Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан, вăй хурсан ăнăçу пулатех

14 мая 2011 г.

Кăçалхи акана «Восток» хуçалăх ĕçченĕсем тĕплĕн кĕтсе илнĕ. Трактор-машина валли çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ хатĕрлесе хунă. Механизаторсем хăйсене шанса панă техникăна тĕплĕн юсанă. Çавăнпа та вĕсем ака ĕçĕнче чăрмавсем пулмасса шанаççĕ. Çанталăкĕ кăна патăрччĕ.

«Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕшĕн В.Г.Михеевшăн ял хуçалăх ĕçĕ — хăнăхнă ĕç. Апла пулсан та Валерий Геннадьевич çуркуннене канăçсăр тапхăрсенчен пĕри тесе шутлать. Мĕншĕн тесен пахалăхлă, вăхăтра акса ĕлкĕрнинчен ыранхи пурнăç тулăхлăхĕ, тыр-пул ăнса пуласси нумай килет. Ял çыннисенчен çакна ыйтать те вăл.

«Восток» ЯХПК ĕçченĕсем çур акине ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче пикеннĕ. Сергей Коноваловпа Юрий Белков механизаторсем тракторсене аван юсаса хатĕрленĕ, уй-хирсенче ĕçе пикеннĕ. Вĕсем хăйсене шанса панă ДТ-75 маркăллă тракторсемпе паянхи куна 210 гектар çĕр лаптăкне сÿреленĕ.

Путвалсенчи çĕр улмине икĕ эрне каяллах суйласа яровизацилеме кăларса хатĕрленĕ. Унта, паллах, яланхи пекех хĕрарăмсем маттур. Эпир пынă чухне 1-мĕшпе 2-мĕш бригада ĕçченĕсем (бригадирĕсем — Николай Андреевпа Николай Лепешкин) çĕр улми суйлатчĕç. «Пурте тăрăшуллă. Çемье те хĕрарăм çинче тытăнса тăрать. Пирĕн хуçалăх та çавăн пекех: хĕрарăмсем тăрăшуллă, хастар пулмасан лайăх кăтартусем пулмĕччĕç»,— терĕ председатель ĕçченсене ырласа. Çакăнта Елена Морозова, Светлана Можаева, Алинăпа Валентина Коноваловăсем, Светлана Никифорова тата ыттисем те ĕçлетчĕç. Çавăн пекех çĕр улми суйлас ĕçре Таисия Михайловна Ковшова, Раиса Трифоновна Лепешкина, Александра Федоровна Пушкина пенсионерсем те тăрăшуллă.

Хуçалăх кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 100 гектар, выльăх кăшманне 30 гектар, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 800 гектар ытла лартса, акса туса илме плана кĕртнĕ.

«Восток» кооператив ĕçченĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ, çулсерен ÿсĕмлĕ кăтартусемпе ĕçлеççĕ. «Паянхи кун 10 гектар çинче çĕр улми лартрăмăр. Çавăн пекех 150 гектар урпа, 60 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 70 гектар пĕр çул ÿсекен курăк акнă»,— пĕлтерчĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Валерий Петров. Сăмах май, Валерий Петрович çĕр ĕçĕпе чылай çул ĕçлет. Çĕр хăçан «пиçсе» çитнине вăл пуринчен те лайăх чухлать.

Хуçалăх хирĕсенче Леонид Зайцев, Андрей Захаров, Николай Коновалов, Юрий Белков механизаторсем акаççĕ. Культиваци тунă çĕрте Алексей Белковпа Геннадий Чернов хастар. Сергей Хлебников та К–700 тракторпа тăрăшуллă ĕçлет.

Хĕрÿ вăхăтра çĕр ĕçченĕсене кунне икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ.

«Çут çанталăкăн кашни уяр кунĕпе туллин усă курасчĕ»,— терĕ тĕп агроном. Мĕнех, çапла пултăрччĕ. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсене ăнăçу сунар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика