Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Продукцин хăйхаклăхĕ пысăк

18 февраля 2012 г.

Çак кунсенче «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хуçалăх ĕçченĕсен отчетлă пухăвĕ иртрĕ. Пухăва ЯХПК председателĕ Валерий Михеев уçрĕ. Чи малтанах хуçалăхăн специалисчĕсене сăмах пачĕç.

Тĕп агроном В.Петров 2011 çулта тыр-пул, пахча çимĕç ÿстерес ĕçсем епле пынипе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр çĕре малтанах хатĕрленĕ, вăхăтра акса-лартса хăварнă. Çанталăк йĕпе тăнăран тырра йăлтах пуçтарса кĕртме май килмен, 220 гектар хиртех юлнă. 2010 çулхи çу кунĕсем шутсăр шăрăх пулни пĕлтĕрхи кăтартусем çине те витĕм кÿнĕ. Çĕр улми вăрлăхĕ çителĕклĕ пулманнипе ăна нумай лартса хăварайман. Çапах та пĕлтĕр çĕр улми аван тухăç панине палăртрĕ Валерий Тихонович. Кăçал акма тырă вăрлăхĕ хатĕрлесе хунă, 300 гектар çинче кĕрхисене акса хăварнă. Çĕр улми вăрлăхĕ çителĕклĕ. Вăл хранилищĕре упранать.

Унтан С.Катиков зоотехник выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Ку енĕпе «Восток» ЯХПК районти чи лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсем хушшинче. Кунта мăйракаллă шултра выльăх çеç мар, сыснасем те ĕрчетеççĕ. Аш-какайпа хуçалăх районта пĕрремĕш вырăнта пулнă, 1728 центнер туса илнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 177 центнер ытларах. Ăратлă выльăх ÿстерсе сутас енĕпе те аван ĕçленĕ, 63 пуç ĕне сутнă. Сысна ферминче те кăтартусем лайăх, 706 центнер аш-какай туса илнĕ, кашни ама пуçне вăтамран 17,2 çура илнĕ. Сĕт сăвас енĕпе хуçалăх районта чи малта, кашни ĕнерен 5726 килограмм сунă. Çапах та З.Андреева экономист пĕлтернĕ тăрăх, кăтартусем тивĕçтермеççĕ. Виçĕм çулхи çанталăк условийĕсем пирки выльăх апачĕ çителĕксĕр пулнă, çавăнпа та ăна урăх хуçалăхсенчен туянма тивнĕ. Çакна кура выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тăкаклă пулса тухнă. Отчета ЯХПК председателĕ В.Михеев пĕтĕмлетрĕ, чи кирли ял çыннисене ĕç вырăнĕ туса парасси, тивĕçлĕ шалу тÿлеме май тупасси, ĕç условийĕсене лайăхлатасси пулнине палăртрĕ вăл.

Малалла сăнав комиссийĕн председателĕ В.Белков тухса калаçрĕ, кăтартусене тишкерчĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, тĕрлĕ сĕнÿсене пăхса тухрĕç.

2011 çулта ĕçре палăрнисене В.Михеев Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Унсăр пуçне тин тивĕçлĕ канăва кайнисене парнесем пачĕ.

Юлашкинчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Михаил Афанасьев ЯХПКан ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, туса илекен продукцин хăй хаклăхĕ пысăк пулнине çирĕплетрĕ, ăна чакармалли мелсем шырама, кашни çын пуçне ĕç тухăçлăхне ÿстерме сĕнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăх аван ĕçлесе пынине палăртрĕ, малалла та тăрăшса вăй хума, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕ.

«Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕн 2011 çулхи ĕçне «вăтам» хак пачĕç. Пуçтарăннисене культура сферинче тăрăшакансем хаваслă концерт программипе савăнтарчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика