĕç. Жюри членĕсем хĕрсене тĕрлĕ номинацисенче чысларĕç.
Джинн конкурсĕ те хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Унта Катя Можаева, Люба Михеева, Максим Минин хутшăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ джинн хатĕрлесе хăйсемпе туллин паллаштарчĕç, асамлăх вăйне кăтартрĕç.
«Чи маттур джинн» ята Максим Минин тивĕçрĕ. «Поэт джинн» — Люба Михеева, «Ĕмĕтленекен джинн» Катя Можаева пулчĕ. «Гиннес-шоу» конкурс та ачасемшĕн кăсăклă иртрĕ. Лагерьти чи çÿллĕ, чи пĕчĕк ачана, вăрăм çÿçлĕскере, вăйлăскере, пултаруллăскере Гиннесс кĕнекине çыртăмăр. Ачасен канăвне усăллă, кăсăклă, кăмăла каймалла йĕркелеме тăрăшатпăр.
В.ЛЕПЕШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"