Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавт ячĕпе велочупу ирттерчĕç

22 августа 2012 г.

Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакансем спорт вăййисене яланах юратнă, юратаççĕ те. Пушă вăхăта пĕртте сая ямаççĕ вĕсем, пĕрле пуçтарăнса час-часах тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, ăмăртаççĕ. Çакă сывлăха çирĕплетет, ял çыннсем хушшинчи хутшăнусене çирĕпрех тума пулăшать. Акă, Хырхĕрринчи информаципе культура центрĕнче ĕçлекенсем кантри-кросс (ялти кросс) ирттерме сĕнсен ватти-вĕтти çакна хавхалансах йышăннă. Мероприятие Андриян Николаев тата Павел Попович космонавт летчиксем тĕнче уçлăхне «Восток-3» тата «Восток-4» карапсемпе пĕрлехи вĕçеве тухнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Ăмăртăва йĕркелеме культура ĕçченĕсене педагогика ĕçĕн ветеранĕ Вениамин Белков тата каратэ енĕпе спорт мастерĕ, яла отпуска килнĕ Владислав Морозов пулăшрĕç.

Ăмăрту ултă ушкăнпа иртрĕ: шкул çулне çитменнисем, 1—4-мĕш классем, 5—9-мĕшсем, 10—11-мĕш классем тата ар çынсемпе хĕрарăмсем. Унта хутшăнма кăмăл тунисен велосипедпа ял тавра çаврăнса килмелле пулчĕ. Тупăшу питĕ хĕрÿ иртрĕ. Кашниех финиша маларах çитессишĕн пĕтĕм вăйне хурса педальсене çавăрчĕ. Пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăннисене медальсемпе, грамотăсемпе чысларĕç. Медальсене паллă ентеш, спорт мастерĕ çакса яни ачасене мăнаçлăх кĕртрĕ, ун пекех маттур спортсмен пулма хавхалантарчех ĕнтĕ. Ăмăртăва хутшăннисем, куракансем йĕркелÿçĕсем туянса хатĕрленĕ арбузсемпе, пылак шывсемпе хăналанчĕç. Ялта çак спорт уявĕ пултăр тесе Хырхĕрри ял поселенийĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Вираж» магазин спонсорла пулăшу панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика